Пĕрле чухне усă пысăкрах

14 Дек, 2013

Шупашкарти транспорт тата строительство техникумĕ РФ Президенчĕн В.Путинăн çу уйăхĕнчи хушăвĕсене, Чăваш Ен экономикине модернизацилес, технологисене аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш йышăнăвне пурнăçа кĕртсе организацисемпе тата предприятисемпе çыхăнусене çирĕплетсех пырать.

Вĕренÿ учрежденийĕ республикăри строительство тата транспорт отраслĕсен предприятийĕсемпе тахçанах туслă. Студентсем вĕсенче вĕренÿпе производство практикине ирттереççĕ, предприятисем техникумăн пурлăх никĕсне çирĕплетме пулăшаççĕ, патшалăх аттестаци комиссийĕсен председателĕсене суйлаççĕ, вĕрентÿ программисене хатĕрлеме хутшăнаççĕ, професси ăсталăхĕн конкурсĕсене йĕркелеме пулăшаççĕ.

Раштавăн 5-мĕшĕнче техникумра педагогсемпе студентсем предприяти-организаци представителĕсемпе тĕл пулчĕç. "Пĕрле - ăсталăх тÿпине!" çакăн пек чĕнĕве тĕпе хунă мероприятие йĕркелекенсем. "Çавра сĕтелте” хальхи вăхăтри çивĕч ыйтусене - пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва анлăлатасси, техникумăн пурлăхпа техника никĕсне пуянлатасси, ресурс тата нумай функциллĕ центрсен ĕç-хĕлне хутшăнасси, студентсене производствăра пысăк технологиллĕ оборудованисемпе практика ирттерме майсем туса парасси, вĕрентÿ пахалăхне ÿстересси, ĕç паракансене тивĕçтерекен специалистсем хатĕрлесси - сÿтсе яврĕç. Предприяти-организаци представителĕсем студентсен пĕлĕвне, ăсталăхне ÿстерме тăрăшакан вĕрентекенсен ĕçне пысăк хак пачĕç, тав турĕç. Ĕç паракансем хăш-пĕр студента паянах хăйсем патне ĕçе илме хатĕр­рине пĕлтерчĕç.

"Çавра сĕтеле" хутшăннисем пĕрле пулсан çеç тупăшулăха ÿстерме, ĕç рынокĕнче ăнăçу тума, бизнес тата вĕрентÿ тытăмĕ умĕнче тăракан тĕллевсене пурнăçа кĕртме, Чăваш Ен тата Раççей экономикипе обществишĕн усăллă пулма май килессине палăртрĕç.

В.БАГАДЕРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.