Бюджет: тупăш ÿсĕмлĕ, тăкак виçеллĕ
Нумаях пулмасть Правительство бюджета пурнăçлани çинчен калакан малтанхи отчетпа паллаштарчĕ, çавна май ĕç тăвакан влаç органĕсен 2014 çулăн пĕрремĕш çурринчи ĕçне пĕтĕмлетрĕ.
2014 çулхи бюджета РФ Бюджет кодексне 2013 çулта /ун чух субъектсене бюджета программа формачĕпе йĕркелеме хушнăччĕ/ улшăнусем кĕртнине шута илсе йĕркеленĕ. Пирĕн республика программăсенчен калăпланă бюджета 2013 çултах хатĕрленĕ, республикăн çав вăхăтра ĕçленĕ тĕллевлĕ 98 программине тĕпе хунă. Чăваш Ен саккунĕсене улшăнусем кĕртнĕ хыççăн республикăн 2014 çулхи бюджетĕнче патшалăхăн 15 программине никĕсе хывнă.
Республика бюджечĕн «программа тăкакĕсен» тÿпи кăçал тăкаксен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче 99% танлашать. Оперативлă кăтартусем тăрăх - утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне консолидациленĕ бюджета тупăшсем тĕлĕшпе 21 млрд та 229,9 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, ку çулталăк планĕн 50,6% танлашать. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе шайлаштарсан ÿсĕм 4% çитнĕ. Çав шутра хамăрăн тупăшсем - 13 млрд та 345,4 млн тенкĕ, 4,8% хушăннă.
Чăваш Енĕн консолидациленĕ бюджетĕнчи хамăрăн тупăшсен тытăмĕнче çулталăкăн пĕрремĕш çурринче налук тупăшĕсем 87,3% танлашнă, налук мар тупăшсем - 12,7%. Консолидациленĕ бюджета хывнă налук тупăшĕсен виçи - 11648,1 млн тенкĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 2,7% ÿснĕ. Çав шутра организацисен тупăшĕнчен илнĕ налук - 2516,2 млн тенкĕ /5,5% ÿснĕ/, уйрăм çынсен тупăшĕнчен - 4803,6 млн тенкĕ /9,1%/.
Тăкаксене илес тĕк - утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсем 20 млрд та 495,4 млн тенкĕ пулнă, пĕлтĕрхинчен 10,9% ÿснĕ. Çав шутра социаллă политика валли кайнă тăкаксем - 3594,2 млн, вĕрентÿ валли - 7499,8 млн, сывлăх сыхлавĕн, физкультурăпа спорт тăкакĕсем - 3603,1, наци экономикин - 2861,3 млн тенкĕ.
Çĕр-шыв правительстви регионсене халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатма, çынсен социаллă хÿтлĕхне çирĕплетме хистет, Раççей Президенчĕн «çу уйăхĕнчи» указĕнче шăпах çак тĕллевсене палăртнă. Владимир Путин çав указсенче экономикăри, социаллă политикăри, сывлăх сыхлавĕнчи, вĕрентÿпе наукăри пысăк план кăтартăвĕсене çирĕплетнĕ. Патшалăх ертÿçи хăй те интервьюсенче пĕрре кăна мар йышăннă: Правительство тата регионсен влаçĕсен умне лартнă тĕллевсене ятарласа ÿстеререх палăртнă. Вăл указсене мĕнле пурнăçланипе тĕпрен илсен кăмăллă, анчах ĕçлемелли те нумай-ха.
Малти регионсен шутне пирĕн республика та кĕрет: вырăнти влаç органĕсен ĕçĕн кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен «çу уйăхĕнчи» указсен индикаторĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе чи лайăх 8 субъект йышне кĕнĕ.
Халăхăн социаллă хÿтлĕхне çирĕплетнĕ май республикăра экономикăн чăн секторĕ валли укçа уйăрас енĕпе çине тăрса ĕçленине те палăртмалла. Чылай регионта çак тăкаксем чакни палăрать пулин те Чăваш Енре наци экономикине тĕревлекен укçа виçи пысăкланса пырать. 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх ÿсĕм хăвăртлăхĕ 123% танлашнă. Раççейĕпе ку цифра - 108%, Атăлçи округĕнче - 104%.
Çакна та каламалла: Раççей Финминĕ 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç-хĕлне хакласа палăртнă рейтингра республика чи лайăх 20 регион шутне кĕнĕ. Moody’s агентство аналитикĕсем тĕпченĕ тăрăх - Чăваш Республикин çирĕплетнĕ эмитент рейтингĕсем парăм калăпăшĕ виçеллĕ пулнине палăртаççĕ, агентство ку виçе малашне те çак шайра юлассине, бюджет шайлашулăхĕн кăтартăвĕсем лайăх пулнине палăртнă.
К.СЕМЕНОВ
Комментировать