Морис ЯКЛАШКИН: Анне мана тухтăра вĕрентесшĕнччĕ
Юлашки çулсенче Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи симфони капелли пысăк та кăсăклă проектсем пурнăçа кĕртет. Сăмахран, «Искусствăн нихăçан иксĕлми еткерĕ. Геннадий Воробьев» ĕçех илер. Унпа коллектив Шупашкарсене кăна мар, Мускавсене те паллаштарнă. Карл Орфăн «Кармина Бурана» кантати тата мĕнле мăнаçлă янăрарĕ…
— Морис Николаевич, эпĕ илтнĕ тăрăх — эсир аннĕр сĕннипе медицина ĕçченĕ пулас тенĕ, анчах Канашри медицина училищине вĕренме кĕрес вырăнне педучилищĕн музыка уйрăмне суйланă. Мĕншĕн?
— Анне Елена Порфирьевна ялти фельдшер пунктĕнче санитаркăра вăй хуратчĕ. Медицина ĕçĕ пархатарлине курса тăнăран мана та çак енĕпе пĕлÿ илтересшĕн пулчĕ. Çапла сакăр класс хыççăн Канаша çул тытрăм. Урампа утса пынă чухне кĕвĕ-çемĕ илтĕнсе кайрĕ. Баян, сĕрме купăс сасси чуна тыткăнларĕ. Нумай шухăшласа тăмарăм — кĕвĕ илтĕнекен çурта кĕтĕм. Педучилищĕре экзаменсем пыраççĕ. Эпĕ те тытрăм, вĕренме илчĕç. «Юрĕ ĕнтĕ, — терĕ анне. — Купăс калама юрататăн вĕт».
— Купăс пурччĕ-им?
— Атте ăна эпĕ 3-мĕш класра чухнех туяннăччĕ. Хам тĕллĕнех калама вĕрентĕм. Пирĕн урамра Павел Васильевич пурăнатчĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче шкулта юрă урокĕ ертсе пынă. Унăн килĕнче физгармонь, 4-5 сĕрме купăс пурччĕ. Мана анне Павел Васильевич патне сĕт туянма яратчĕ. Сĕт çинчен мансах физгармоньпе кĕвĕ кăларса лараттăм. Тепĕр чухне анне шырама та пыратчĕ. Юрлама юратасси аттерен те пулĕ. Унăн сасси уçă тата вăйлăччĕ. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе шкулта ачасене вĕрентрĕ, тăван ялта чылай çул директорта вăй хучĕ.
— Сирĕн ятăр — Морис. Çак ят пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулать.
— Ку та аттерен. Вăл хăй вăхăтĕнче Майн Ридăн «Всадник без головы» кĕнекине вуланă. Унта Морис Джеральд сăнарĕ — хирти лашасене тытса чаракан — пур. Питĕ килĕштернĕ вăл çак ята.
— Тăван ялшăн тунсăхлатăр-и? Кайса çÿретĕр-и?
— Чутей ялĕ нихăçан та асран тухмасть. Нумаях пулмасть кăна кайса килтĕм. Тăван кил пушă ларнăран чунра тунсăх, кичемлĕх хуçаланчĕ. Анне виçĕ çул каялла 93 çула çитсе уйрăлса кайрĕ, атте — пилĕк çул каялла 90 çул тултарас умĕн. Шăппăн утатăп пÿртре, телейлĕ самантсене аса илетĕп. Атте оптимистчĕ. Ачаллах, 6-7 çултах, тăлăха юлнăскершĕн пурнăç учитель пулнă. Вилĕмрен те хăрамастчĕ. Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнăскершĕн чи юратнă награди «Паттăрлăхшăн» медальччĕ. Яланах çакса çÿретчĕ. Связист пулнă вăл. «Эпĕ пĕчĕкчĕ, 50 кило кăна таяттăм, çурăм хыçĕнче 60 килоллă катушкăччĕ, — тетчĕ. — Çапăçу вăхăтĕнче татăлнă çыхăнăва йĕркелес тесе катушкăна шăлпа çыртса тăни те пулнă».
— Пурнăç девизĕ пур-и сирĕн?
— Пур. Вырăс композиторĕ Модест Мусоргский: «Малалла! Çĕнĕ çырансем патне…» — тенĕ. Маншăн çак сăмахсем малалла ăнтăлмаллине пĕлтереççĕ. Хăвăрах куратăр: ман сĕтел çинче Бетховен, Моцарт, Шостакович, Глинка произведенийĕсем выртаççĕ. Игорь Стравинский: «Дирижершăн талăк çителĕксĕр», — тенĕ. Çĕр проценчĕпех килĕшетĕп. Ман пуçран кĕвĕ-çемĕ пĕр самант та тухмасть. Пуçа шухăшсăр тăма памалла мар, хистемелле, ĕçлеттермелле.
— Эсир республикăн музыка искусствинче чылай пĕлтерĕшлĕ ĕç пуçартăр. Сăмахран, Телерадио хорне Чăваш хорĕ туса хутăр, унăн никĕсĕ çинче — симфони оркестрĕ.
— Эпĕ — педагог та. Малтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ĕçлерĕм, 2006 çултанпа — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн искусство факультечĕн деканĕ. Çак ĕçĕн тĕллевĕ — кадрсем хатĕрлесси. Ман патра магистратурăра хăй вăхăтĕнче Наталья Иванова вĕренчĕ. Халĕ искусство факультетĕнче пĕрле ĕçлетпĕр. Пĕлÿ илнĕ çамрăксен йышĕнче хамăн хĕр Наталья та пур. Вăл маларах Чулхула консерваторине пĕтерчĕ /иксĕмĕр те пĕр педагог Александр Лебединский патĕнче вĕрентĕмĕр/. Пĕррехинче ман концерта Санкт-Петербургри Н.Римский-Корсаков ячĕллĕ консерваторин кафедра заведующийĕ Михаил Гантварг тата Хусан патшалăх консерваторийĕн ректорĕ Рубин Абдуллин килчĕç. Концерта дирижер пулса Наташа та хутшăнчĕ. Вăл ĕçлеме пуçласанах Михаил Ханонович: «Чăн-чăн дирижер пулмаллискер», — терĕ, Рубин Кабирович хушса хучĕ: «Халех — ман пата консерваторие». Халĕ хĕрĕм Хусанта вĕренет, иккĕмĕш консерватори пĕтерет: оперăпа симфони дирижерĕ пулма хатĕрленет.
— Апла сирĕн ура çине пусма пуçлакан пур…
— Маттур хĕр. Çав вăхăтрах юрлать те. 12 çул Ханты-Манси наци автономи округĕнчи Ямбургра ĕçлерĕ. Унта вокал ансамбльне ертсе пычĕ, хăй те юрларĕ. Вăл — Пĕтĕм Раççейри конкурссен виçĕ хут лауреачĕ.
— Хăш композиторăн произведенийĕсене ытларах кăмăллатăр?
— Репертуарта — чуна пырса тивекен, Тăван çĕршыва мухтакан, çепĕç юрăсем, кĕвĕсем. Юрату та пур, анчах вĕсенче сăнарлăх, килĕшÿлĕх, çынлăх хуçаланаççĕ. Григорий Хирбю, Герман Лебедев, Филипп Лукин, Тимофей Фандеев, Виктор Ходяшев, Аверий Токарев, Анисим Асламас, Михаил Алексеев юррисемпе сюитисем, кĕввисем кирек камăн чунне те тыткăнлаççĕ. Концертра çавăн пекех Моцарт, Бетховен, Шуберт, Лист, Вагнер пулмаллах. Иоганн Себастьян Бахсăр та килĕшÿллĕ мар. Вăл нумай сасăллă произведенисем çыракансенчен чи пултарулли. Тĕрлĕ чечек çыххине аса илтереççĕ унăн ĕçĕсем. Вырăссенчен Михаил Глинкăна мĕнле уйăрса хăварăн? Çавăн пекех Петр Чайковские, Сергей Рахманинова, Николай Римский-Корсакова, Константин Лядова, Сергей Прокопьева, Дмитрий Шостаковича, Андрей Эшпая? Эпĕ хама Геннадий Васильев умĕнче парăмлă туяттăм. Тĕлĕнмелле пултаруллă композитор. 21 çулта çĕре кĕнĕ. Эх, Геннадий Васильевич пу-рăннă пулсан тата мĕн чухлĕ чаплă произведени çыратчĕ. Унăн тĕнче шайĕнчи пĕрремĕш симфонине репертуара кĕртрĕм.
— Ĕçре мар чухне мĕнле çын эсир?
— Мĕнле çын-ши эпĕ? Характер енчен атте пек пулĕ. Вăл питĕ çирĕп кăмăллăччĕ. Умне лартнă тĕллевне яланах пурнăçлатчĕ. Тăлăх ÿснĕскер хăйĕн вăйне кăна шанса пурăннă. Вăл куççуль кăларнине пĕрре те курман. Чунĕ кÿтсе килнĕ вăхăтра чĕлĕм туртса яратчĕ. Хамра та куратăп çав пахалăхсене. Бетховен вилес умĕн аслатиллĕ çумăр çунă вăхăтра чÿречине уçнă та хыттăн: «Бетховена илейместĕн», — тенĕ. Атте те çапла çирĕпчĕ. Аннен çемçелĕхĕ те пур. «Тăвăл» кăларнă хыççăн чун лăпкăлăх сăпкинче киленме пуçлать.
— Мĕнле канатăр?
— Дачăра. Унта пуçри мĕн пур шухăш урăх çĕре вĕçсе каять. Курăксемпе, йывăçсемпе киленетĕп, сăмахлатăп. Мăшăрăм та Нина Николаевна çут çанталăка чăтма çук юратать. Вăл мĕн тĕрлĕ кĕл чечек лартса çитĕнтермерĕ-ши? Эпĕ ăна ку енĕпе пулăшатăп: çĕр чаватăп, кăпкалататăп... Унччен парникре пахча çимĕç çитĕнтереттĕмĕр, халĕ чечексем кăна ÿстеретпĕр, мунча кĕретпĕр, канатпăр. Манăн хобби — машина. Пĕчĕк чухнех тыткăнланă вăл мана. 5-6 çултах хăйăр турттаракан машина водителĕсем лартса çÿретчĕç, тепĕр чухне руль те тыттаратчĕç. Çакăнтан пысăк савăнăç пулнă-ши вăл вăхăтра? Атте те кăсăкланнă, мĕншĕн тесен эпир ялта автомашина туянакан пĕрремĕш çемье пултăмăр.
— Халĕ те çÿретĕр пулĕ?
— Паллах. Хальхи вăхăтра «Тойота» пур. Японире туса кăларнисене питĕ килĕштеретĕп.
— Мĕнле çынсене кăмăллатăр?
— Тÿрĕ, ырă чунлисене, ăслисене, тĕрĕслĕхе юратакансене. Чее çынсене чăтма пултараймастăп. Ĕçре çапла калатăп: «Ĕçтешсем, эпĕ чи малтанах Раççей гражданинĕ, унтан тин — музыкант». Куракана кĕвĕ-çемĕ енчен хăватлă туйăм памалла.
— Çывăх юлташ нумай-и?
— Чи çывăх юлташ Валерий Важоровччĕ. Унпа кашни кун телефонпа калаçаттăмăр. Валерий Афанасьевич вăхăтсăр çĕре кĕрсен ЧПУн искусство факультетне мана ертсе пыма шанчĕç. Çавăн пекех пĕрле ĕçлекен Михаил Михайлов баянистчĕ. Михаил Михайлович та пирĕн хушăра çук. Питĕ талантлă çынсемччĕ.
— Тата мĕн тăвас килет?
— Хамăн вырăна тупнă, мĕн ĕмĕтленнине пурнăçланă. Унталла- кунталла чупса çÿреместĕп. 1962 çултанпа паянхи кунччен музыка тĕнчинче вăй хуратăп. Пĕр вырăнти пултарулăх стажĕ — 43 çул.
— Симфони капеллин малашлăхне мĕнле куратăр?
— Кĕвĕ-çемĕ тĕнчин вĕçĕ-хĕрри те, тÿпи те çук. Хортан симфони капеллине çитрĕмĕр. Симфони оркестрне 26 çынран пуçларăмăр. Халĕ унта 70 специалист. 9 министрпа ĕçлерĕм, ыйтусемпе пырсан пĕри те: «Ку сана мĕн тума кирлĕ, пулăшма пултараймастăп», — тесе каламан. Малалла вулас...
Надежда СМИРНОВА.
Комментировать