Илем тĕнчине уçакан ылтăн уçă
/Ева Лисина пултарăвĕн вăрттăн тупсăмĕ пирки/
"Вăхăта эпир иртни, хальхи тата пуласси çине уйăратпăр, - çырать Д.Лихачев "Письма о добром и прекрасном" кĕнекере. - Анчах та ас тăвăма пула иртни хальхине кĕрет, пулассин ĕлки хальхинче палăрать. Ас тăвăм - вăхăта çĕнтерни, вилĕме çĕнтерни. Ас тăвăм пĕлтерĕшĕ чи малтан çакăнта. Иртнине ас туни, Пушкин калашле, "çутă", поэзипе шăварăннă. Ас тăвăм çынра илем туйăмне вăратать, илеме туйма вĕрентет".
М.Бахтин 1920 çулсенче çырнă "Автор и герой в эстетической деятельности" ĕçĕнче ас тăвăма илем тĕнчин алăкне уçакан ылтăн уçăпа танлаштарать, çынра илеме курни ăна вилĕмсĕрлетни пирки шухăшлать. Çичĕ томлă çырнисен пуххин 5-мĕш томĕнче Бахтин аслă ас тăвăм вилĕме хăйне май ăнланма тата хаклама май пани пирки çырать. "Çак ас тăвăм мана /тата манăн саманана/ хамран вăхăт тĕлĕшĕнчен иртме май парать. Хама хам çунтарни тата "эпĕ" тенине универсаллă саккунсене пăхăнтарни. Сăнарта мĕн çĕнни тата хастарри пурри йăлтах çав аслă ас тăвăма пула çуралать".
Аслă ас тăвăм тăвать те ĕнтĕ пултару çыннине вилĕмсĕр.
Ас тăвăм, аслă ас тăвăм - Ева Лисина таланчĕ, çут çанталăк пани. 1974 çулта тухнă "Хĕле кĕрес умĕн" кĕнеке хĕрарăм çыравçă аллинче ылтăн уçă пулнинех çирĕплетет. "Пуласлăхра вăрăм ас тăвăмлă çынсем хуçа пулĕç", - тет Фридрих Ницше. Лисина - пуласлăх çынни.
"Лисина хăй хушаматне тивĕçет, чее, хăй пирки кăна шухăшлать", - тенине илтме пулать. Ева Николаевнăна 1989 çултанпа пĕлетĕп. Кайринчен мала тухасси /Библи куçарас ĕçе чи кайран хутшăнать те - ертÿçĕ пулса тăрать/ чеелĕхпе çыхăнман пулĕ. Вăл пуласлăхран килнĕ хăна. Эпир пурăнакан вăхăтра Лисина хăйне хăнари пек тытать. Çавăнпа паянхи кун çыннисенчен хăш-пĕрне айванкка пек курăнать. Мăннисем кăна мар, ачасем те çакна туяççĕ. Ман архивра Ева Николаевнăн мăнукĕ, пĕчĕк Михаэль, калани упранать:
"- Асанне, ман калас килет. Анчах эс мана ăнланмăн та - вара кÿренĕн. Эп сана кÿрентересрен хăратăп.
- Çук, кÿренместĕп, кала.
- Асанне, эс айванккаран та айванкка пек курăнан мана. Ман йăмăкран та айванкка".
Çапла, Ева Лисина мăннисенчен кăна мар - ачасенчен те вăхăт тĕлĕшĕнчен маларах кайнă. Ева Лисина текен феномена ăнланас йывăрлăхсем çакăнтан та килеççĕ. Вăл витĕр курăнакан стильпе çырать. Унăн илемлĕ тĕнчи çиелтен пăхма ансат. Ансат япалана ăнланасси нуша тесе ахаль каламан. "Хĕле кĕрес умĕн" 1974 çулта тухнă. 1989 çулччен, эп тĕпчеме пуçличчен, кĕнеке пирки никам та хурласа та, ырласа та пĕр сăмах та çырман. Халĕ Лисинăн илемлĕ тĕнчине пĕр-пĕтĕмлĕ ăнланас, шалти пĕлтерĕше уçса парас /М.Бахтин шухăшĕпе - литература тĕпчевçин тĕллевĕ çакă пулмалла та ĕнтĕ/ тĕлĕшĕнчен тунă ĕçĕме çĕнĕ сăмах тесе хакланă пулăттăм. Çыравçă тĕнчин тарăнăшне кĕмелли чылай май-меслетне палăртма, çул-йĕрне кăтартма май килчĕ.
Чăваш ССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи "Хисеп Палли" орденлă чĕлхе, литература, истори тата экономика наука тĕпчев институтĕнче /çапла ятлăччĕ ун чухне пирĕн институт/ 1990 çулта "Хальхи чăваш литератури: илемлĕ ăсталăх ыйтăвĕсем" кĕнеке тухрĕ. Вăл ман тĕпчевпе - "Хальхи чăваш литературинчи синкер тĕнче туйăмăн хăш-пĕр тĕсĕсем" - уçăлать. Статьяра Ева Лисина пирки çырни пысăк вырăн йышăнать. Хĕрарăм çыравçа эп пысăк тата чăн литература контекстĕнче тишкертĕм, вăл ăста çыравçă пулнине ĕнентерме тăрăшрăм. Кĕнеке ман статьяпах вĕçленет. "Е.Лисинан "Çĕньял ачисем" повеçĕнчи импрессионизмла туртăмĕсем" - Чăваш литературинчи синкер тĕнче туйăм пирки те, импрессионизм çинчен те унччен çырман. Манăн тата Г.Федоровăн тĕпчевĕсенчен тăракан кĕнекен тиражĕ 500 экземплярччĕ. Эпĕ тĕпчевпе кăна лăпланмарăм - Ева Лисина ман проектсенчен пĕри пулчĕ. Проект тесе вулакан патне çитерме тунă ĕçсене калатăп /"раскрутка" сăмаха "çавăрттарнă" тесе куçармалла ахăртнех/. Проектсен шучĕ самай пысăк: Иван Юркин, Сергей Ялавин, Ефрем Еллиев, Виктор Рсай, Хумма Çеменĕ, Мĕтри Юман, Илле Тăхти, Юрий Скворцов, Петĕр Эйзин, Георгий Федоров, Иосиф Дмитриев тата ыттисем те. Вĕсене нихăшне те тивĕçлипе хакламан. /"Мана хĕстермен - мана ăнланман", - çапла палăртнăччĕ, тĕслĕхрен, И.Дмитриев хăй мĕншĕн тăван çĕр-шывне пăрахса Казахстана ĕçлеме кайнин сăлтавне/. Ăнланманнисене - ăнланма, вĕсен чăн хакне тата пĕлтерĕшне, чăн вырăнне ыттисене ăнлантарма тăрăшрăм. Тĕллев информаци тата фактсем шырасси марччĕ, "чирлеттерессиччĕ". "Санпа хутшăннă хыççăн, - тенĕччĕ Георгий Иосифович Федоров, - киле çитен те: сулахай кĕсьере - Юрий Яковлев, сылтăмминче Юрий Яковлев, пиншакăн шалти кĕсйинче те - Юрий Яковлев..."
Ева Лисинăпа ыттисене "чирлетерессипе" çитĕнÿсем турăм пулас. Ыттисенчен Вячеслав Ориновăн "Рия" спектаклĕ, Владимир Карсаковăн "Масар çумĕпе" фильмĕ, тен, пулмастчĕç. Анатолий Розов "Лупах хăлха Илюк" /Пукане театрĕ, Юрий Филиппов режиссер/ валли ăсталанă пуканесем те чĕрĕлетчĕç-ши?
"Пирĕн йăли çавăн пек: малтан чикĕ леш енче чап илмелле - вара тин сана Чăвашра йышăнаççĕ", - тенĕччĕ аппликаци ăсти Дмитрий Жуков Ева Николаевнăн "Çăкăр чĕлли" калавĕ "Нимĕç хумĕ" радиостанци ирттернĕ конкурсра çĕнтерсен.
Çыравçăн тарăнăшне уçакан ĕçсем вăл Германире преми иличчен пĕр çул маларах тухрĕç. Ева Николаевна Шупашкара хăнана килмессерен /Мускавра пурăнатчĕ/ унпа шкулсенче, университетра, библиотекăсенче, хамăн тус-юлташпа тĕл пулу йĕркелеттĕм. Радио тата телекуравпа та тухса калаçатчĕ. Çамрăк хаçатçă-журналистсене те Лисина пирки çырма сахал мар хавхалантартăм. Ăна çавăн пек çĕклени чăваш çыравçисене килĕшместчĕ. "Лисинăна чăваш прозинче расна тăрать теме май çук", - çавăрттарса хучĕ Уяр. Федор Ермилович эп çырнисене, çыравçисене çĕклес тĕлĕшĕнчен тăвакан ĕçсене сăнаса тăратчĕ. Халь шухăшлатăп та: вăл мана тĕпрен ăнланнă иккен. "Ку теттепе хăçанччен вылян-ха ĕнтĕ?" - терĕ вăл пĕрре ман черетлĕ проект çинчен. Лисина пирки калани те тĕрĕсех.
"Хĕле кĕрес умĕн" шăпах вăл чăвашла кĕнеке пулнипе, чăвашлăх сывлăшĕпе тыткăнланăччĕ. Çĕн йĕркелÿпе килнĕ чĕрĕлÿ ун чухне пирĕн чĕресене шанчăк кĕртнĕччĕ. Чăн чăваш чĕмĕ чĕрĕлессе кĕтеттĕмĕр, çав чĕмĕн паллисене шыраттăмăр. "Чăн-чăн поэт, - çырнăччĕ Василий Энтип, - сăмаха чĕм кĕртет. Чĕм кĕртмен сăмах, темле-темле шăрçалантарсан, йĕрке хăваласа темле-темле тем те пĕр хайласан та, муритлесе те хĕссе-пĕссе рифмăласан та, поэзи пулаймасть. Чĕм кĕртмен сăмах хĕсĕр те, техĕмсĕр те, сивĕ те, пушă та - чунĕ тухса тарнă ÿт-пÿ пек, юрату тухса кайнă кил-çурт пек - вуланă чух шăла шантаракан чăштăркка евĕрлев çеç: хайлавçисем хăйсем пелтĕк чĕлхеллĕ, хайлавĕсем кĕвĕсĕр те нĕрсĕр. Пĕчĕк инкекрен пысăк нуша туса нăйкăшсан та, темле е такамла курнăçланса ейкеленсен те, такам манерлĕ пулма пикенсен те, чăн чăнлăх мĕн иккенне нихçан ниепле тавçăрса илеймен поэтланакан çыравçă чăн-чăн поэт пулаяс çук. Чăн-чăн поэт вара - турă ĕçне малалла тăвакан сăмахпа пĕрле поэзи тĕнчине чĕм кĕртекен ăрăмçă".
Чĕм пирки калани Ева Лисинăшăн та тĕрĕс. Анчах вăл сăмаха чĕм кĕртмен, чĕмĕ хăй ун сăмахне кĕнĕ. Çак чĕм çыравçăран аслăрах пулнине кăтартма "Хĕле кĕрес умĕн" калаври пĕр сыпăк та çителĕклĕ. Чăваш чĕмне сăнарлакан ÿкерчĕк тĕнче шайĕнче. Вăл аслă вăхăтра пурăнать. Вăл - вилĕмсĕр:
"Талăк хушши чарăнмасăр çуса та хĕл мулĕ иксĕлмерĕ курăнать. Çĕньял çийĕпе паян та юр пĕлĕчĕ куçать. Тачка хутламсем вăраххăн, пăтрашăнмасăр, пурте пĕр еннелле шăваççĕ. Йывăçсем те - вĕсене аялти пĕлĕтсем хăйсем хыççăн туртнă евĕр - çавăнталлах тайăлаççĕ. Юр лаплата-лаплата ÿкет, авăнса аннă туратсем, юр пусăмĕнчен хăтăлса, çÿлелле-çÿлелле сике-сике илеççĕ. Ир çитрĕ çак юр. Çĕр те сивĕнсе çитейменччĕ, йывăçсем те çулçине тăкса ĕлкĕреймерĕç.
Хиртикасри Çинук инке ывăлĕ, Павăл, килкартине тухнă та, пуçне каçăртса, хăпарса тухнă куççульне аллипе сăтăрса, тÿпе талккăшпе шăвакан пĕлĕтсем çине пăхса тăрать. Мĕн туса тăмалла ун çакăнта? Ун ирех наркăмăш илме каймаллаччĕ...
Аса илÿрен те, шухăшран та асăрханать паян Павăл. Çавах... Çавах...
Ĕнер ирпе юр çума пуçласаччĕ. Каç тĕлне пĕтĕм тĕнче улшăнчĕ: йывăçсемпе хуралтăсем лапсăрккаланса ларчĕç, юр витмен вырăнсем янтал пек тăрса юлчĕç. Те кас вĕçĕсем юр пĕлĕчĕсемпе пĕрлешнĕ пек туйăннăран - Çĕньял тÿпепе çĕр хушшинчи хушăк пек курăна пуçларĕ".
Ева Николаевна Лисина 1939 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Именкасси ялĕнче учитель çемйинче çуралнă. Ачалăхĕ Çĕньялта иртнĕ. Геннадий Айхин тăван йăмăкĕ, утмăлмĕш çулсен ачи. Прозаик /11 кĕнеке авторĕ/, сăвăç, куçаруçă. Мускаври Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академине пĕтернĕ. М.Ломоносов ячĕллĕ медицина институтĕнче бионика лабораторийĕнче ĕçленĕ. Ют çĕр-шыв литературин Пĕтĕм Союзри библиотекинче аслă редакторта, тĕп библиографра 20 çул вăй хунă, çавăн пекех Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищинче пулас чăваш артисчĕсене чăваш чĕлхине тата чăвашла тĕрĕс калаçма вĕрентнĕ. Хăй вĕренекенне, Александр Яковлев артиста, вăрçă тамăкĕнчен хăтарас тесе 1995 çулта Чечняра пулнă. 1987 çулта ачасем валли кăларнă кĕнекесен Пĕтĕм Союзри конкурсĕнче "Хупах хăлха Илюк" повеçшĕн çыравçă иккĕмĕш преми илнĕ. 1991 çулта "Нимĕç хумĕ" радиостанци ирттернĕ конкурсра унăн "Çăкăр чĕлли" калавĕ 1680 хайлав хушшинче çĕнтернĕ. Çав калав тăрăх çырнă пьесăна Германири темиçе радиокомпани эфира кăларнă. Е.Лисина çул çÿреме юратать. Турцире, Польшăра, Германире, Швецире тата ытти çĕр-шывра пулнă. 1995 çулччен Мускавра пурăннă, халĕ - Шупашкарта.
1994 çултанпа Библие чăвашла куçарас тата редакцилес ĕçре вăй хунă. Ева Николаевнăна "иккĕмĕш И.Я. Яковлев" теççĕ.
Юрий ЯКОВЛЕВ.
Ю.ЯКОВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ
Комментировать