Шупашкар çынни суя электрон билетпа улталанă

16 Мар, 2020

Раççейри тĕрлĕ хулара пурăнакансем Шупашкар вăрă-хурахне пула шар тӳснĕ.
Шалти ĕçсен министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, вăл унччен те судпа айăпланнă. Хальхинче Интернетра Кремль елкине, ту çинчен йĕлтĕрпе ярăнмалли курорта, футбол матчне тата ытти паллă мероприятие кайма электрон билет сутасси çинчен пĕлтерӳ вырнаçтарнă. Улталанакансем укçа куçарсанах 25 çулти арçын вĕсене суя электрон билетсен сканĕсене ярса панă. Çапла вăл Раççейре пурăнакансене тӳстернĕ тăкак шучĕ пĕтĕмĕшле 500 пин тенкĕрен те иртнĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать