Вера КУЗЬМИНА: Театрта выляма пăрахас марччĕ

28 Фев, 2020

Чăвашра ун çинчен çырман хаçат-журнал юлманах пулĕ. Телекуравпа радио та тăтăшах пĕлтерсе тăрать. Апла пулин те вулакана, кураканпа итлекене Вера Кузьмина ячĕ йăлăхтармасть. Пачах та урăхла – антăхса каясла кăсăкланса паллашаççĕ СССР халăх артисткин нумай енлĕ пултарулăхĕпе, пурнăçĕпе. «Хыпар» хаçатра паянтан пуçаракан çĕнĕ ярăма унранах, чăваш театрĕн çутă çăлтăрĕнчен, хăватлă сцена ăстинчен, уçас терĕмĕр.
Вера Кузьминапа эпир «Анисса» спектакль пуçланас умĕн тĕл пулса калаçрăмăр. Шел те, вăхăт хĕсĕкрех пулчĕ. Юратнă Вера Кузьминичнăн сцена çине тухма хатĕрленмеллеччĕ. Тухтăрччĕ-ха! Тата нумай-нумай хутчен тухтăрччĕ!

КĔСКЕН
Вера Кузьмина 1923 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă.
1947 çулта А.В.Луначарский ячĕллĕ Мускав патшалăх театр искусствин институтĕнчен вĕренсе тухнă. Çав çултанпа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче вылять. СССР халăх артистки нумай ордена тивĕçнĕ. Тĕслĕхрен, 1999 çулта – «Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» IV степеньлĕ ордена, 2008 çулта – «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ордена… Хисеп хучĕсемпе Тав хучĕсене, медальсене асăнса пĕтереймĕн. 1973 çулта унăн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп кĕнекинче çырса хунă. 2003 çулта Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ ят панă. 2018 çулта «Ылтăн маска» Раççей театрĕн наци премине тивĕçнĕ.

Вера Кузьминична, эсир – чăннипех те халăх юратакан, хисеплекен артистка, Чăваш Енĕн ятлă-сумлă çынни. Мĕнле пурăнатăр-ха паян?
– Сĕре лайăх пурăнатăп (кулать. – В.И.). Театрта ĕçлеме ирĕк параççĕ-ха. Валерий Николаевич Яковлев (сăмах Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи пирки пырать. – В.И.) хăваласа кăларса ямасть-ха. Пенсионер пулсан та. Рольсем те пур. Нумаях мар. Ну, çителĕклĕ. Театра килни, çакăнта ура ярса пусни мана малалла пурăнма пулăшать.
– Эсир сцена çине тухни пире те савăнтарать. Теприсем сире курассишĕнех театра килеççĕ.
– Хамăрăн чăваш халăхĕ пирĕн театра юратать паллах. Халăх çÿремесен пирĕн вылянин усси пулмасть. Çавăнпа та куракансем пирĕн театра яланах çÿреччĕр, пирĕн спектакльсене юратса пăхчăр. Эпир вĕсемшĕн çав тери тăрăшса ĕçлетпĕр, чуна парса вылятпăр.
Халăхăн пурнăçĕ çăмăлах мар. Анчах та пирĕн чăваш халăхĕ ĕçе юратать, ĕçлеме пĕлет. Вĕсем хăйсен пурнăçĕнче питĕ нумай пысăк ĕç тăваççĕ. Пирĕн Чăваш Республикине ÿсме, аталанма пулăшаççĕ. Çавăнпа та эпир те çав халăхпа пĕрле ĕçлетпĕр, вылятпăр, спектакльсем лартатпăр. Чăваш халăхне ырлăх-сывлăх, телей, çĕнĕ ÿсĕмсем тума сунатăп. Театрта малашне те куракансем юратакан спектакльсем пулччăр. Халăх пирĕн пата йышлăн çÿретĕр. Вара эпир, артист-сем, пурте телейлĕ.
Унчченхи интервьюсенчен пĕринче эсир маларах вылянине тиркеттĕм тесе каланăччĕ. Хисеплĕ ятсем те нумай сирĕн. СССР халăх артисчĕ, «Ылтăн маска» театр премине тивĕçнĕ. Маларахри ĕçĕрсене пăхсан халĕ те тепĕр чух хăвăра хурлатăр-и? Тем туса çитереймен пек туйăнать-и?
– Паллах ĕнтĕ. Эпĕ хамăн пурнăçра йăлтах çителĕклĕ тесе калама пултараймастăп. Театрта пурнăç çавнашкал: паян лайăх, кăштах çÿлерех хăпарнă пек туйăнать, ыранах – урăхла.
–  Пурнăç малаллах шăвать. Вăл пĕр вырăнта тăмасть. Пирĕн, артистсен, те ÿсмелле. Халăх мĕнпе пурăннине пĕлмелле, унпа пĕрле пулма тăрăшмалла. Вара пире чăваш халăхĕ юратĕ, пирĕн пата çÿреме пăрахмĕ. Театр хăйĕн шайне ан чакартăр. Чи çÿлти шая çитнĕ теместĕп, анчах эпир ÿснĕ, чылай пĕлетпĕр, чылай вĕреннĕ. Пурте пысăк шкулсем пĕтерсе килнĕ: Мускавран, Ленинградран. Пирĕн артистсем хăйсен профессине лайăх пĕлеççĕ. Çак шайран чакас марччĕ, халăха килĕшекен спектакльсем лартасчĕ.

Вера Кузьминична, сирĕн мăшăрăр Петĕр Хусанкай: «Тинкеретпĕр малалла, кайрине те халь куратпăр», – тесе çырнă. Каялла çаврăнса пăхсан куç умне чи малтан мĕн тухать?
– Малалла-ха пурнăç, малалла! Театрта выляма пăрахас марччĕ.
Эсир калăпланă сăнарăрсенчен пĕри: «Çак çичĕ çул хушшинче эсир ман пата пĕрре те пулин килсе кайрăр-и? Анне, мĕнле пурăнатăн тесе ыйтрăр-и? Тен, эсĕ чирлетĕн? Эмел таврашĕ кирлĕ мар-и? Тăхăнмалли тумтиру пур-и тесе ыйтрăр-и?» – ÿпкевлĕн калатчĕ ачисене… Чăн пурнăçра эсир ывăлăрпа Атнер Петровичпа тата кинĕрпе Гажидма Дамбаевнăпа пурăнатăр. Пĕччен мар…
– Пурнăçра чунри курайманлăха, çынна усал тăвас тенине пĕтермелле. Ырă тумалла, вара сана та никам та усал тумĕ тесе шухăшлатăп. Хама тем чухлĕ усал тунă çынсем пулсан та пурăнччăр вĕсем, ырă курччăр. Пурнăç пĕрре кăна килет вĕт-ха. Ăна лайăх пурăнса ирттермелле, çынсемпе килĕштерсе пурăнмалла. Ман ĕмĕт – никама та усал тăвас марри. Спектакльсенче те лайăх сăнарсем пулсан çавна калама тăрăшатпăр.
«Нумай пурăнтăм, нумай куртăм», – тетчĕ 90 çул урлă каçнă кукамайăм. Сирĕн кун-çул каçалăкĕ, мухтав Турра, тата вăрăмрах. Эсир те: «Нумай пурăнтăм, нумай куртăм», – тетĕр-и?
– Ах, тем чухлĕ нумай пурăнсан та çавах пурăнасах киле-е-ет. Çĕр çинче татах утса çÿрес килет. Хĕвеле татах пăхас килет. Театрта татах выляс килет. Çав туйăм ан иксĕлтĕрччĕ, ĕмĕре пытăрччĕ.
Сире нумайăшĕ амăшĕн вăйлă сăнарĕсем урлă пĕлет. Хăвăрăн юратнă, пуринчен ытла çывăх роль пур-и? Е пур роль те: пысăк-и вăл е пĕчĕк-и, эпизод-и вăл е тĕп сăнар-и – пурне те пĕрех юрататăр-и?
– Çук паллах. Чи юратнă рольсем те пур. Театрта мĕн параççĕ, çавна вылятăн. Режиссертан килет. Тавах Турра, Валерий Николаевич Яковлев мана лайăх сăнарсем тума пулăшрĕ. Эп ĕмĕр-ĕмĕр ăна тав тăватăп. «Юнлă туй» спектакльти Амăшĕн сăнарне вылянăшăн питĕ телейлĕ тесе шу-хăшлатăп, мĕншĕн тесен яланах ун пек сăнарсем лекмеççĕ. Артист пурнăçĕнче вăл пĕрре, иккĕ пулать. Урăх çук. Хăв юратакан рольсенче яланах выляймастăн. Тепĕр чух массăллă сценăсем те лекеççĕ, тепĕр чух – килĕшмен рольсем те. Тĕрлĕ сăнар кăларас килет сцена çине. Паянхи кунпа пĕр тан утас килет. Çулсем малалла шăваççĕ пулин те çынсенчен пĕртте юлас килмест.
Сцена çине тухас умĕн паян, çичĕ теçетке çул ытла выляса та, хумханатăр-и?
– Паллах. Нумай вылянă эп, пурне те пĕлетĕп, маншăн ним те мар теместĕп. Çу-у-ук. Сцена çине тухас умĕн кашнинче пăлханатăн, шухăшлатăн. Вăл кашни артистăн çавăн пек. Мăнаçлăн: «Маншăн ним те мар-ха», – текен çук.
Сире Петĕр Хусанкай арăмĕ пулнипе те пĕлеççĕ. Кам кама хавхалантарнă-ши: эсир ăна-и е вăл сире-и?
– Петĕр Хусанкайпа пурăннă чух эп ун тыткăнĕнче пулнă. Ун пурнăçĕпе пурăннă. Вăл тĕрĕс мар. Ну, ним тума та çук.
Ун пурнăçĕпе пурăнни театрта чăрмантарман-и?
– Çук-çук. Уншăн мар. Пурнăçăм унпа çыхăннăран эп хам çинчен шутламан. Вăл пусарнипе мар. Арçынна парăнса, вăл мĕн каланине итлесе пурăннă эп. Пурнăç — кăткăс япала. Ман чи лайăх рольсем иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсем хыççăн пуçланчĕç.
Петĕр Хусанкай вилни сирĕншĕн трагеди пулнă-ха ĕнтĕ…
– Паллах, трагеди. Çавна тÿссе ирттерме, тĕрĕссипе каласан, театр мана питĕ нумай пулăшрĕ. Пурнăçра хуйхă пуçа касса чуна ыраттарать пулсан та сцена çине тухсан самантлăха манатăн. Урăх çынсем, тен, урăхла тÿссе ирттереççĕ. Маншăн театр çăлăнăç пулчĕ.
Сирĕн шая çитнĕ е çитме пултаракан артистсем пур пек-и паян театрта?
– Ан тĕлĕнтер-ха. Пурте манран иртсе кайнă халь. Çамрăксем мĕнле лайăх выляççĕ. У-у-у! Вĕсенчен вĕренмелле те вĕренмелле. Эп халь вĕсенчен хам вĕренетĕп.
Çапах та вĕсем сирĕнтен вĕреннĕ…
– Пирĕн пĕр шкул. МХАТ. Пирĕн пĕр система. Станиславский системи. Пирĕн сцена çинче ăнланман япаласем пулмаççĕ. Пурте эпир пĕр çулпа утатпăр.
Тем пек пысăк тав сире манпа калаçма вăхăт тупнăшăн.
– Хăвна пысăк тав, ÿркенменшĕн, килнĕшĕн.

ПУРНĂÇРИ ПИЛĔК САМАНТ
1. Петĕр Хусанкая пытарнă чух унăн тупăкне йăтса утатпăр. Çав самантра пĕтĕм çут тĕнче пĕтнĕ пек туйăнчĕ. «Сÿнчĕ чăваш хĕвелĕ», – тесе хам каланине тĕлĕкри пек астăватăп.
2, Ача çуралсан тухтăрсенчен тÿрех ыйтрăм: «Ывăл-и е хĕр-и?» Ывăл кирлĕ пулнă ăна. Ывăл тесен, ай, савăнсах кайрăм вара (кулать. – В.И.).
Ятне час памарăмăр тата. Тек ят шырать. Аннем калать: «Кăна мĕн тесе чĕнмелле вара? Эй тесе чĕнмелле-и? Часрах ятне хурăр-ха». Петĕр Хусанкайăн чăваш ячĕсене çырнă тетрадь пурччĕ. Çав тетраде уçать-пăхать, пăхать-пăхать. Вара шыраса тупрĕ. Атнер терĕ.
3. Мускава вĕренме пырса кĕтĕм. Ун чух хĕллеччĕ. Кăçатăпа. Общежитие вырнаçтарчĕç. Пĕр пÿлĕмре – 24 койка. Унта украинкăсем те пур, чеченкăсем те. Ларатпăр кравать патĕнче. Çывăрмаççĕ хĕрсем. Калаçса лараççĕ, юрлаççĕ, кулаççĕ. «Ай-ай, Турă! Кусем хăçан та пулин çывăрĕç-ши?» – тесе шухăшлатăп. Кайран хăнăхса çитрĕмĕр. Малтан питĕ йывăрччĕ.
4. Студентсене тĕрлĕ ĕçе яраççĕ. Пире, чăвашсене, вăрман касма ячĕç. Эпир ĕçлеме пĕлетпĕр та-ха. Пирĕн каччăсем: Степанов, Терентьев… – йывăçа епле ÿкермеллине, хăш енчен касса ямаллине пĕлеççĕ. Малтан пуртăпа чутлатпăр, унтан пăчкăпа касатпăр. Ним те мар. Ĕçлесе ÿснĕ та-ха.
5. Пурăнсан-пурăнсан мана «Ылтăн маска» преми пама йышăнчĕç. Мускава кашниех хăйсен ушкăнĕсемпе пырса çитнĕ. Пăхатăп та – ман никам та çук. Кин ларать те, пĕртăванăн ачи. Маскăна памассерен Мускаври хор юрлать. Мана пачĕç – илтĕм. Сасартăк хортан пĕр каччă тухрĕ. «Эп – чăваш ачи. Сире саламлатăп», – тет. Эп тĕлĕнсе кайрăм. Эй, Турă!

www.hypar.ru

Вера ИВАНОВА (ЭВЕРККИ).

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.