Мониторингпа çыхăннă сас-хура тавра

15 Июл, 2014

Массăллă информаци хатĕрĕсем çак саманта асăрхасах каймарĕç, анчах халĕ шăпах çамрăксем аслă шкулсене вĕренме кĕмелли тапхăр пулнине шута илсен - сÿтсе явмалли тема. Министрсен Кабинечĕн иртнĕ эрнери ларăвĕн кун йĕркинчи ыйтусене тишкерсе пĕтернĕ хыççăн ăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хускатрĕ.

Вĕрентÿ сферинчи управлени тухăçлăхĕ тĕлĕшпе тĕрлĕ сас-хура çÿрет, мониторинг ирттернĕ - кăтартусем еплерех? Çак ыйтăва Михаил Васильевич республикăн вĕренÿ министрне Владимир Иванова пачĕ.

Владимир Николаевич пĕлтернĕ тăрăх - аслă вĕренÿ заведенийĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне хаклакан мониторинга РФ Вĕренÿ министерстви ирттернĕ. Ыттисен шутĕнче Чăваш Ен территорийĕнче вырнаçнă 5 вузпа 15 филиал ĕçĕпе те паллашнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ мĕн пур кăтартупа ырă улшăнусене тивĕçтернĕ май тухăçлăх мониторингĕн чикĕ шайĕнчи кăтартăвĕсенчен ăнăçлă иртнĕ.

Шел те, тăватă кăтартуран сахалрах пурнăçланă учрежденисен шутне 3 вузпа 14 филиал лекнĕ. Çав шутра - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ, Чăваш патшалăх культура институчĕ, Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институчĕ /филиалĕ/, Раççей халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕ, ыттисем.

Министр тивĕçлĕ комиссире ял хуçалăх академийĕ тата коопераци институчĕ тĕлĕшпе хамăрăн позицисене хÿтĕлес тĕллевпе çине тăнине палăртрĕ. Асăннă кăтартусенче субъективлă самантсем те пур-мĕн. Коопераци институтне илес тĕк, сăмахран, Мускаври университет филиалсен кăтартăвĕсене хăйĕн çине илсе "вăтамлатнин" витĕмĕ пурри курăнать.

Апла пулин те хăш-пĕр филиал абитуриентсене вĕренме йышăнмасть ĕнтĕ. Çав шутра - университетăн Патăрьелĕнчи, Канашри подразделенийĕсем. Улатăртине илес тĕк, Владимир Николаевич шухăшĕпе, ăна хÿтĕлени вырăнлă - электротехника, строительство специальноçĕсемпе вĕрентме пулать. В.Иванов çавăн пекех Мускаври вузсен кунти филиалĕсенче бюджет вырăнĕсен шутне ÿстерме хистенине палăртрĕ. Çавна май МАМИ ректорĕ хăй те кунта килнĕ - абитуриентсене йышăнмалли бюджет вырăнĕсен шутне пысăклатма пултарнă. МАДИ те çав çулпах утать.

Хайхи мониторинга илес тĕк, Владимир Николаевич шухăшĕпе, хаклав тĕлĕшпе гуманитари вузĕсен условийĕсем ансатрах, техника специальноçĕсене вĕрентекеннисен - кăткăсрах. Кирек мĕнле пулсан та вăл иккĕленмест: лару-тăрăва куçран вĕçертмен. Çавна май маларах ыйтусем çуратнă педуниверситет, авă, паян "эффективлисен" шутĕнче. Тепĕр енчен, "çÿлти" пĕр-пĕр вуз кирлĕ мар тесен те унăн кунти филиалĕнче пĕлÿ илекенсен вĕрентĕвне хамăрăн вузсенче малалла тăсма май пур.

М.Игнатьев çак çивĕчлĕхре конкуренци сĕмĕ пуррине те палăртрĕ. Культура институчĕпе пайăррăн кăсăкланчĕ: ăна упраса хăвармаллах, анчах министр ертÿçе улăштарасси пирки каланăччĕ пулас... В.Иванов наци кадрĕсене федераци укçипе хатĕрлессине упраса хăварма тăрăшни çинчен каларĕ. Анчах ЧР Пуçлăхĕн сăмахĕнче калаçу культура министрĕ пирки пулчĕ те - Вадим Ефимов та сăмах хушрĕ: "Культура институтĕнче тивĕçлĕ программа йышăннă, вăл йĕркеллех пурнăçланать. Унта ют çĕр-шыв студенчĕсем çукки пирки ÿпкев пулнăччĕ, малашне пулмалла - 6 абитуриент унта вĕренес кăмăллă. Институт лаптăкĕсем тĕлĕшпе те ыйтăва татса панă. Раççей министерствин позицийĕ институт шăпине республикăна парассипе çыхăннă".

Калаçăва М.Игнатьев пĕтĕмлетрĕ: "Вĕренÿ процесĕсене илес тĕк - вĕсем хаклав кăтартăвĕсене тивĕçтермелле. Ÿпкев пур тăк - уйрăм персоналисем тĕлĕшпе ыйтусем пулмалла. Анчах ку ыйтупа тĕрлĕ спекуляци ан пултăр - ĕçлĕр!"

Николай КОНОВАЛОВ

Рубрика: