Шăрçа пек арăм...

10 Мар, 2020

Çак эрнере Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Василиса Петрова хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Эпир ăна хамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр, кун-çулĕ çинчен каласа кăтартма ыйтрăмăр.
«Аттепе анне иккĕшĕ те 6 ачаллă çемьере çуралса çитĕннĕ. Хăйсем те 6 пепкене кун çути кăтартнă. Пирĕн çемьери çынсен ячĕсем «В» сас паллирен пуçланнипе хăйне евĕрлĕ. Аттене «Вася», аннене «Вера» тесе чĕннĕ. Çемье пуçĕ тĕпренчĕкĕсем валли Валера, Валя, Василиса, Венера, Воля, Вова ят суйланă.
Юмахра «Василиса прекрасная», «Василиса премудрая» сăнарсем пур. Эпĕ тĕкĕр умне тăрса хама çав чиперккесемпе танлаштараттăм, вĕсемпе пĕр пеклĕх шыраттăм. «Пĕчĕк кĕлеткеллĕ начаркка хĕрачана мĕншĕн Василиса ят панă-ха?» — хул пуççине сиктерсе шухăшлаттăм», — калаçу пуçарчĕ Василиса Васильевна.

Шаннă тата кĕтнĕ

— Василиса ят, чăнах, сайра тĕл пулать. Юмахри сăнарсене шута илсен сцена валлиех çуралнă тейĕн.
— М.Щепкин ячĕллĕ театр аслă училищинче вĕрентекенсем «Васенька, сцена çине тухмалла», — тетчĕç. Студентсем те çапла чĕнме пуçларĕç. «Вася» тесен малашне çаврăнса та пăхмăп», — 5-мĕш курса çитсен хытарса каларăм.
Атте-аннен мана медсестрара, учительте ĕçленине курас килнĕ. Эпĕ вара ача чухнех сцена ăсти пулас ĕмĕтпе çунатланаттăм. Алла аттестат илсен артиста вĕренме илни çинчен пĕлтерÿ шырарăм, анчах унашкаллине хаçат-журналта пичетленине курмарăм. Çавăнпах университета чăваш филологи уйрăмне вĕренме кĕме тĕв турăм. Конкурс витĕр тухайманшăн халĕ савăнатăп кăна. Тĕрĕссипе, ун чухне студентсен йышне кĕмешкĕн 1 балл çитеймерĕ. Чăваш литературипе экзамен тытнă чухне пĕлĕве «5» паллăпа хаклама та пултаратчĕç. Чи пысăк паллă илекенсене экзамен комиссийĕн председателĕпе Юрий Сементерпе калаçтарат- чĕç. Мана унăн ыйтăвĕсене ху- равласси шиклентерчĕ. Çавăнпах «4» паллă ыйтса илтĕм.
Документсене тавăрса парсан, паллах, хытă кулянтăм. «Не надо печалиться — вся жизнь впереди. Вся жизнь впереди — надейся и жди», — юрă анлă сарăлнăччĕ ун чухне. «Шанатăп тата кĕтетĕп», — палăртрăм ăшра.
Мана , т а ш л а м а-ю р л а м а ю р а т а к а н с к е р н е , Е т ĕ р н е районĕнчи Кивĕ Тинкеш ял клубĕн пуçлăхне вырнаçма май килчĕ. Унта 10 уйăх ĕçлерĕм. Пĕррехинче Галина Никифорова библиотекарь хыпаланса çитсе кĕчĕ. «Василиса, «Коммунизм ялавĕ» /халĕ — «Хыпар»/ хаçатра сана валли пĕлтерÿ пур», — тет. Унта шăпах Мускава артиста вĕренме илсе кайни çинчен çырнă. Çак самант манăн пурнăçа улăштарма пулăшрĕ.
Хальхи пекех ас тăватăп, пуш у й ă х ĕ н 1 8 - м ĕ ш ĕ н ч е Етĕрнере конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ пулчĕ. Эпĕ йывăр тиев турттаракан машина кузовĕнче сĕт бидонĕсем çинче ларса район центрне çитрĕм. Çакăн хыççăн К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне пыма чĕнчĕç. Унта та тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухрăм.

«Унăн ĕçĕ çавнашкал»

— Пулас артистсен йышĕнче хăвăрăн юратăва тĕл пулнине аса илсемĕр.
— Çаврăнăçулăхĕпе, вăр-варлăхĕпе палăракан Виктор Петрова Шупашкартах асăрхарăм. Мускава кайсан эпир унпа кинона, театра пĕрле çÿреме пуçларăмăр. Вăл мана та, ыттисене те тĕрлĕ этюд хатĕрлеме пулăшатчĕ.
И к к ĕ м ĕ ш к у р с р а ç е м ь е çавăртăмăр. Пирĕн йыш хушăнчĕ. Вероника шăпах манпа пĕр кунра çуралчĕ. Виççĕмĕш курсра пире общежитире уйрăм пÿлĕмпе тивĕçтерчĕç.
Хуняçапа хуняма кинне мĕнле йышăнчĕç?
— Витьăн ашшĕпе амăшĕ мăнукне пăхмашкăн нумай пулăшрĕç. Халĕ Вероника аслăмăшне тав тăвас тесе канмалли кунсенче апат пĕçерсе çитерме, урай çума та пулин Йĕпреç районне кайса килет.
Хунямапа Анфиса Петровăпа пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа курман. Вăл 87 çултан иртрĕ пулин те хăйне лайăх туять. «Манăн пулас арăм шăрçа пек», — авланма хатĕрленнĕ вăхăтра ашшĕ-амăшне каланă Виктор Петров. Çакна хуняма çаплипех аса илет.
Хуняçа Аркадий Петров мана питĕ килĕштеретчĕ, хисеплетчĕ. «Пĕчĕк кин те пĕчĕк кин», — тесе чĕнетчĕ. Вĕреннĕ чухне укçа паратчĕ те: «Витьăна ан кăтарт», — тетчĕ. Хуняçа пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Ăна яланах ырăпа аса илетĕп.
Сатирăпа кулăш театрне йĕркеленĕ Виктор Петров килте те шÿтлет-и?
— Çук. Килте калаçма питех юратмасть. Çамрăк чухне те ĕçрен ывăнса килетчĕ те канатчĕ.
Аçăрпа аннĕр якăлти хĕрсене вылянăшăн ÿпкелемен-и?
— Анне Шупашкара килсен Чăваш академи драма театрĕнче спектакль курмасăр каймастчĕ. Якăлти хĕрсен рольне вылянăшăн ÿпкелени те пулнă. Манăн вара унашкал сăнарпа сцена çине тухсан, чăнах, чун канать. «Вун саккăрта чух» спектакльте Маринăна выляттăм. Ăна пуян çын ывăлĕ пусмăрлать. «Мĕншĕн улталантăн? Мĕншĕн çавăнта юлтăн?» — чаршав хыçне килсе макăрма пуçларĕ анне. Манăн роль çавнашкал пулнине аран ăнлантартăм.
Атте Василий Григорьевич ман хута кĕретчĕ. «Качча каяс к и л е т » с п е к т а к л ь т е а я л т и çи-пуçпа кăна тăрса юлатăп. Хĕрĕ намăсланма пĕлменни пирки пĕри сăмах пуçарнă унпа. «Унăн ĕçĕ çавнашкал», — татса каланă атте.
«Юрăтăва çул парăр!» спектакльти Ольга Никитичнăн сăнарĕ тÿрех пулмарĕ. Çĕрĕпе çывăрайми пултăм вĕт. Валерий Карпов режиссер умĕнче те хама аван мар туйрăм. Юлашкинчен пур пĕрех куракана килĕшекен роль пулса тухрĕ.
Çапах тарăн шухăшлă роль те нумай манăн. Тĕслĕхрен, «Ашшĕн ачисем» спектакльте амăшĕн сăнарĕпе сцена çине тухаттăм. Унта манăн 6 ача, хăшĕсем — Мускавра пĕр вăхăтра вĕреннисем. «Эсĕ ăçтан амăшĕ пулăн?» — терĕç роль валеçнĕ вăхăтра ĕçтешсем тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ пулнине шута илсе. Çапах çак сăнара уçса пама питĕ тăрăшрăм. Спектакль пуçланиччен декорацие вырнаçтарнă сцена çине тухса ĕç-пуçа куç умне кăлараттăм. Çав вăхăтра хама кил хуçи арăмĕ вырăнĕнче туяттăм.
Пысăк роль сăмахĕсене икĕ кун маларах аса илме пуçлатăп. Режиссер каланинчен иртмесĕр хамăн сăнара малтанхинчен лайăхрах выляма тăрăшатăп.
«Шанель пике» спектакльти 74-ри Нина Андреевна сăнарĕ питĕ килĕшет. Вăл курпунлă, мăнтăркка. Пĕччен хĕрарăм кушаксенче лăпкăлăх шырать. Пурнăçра та ç а в н а ш к а л хĕрарăмсем пур.
Килти кушак Радуля 17 çул пурăнчĕ. Спектакльте: «Ĕнер эпĕ кушака пытартăм», — тенĕ вăхăтра хамăрăн кушака аса илеттĕм.
«Туя туй пек тăвар-и?» спектакльте шурă çÿçлĕ ватă хĕрарăмăн сăнарне калăпларăм. «Пĕчĕк роле асра юлмалла тунă», — Шăмăршăна кайсан хак панăччĕ Николай Угарин драматург. Маншăн унăн сăмахĕсем çав тери хаклă пулчĕç.
— 60 çула çитнине пăхмасăрах хĕр сăнарĕпе сцена çине тухни артист çаплипех çамрăк курăннине çирĕплетет паллах.
— «Вĕри юнлă çемçе чун» драмăра, тĕслĕхрен, куракан умне шкул формипе тухатăп. Мана режиссер сăнар панă. Массовкăра хĕрсен ушкăнĕнче сиккелесе çÿреме те хирĕç мар.
«Ĕмĕр ĕмĕрле савнипе пĕрле» ĕçре Александр Петровпа иксĕмĕр савнисене выляттăмăр. Тĕрĕссипе, çамрăк артист манран 20 çул кĕçĕннине шута илсе спектакле хатĕрленнĕ вăхăтра питĕ пăшăрханнăччĕ.
«Кăлаткăри юрату» илемлĕ фильмра та вылянчăк шухăшлă хĕрарăмăн сăнарне шанса панă сире.
— Ун чухне фильм ÿкерме Сарă ту тăрăхне çитнĕччĕ. Сĕнчĕç те — килĕшрĕм ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, кинора пĕр вĕçĕм ÿкерĕнме кăмăл пулман.

Пушмака çăмнускипе тăхăннă

Василиса Васильевна, çапах мĕн-ши вăл телей?
— Ирхине ĕçе каймалла, каçхине спектакле васкамалла, çав вăхăтрах мăнуксем патне чупмалла пулсан çын телейлĕ. Çапах чи хакли — пурнăç. Çамрăк чух çакна ăнланман. Халĕ кашни каç савăнăçпа тулнă черетлĕ куншăн Пÿлĕхçе тав тăватăп.
Вероника ашшĕ-амăшĕ артист çулне суйланăшăн савăнать çеç. Спектакльсене курма килет. Хăй сĕтел-пукан дизайнерĕнче тăрăшать.
Чун киленĕçĕ çинчен каласа кăтартсамăр.
— Хĕлле вăрманта тăвансемпе, юлташсемпе пĕрле йĕлтĕрпе ярăнма юрататăп. Уçă сывлăшра çут çанталăк илемĕ, кайăксен сасси чуна ачашлать. Унсăр пуçне çакă, паллах, сывлăха çирĕплетме пулăшать.
Ĕлĕкрех, япала тупса илме йывăр вăхăтра, хĕрĕме валли кофта-юбка таранах çыхса тăхăнтартнă. Гастрольте хам валли те çăм нуски çыхаттăм. Ура пĕчĕк пулнăран 34-мĕш виçеллĕ пушмак тупса илеймен. Çавăнпах пысăкраххине туянса çăм нускипе тăхăнаттăм.
Ахăртнех, артисткăн çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа çÿрес килнĕ. Пĕчĕк виçеллине тупса илме май пулнă-и?
— Халĕ унашкаллине сутаççĕ паллах. Ĕлĕкрех пĕчĕк виçеллĕ пушмака ача-пăча лавккинче кăна илме пулатчĕ. Ачасем валли çÿллĕ кĕлеллĕ пушмак çĕлемеççĕ. Юрать, шыраса хăшкăлсан пасарта тупăнатчĕ.
Çамрăк чухне хитре курăнас килнĕ. Паян урана меллĕ пушмак кăна тăхăнас килет.
Мăшăрпа пĕрле кулăшла спектакль хатĕрлес шухăш тытман-и?
— Виктор Петров сатирăпа ю м о р т е а т р н е й ĕ р к е л е н ĕ вăхăтра ăна интермедисем выляма пулăшнăччĕ. Кайран вăл артистсен ушкăнне пухрĕ те унпа пĕрле ĕçлес шухăш пулман. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА калаçнă. В.ПЕТРОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.