Ячĕ ылтăн сас паллисемпе çырăннă

13 Мар, 2020

«Павел Захарович Сорокин, Чăваш Енри комсомолец». Çак сăмахсене Севастополь хулинчи Мухтав аллейинчи палăк çине ылтăн сас паллисемпе çырса хунă.

«Кун пирки эпир пилĕк çул каялла пĕлтĕмĕр. Хĕрача интернетра шыраса тупнă. Çакăн хыççăн: «Павел Захарович Сорокин — манăн атте. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен чĕрĕ-сывă таврăннă. Халĕ Комсомольски салинче пурăнать», — тесе Севастополе çыру ятăмăр. Часах хурав та, йыхрав та килчĕ. Виçĕм çул вара атте унта кайса килчĕ. Хăй службăра тăнă вырăнсене çитсе курчĕ. Ăна Севастополе ветерансен организацийĕн председателĕ Владимир Крюковский илсе кайрĕ. Пĕлтĕр вара Севастопольтен килсе кайрĕç», — каласа кăтартрĕ Валентина Павлова.

Павел Захарович, сăмах май, аякри хулана кăçал та кайса курасшăн. «Каятпăр!» — терĕ çирĕппĕн пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче 98 çул тултаракан ветеран. Анчах, шел те, унăн Севастопольпе çыхăннă аса илĕвĕсем пачах та савăнăçлă мар, йÿçек те тăварлă. Унта çамрăк салтакăн малтисен йышĕнче нимĕç эшкерĕсене хирĕç тăма тивнĕ.
…Фашистсем Совет Союзне тапăнни пирки чăваш ялне те часах усал хыпар çитнĕ. Вăрçă пуçланнă хыççăнхи тепĕр кунах вăй питти арçынсем салтак юрри юрлама пуçланă. 1941 çулхи çурла уйăхĕнче Павел Сорокинăн та ячĕ тухнă. «Малтан Канаша илсе кайрĕç, — калаçу паянхинчен иртни патне куçнă май пĕлтерет ветеран. — Йĕпреç, Вăрнар, Мускав, Тула, Днепропетровск… Хула хыççăн хула хыçа юлать. Туапсене çитрĕмĕр. Пире отделени командирĕсем кĕтсе илчĕç. Унтан Эльбрус тăвĕсен таврашĕнчи тинĕс çар-техника училищине илсе çитерчĕç. Унта икĕ уйăх çар ĕçне вĕрентрĕç».
Комсомольски районĕнчен вĕсем унта саккăрăн пулнă. Анчах кĕçех пурне те уйăрса янă. Павел Сорокин Севастополе каякан командăна лекнĕ: «Юпа уйăхĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн икĕ кунран строя тăратрĕç. Унтан карап çине лартрĕç. Кăнтăрла кайма çук. Самолетсем персе аркатма пултараççĕ. Çĕрле кăна çÿремелле. Каç пулсан хускалса кайрăмăр вара. Пĕр маякран иртрĕмĕр, тепринчен. Пĕлекенсем пур: «Севастополе каятпăр», — теççĕ. Тул çутăлчĕ. Каллех чарăнтăмăр: малалла кайма хăрушă. Тинĕс хĕрринче кунĕпе лартăмăр. Каç пулсан карап каллех шыв çине тухрĕ. Нумай та каймарăмăр — чарăнчĕ. Севастополе çитнĕ те иккен».
Чăваш каччине Камыши бухтинче тăракан чаç пуçлăхĕ кĕтсе илнĕ. «Ăçтан?» — ыйтать хайхискер акцентпа. Украина çынни иккен хăй. «Чăвашран», — тетĕп. «Хăш кĕтесре вырнаçнă вăл?» — çаплах тĕпчет- ха. «Мускавран 500 çухрăмра», — Совет çарĕн офицерĕ Чăваш çĕрĕ ăçта вырнаçнине пĕлменни питĕ тĕлĕнтерчĕ вара», — малалла калаçрĕ ветеран.
Çак кунран Павел Захаровичшăн вăрçă пуçланнă. Каппайчăк нимĕç сĕмсĕррĕн тапăнса килнĕ. Пĕр шелсĕр, ÿкĕнÿсĕр ял-хулана аркатнă, халăха тĕп тунă. Çав вăхăтра, ахăртнех, йывăç-курăк кăна мар, тăпра та çуннă. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕн 31-мĕшĕнче те Севастополь çĕрĕ тамăк хуранĕнчи евĕрлĕ пулнă. Истребительсем тÿперен тăкакан бомба çумăрĕ мĕн пуррине йăлт çĕрпе танлаштарнă… «Манăн дежурствăна каймалла. Алăка уçса ятăм та пуç çинченех самолетсем вĕçеççĕ. Шучĕ çук! — çав куна куçĕ умне кăларчĕ Павел Захарович. — Çапах та чупса кайрăм, смена улăштартăмăр. Пĕчченех тăрса юлтăм. Истребительсем пулеметран шарлантараççĕ кăна. Çумăр çунă пек. Хÿтлĕхре пăхса тăратăп. Сасартăк хăрах ен пĕçерсе кайрĕ. Алăран аманнă иккен, пуля витĕр шăтарса тухнă. Мĕн тумалла? Сурана çыхмалли нимĕн те çук. Кĕпене хыврăм, çыхса хурас тетĕп. Пусми питĕ хулăн, çурса та илейместĕн. Майка! Пуçа шухăш пырса кĕчĕ. Ăна çурса кăлартăм. Шăлпа çырта-çырта икĕ-виçĕ хут çавăрттарса сурана аран çыхса хутăм».
Çав кун нимĕç самолечĕсем самаях вăйлă алхаснă. Истребительсем йăлт çĕмĕрсе пĕтернĕ. «Çав вырăнта станци пулнине никам та ĕненес çук. Тавралăха тусан тĕтри карса илчĕ, нимĕн те курăнмасть», — тет Павел Захарович. Тавралăх кăшт лăпланнă пек пулсан вăл урăх вырăна куçасшăн пулнă. Анчах алли те, ури те хускалман. Салтак хăй те сисмен — тем хушăра бомба ванчăкĕсем сылтăм урине хуçса пăрахнă. Пĕчченех асапланса выртакан çын патне иккĕн пырса тухнă. «Мĕн выртатăн? Тăр!» — теççĕ хайхискерсем, — калаçăва тăсрĕ Павел Захарович. — «Çын вилес пек выртать. Мĕн шÿтлетĕр?» — тетĕп. Сылтăм алла патăм та мана йăтса илчĕç. «Хăрушсăр вырăна илсе каятпăр», — теççĕ. Нумаях кайманччĕ, чарăнчĕç. Питĕ тискер вырăн. Çÿллĕ сăртсем. Çĕр те çук унта, йăлт чул. Мана пăрахрĕç те кайрĕç. Выртса юлтăм. Умра тепĕр çын выртать. «Юлташ, эпир ăçта?» — ыйтрăм унран. «Куçна уç та малалла пăх!» — тет. Хăш енне пăхмалла? Çурăм çинче выртатăп та — сылтăм енне-и, сулахай енне-и? Ăнланса илтĕм. Ура вĕçнелле пăхмалла иккен».
Кунĕпе вăл çакăн пек ыйтусемпе канăçсăрланса выртнă. Иртсе çÿрекен те курăнман. Хĕвел аннă хыççăн тавралăх пушшех те тискерленнĕ. «Ĕнерхи çынсене вăрçса выртса çĕр каçрăм. «Çурма вилĕ çынна пăрахрĕç те хăварчĕç. Нивушлĕ шеллемелле мар?» — вырăсла калаçатăп-ха хам тата». Çав хушăра ман пата темле çынсем килсе тăчĕç. Те ĕнерхисем, те урăххисем — палламастăп. Йăтса кайрĕç. «Çĕр çине каятпăр», — теççĕ. Те çĕр пулчĕ, те темскер… Ман пеккисем унта нумаййăн пухăннă. Пурне те машина çине тиерĕç те тыткăна илнĕ çар çыннисен Бахчисарайпа юнашар вырнаçнă лагерьне илсе çитерчĕç», — аса илчĕ ветеран.
Унта Павел Сорокин тăватă уйăха яхăн пурăннă. Çав вăхăтра утаймиех пулнă. Сурансене сиплемен. Эмелĕ те, тухтăрĕсем те пулман. «Мĕн йăшăлтатать-ши тетĕп. Урана çыхнă бинта салтса пăхрăм та… Кашни сий хушшинче пĕрер сантиметр хулăнăш шап- шурă хуртсем йăшăлтатаççĕ. Урана çисе яраççĕ вĕт», — Павел Захарович каланисене итленĕ май çан-çурăм тăрăх сивĕ чупса каять. Хăрушă! Çапах та чăваш каччи ура çине тăма пултарнă. Лагерь çумĕнче хупахсем ашкăрса ÿснĕ. Тахçан асламăшĕ-кукамăшĕ каланине аса илсе хупах çулçи сĕткенĕпе суранĕсене çыхнă. Çапла майĕпен йăл илсе самайланнă.
Павел Сорокин виçĕ çула яхăн тыткăнра пурăннă. Украинăри темиçе лагере те çитнĕ вăл. Çав лагерьсем, ахăртнех, чи вăйлисене суйласа илмелли зонăсем пулнă. Кам мĕн пур асапа, мăшкăла чăтса ирттерет — çавă малалла каять. Кам чĕрĕрех — çавă çăлăнса тухать. Фашизм лагерĕсенче çакăн пек принцип тĕпре пулнă. Ахальтен мар совет салтакĕсен чăтăмлăхне выçлăхпа та, йывăр ĕçпе те авма тăрăшнă. «Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çăкăрĕ çитеретчĕç. Ал лаппинчен те пĕчĕкрех татăка виçĕ çынна паратчĕç. Варри пиçсе çитместчĕ унăн», — çав хушăра темĕн те курма тивнине пĕлтерет ветеран. Выçăпа касăлнăскерсене тата йывăр ĕçе те хăваланă.
Украинăри лагерьсене парăнтарма вăй-хăват çитернисене Германие ăсатнă. Фашизм йăвине Павел Захарович Ровнăран кайнă. Акăлчансем 1945 çулхи ака уйăхĕнче ирĕке кăларнă ăна. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.