Чăрмавсене пăхмасăр — тĕп тĕллев патне
«Хыпарăн» 2020 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнчи номерĕнче пĕтĕм Раççейри РКП б чăваш секцийĕсемпе ячейкисен тата хастар чăваш коммунисчĕсен I съезчĕ Чăваш ĕç коммунине туса хума йышăнни çинчен çырса кăтартрăмăр. Паянхи номерте автономи йĕркелес тĕллеве пурнăçлассишĕн съезд хыççăн еплерех ĕçленине çутатăпăр.
«Экономикăри чуралăхран ирĕке тухас тата культурăра кая юлса пыма пăрахас, харпăр хăй класне ăнланнине вăйлатас, социализм культурине вырăнсенче хăвăртрах сарас тĕллевпе РСФСР Конституцийĕн 2 тата 6-мĕш статйисемпе килĕшÿллĕн чăвашсем администраци единицине — Чăваш ĕç коммунине — уйрăлса тухаççĕ» тенĕ коммуна çинчен калакан положенире. Делегатсем РСФСР Национальноçсен ĕçĕсен Халăх Комиссариачĕ /Наркомнац/ çумĕнчи Чăваш пайĕ тата съездра суйланă РКП/б/ чăваш секцийĕсемпе ячейкисен тĕп бюровне РКП/б/ Тĕп Комитечĕпе РСФСР Совечĕсен Ĕçтăвкомне чăвашсен администраци единицине туса хурас ыйтăва тăсса ямасăр лартма хушнă.
Çапла вара Д.С.Элмен тата Наркомнац çумĕнчи Чăваш пайĕ ертсе пынипе I съезд йышăну кăларса чăвашсен автономи никĕслес ĕмĕтне çывхартнă. Чăваш пайĕ 1920 çулхи нарăс уйăхĕнче чăвашсем пурăннă уессен РКП/б/ тата совет органĕсен, вĕренекенсен, Хусанти гарнизонсенче хĕсметре тăнă чăвашсен пухăвĕсенче съезд резолюцийĕсемпе, уйрăммăн илсен Чăваш ĕç коммунине туса хурасси çинчен калакан положенипе çынсене паллаштарас ĕçе пуçласа янă. «Администраци единицине никĕслес тĕллеве чăваш коммунисчĕсен пĕчĕк ушкăнĕ умне çеç лартас мар, вăл демократие йышăнакан пĕтĕм ĕçлекен чăваш шухăш-ĕмĕчĕ пултăр тенĕ Чăваш пайĕн сотрудникĕсем, — пĕтĕмлетнĕ истори наукисен кандидачĕ Арсений Изоркин «Самоопределени идейинчен пуçласа автономи тăвасси патне» статйинче /«Чăваш халăхĕн аталанăвĕнчи наци проблеми» кĕнеке, 1996 ç./. — Д.С.Элмен ертсе пынипе съезда хутшăннисем Хусан кĕпĕрнин Со-вечĕсен VI съезчĕн чăваш ялĕсенчен суйласа янă делегачĕсемпе тата РКП/б/ Хусан кĕпĕрнин комитечĕ çумĕнчи Чăваш секцийĕн членĕсемпе тĕл пулса икĕ пуху ирттернĕ. Вĕсем чăвашсем пурăнакан вулăссене пĕрлештерсе автономизацилес ыйтăва ырланă, Чăваш ĕç коммунине никĕслес тĕллевпе РКП/б/ Тĕп Комитечĕпе РСФСР Халăх Комиссарĕсен Советне пĕр тăхтамасăр тухма сĕннĕ. Çапах та пухусене хутшăннисен пĕр пайĕ чăвашсен тĕп ĕмĕтне çитерессе ĕненмен, халăхăмăр экономикăра, вĕренÿре, культурăра ытти нацирен нумай юлнăран автономизациленме вăй çитереймест тенĕ.
Чăваш пайĕ тата РКП/б/ Хусан кĕпĕрнин комитечĕн Чăваш секцийĕ пуш уйăхĕн 6 тата 13-мĕшĕсенче Хусан кĕпĕрнин тепĕр съезчĕн делегачĕсемпе пуху ирттернĕ. Унта коммунистсен организацийĕсене йĕркелекенсем хутшăннă. Пĕрремĕш пухăва парти ячейкисен 43 членĕпе 18 делегата, иккĕмĕшне секцисен 17 членĕпе 23 йĕркелÿçе тата 36 хĕрлĕ армееца явăçтарнă. I съезд резолюцийĕсемпе Д.С.Элмен паллаштарнă. Вĕсем туллин тивĕçтернине палăртнă делегатсем, «Чăваш ĕç коммунине туса хурассишĕн лартнă тĕллев чăваш ĕç çыннисемшĕн çутă пуласлăха — коммунизм патне — çитме май паракан пĕртен- пĕр тĕрĕс çул» тенĕ, Д.С.Элмен докладне тата Чă-ваш ĕç коммунине туса хурасси çинчен калакан положение ырласа йышăннă, çĕршыв влаçĕн тĕп инстанцийĕсене ăна вăхăта тăсса ямасăр çитерме ыйтнă.
Хусан гарнизонĕнче ирттернĕ тĕлпулура Скворцов хĕрлĕ армеец администраци единицин ятне «Чăваш ĕç коммуни» ят парассине хирĕç сасăлани паллă. Çĕрпÿпе Шупашкар уесĕсенче те пухусем пулнă. Чăваш пайĕн сотрудникĕсем вĕсене ирттерсе съездсен делегачĕсем, парти организацийĕсен йĕркелÿçисем, коммунист хĕрлĕ армеецсем те чăвашсем валли автономи тăвас ĕмĕт тытнине ăнланса илнĕ. Çав тапхăра вĕçленĕ хыççăн Наркомнац çумĕнчи коллегин 1920 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртекен ларăвĕнче Раççейĕн тĕп влаçĕ умне Чăваш ĕç коммунине туса хурасси çинчен ыйту лартма йышăннă.
РСФСР Ĕçтăвкомĕпе Халăх Комиссарĕсен Совечĕ 1920 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тутар Ав-тономи Социализм Совет Республикине туса хума йышăну кăларнă хыççăн Чăваш пайĕнче ĕçлекенсен хăйсен тĕп ыйтăвне çывăх вăхăтрах татса парас шанăç çирĕпленнĕ. Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Наркомнац коллегийĕн ларăвĕнче Чăваш пайĕ Хусанпа Чĕмпĕр кĕпĕрнисенчи чăвашсем пурăнакан уессемпе вулăссене пĕр территорие пĕрлештерсе уйрăм администраци-территори единици — Чăваш ĕç коммуни — туса хурасси çинчен çырса хатĕрленĕ доклада итленĕ, чăвашсене пĕр автономие уйăрса пухас тĕллеве йышăннă, Чăваш пайĕ Советсен Ĕçтăвкомĕн президиумĕ çумĕнчи çĕршыв территорийĕсене администрацилессипе ĕçлекен комисси умне лартнă ыйтăва ырланă, автономи никĕслессипе çыхăннă материалсене /съездсен, пухусен, канашлусен резолюцийĕсене, Чăваш ĕç коммунине туса хурасси çинчен калакан положение/ унта çитерме ыйтнă, администраци единицине уйăрса кăлармашкăн материалсем хатĕрлеме Чăваш пайне 1 млн тенкĕ уйăрма йышăннă. Малалла вулас...
Юрий МИХАЙЛОВ.
Комментировать