Улталаççĕ!
Шупашкар полицийĕнчен 81 çулти кинемей пулăшу ыйтнă. Ватăскер ултавçăсен мăшкăлĕ пулнă иккен.
Пенсионерка каласа панă тăрăх, çав кун Гагарин урамĕнче ун патне икĕ хĕрарăм пынă. Сăмах çине сăмах — çакскерсем ватă çынна такам пăсма пултарни çинчен каласа сехре хăпартнă, пулăшма шантарнă. «Сиплемешкĕн» кинемей патне килне кайнă. Пĕтĕм укçине, ылтăнне кăларса хума каланă. Лешĕ вĕсем ыйтнине пурнăçланă. «Тасатнă» хыççăн хĕрарăмсем ватă çын пурлăхне шкапа хурам пек тунă, кил хуçине хытарсах асăрхаттарнă: шкапа виçĕ кун уçма юрамасть.
Телее, пенсионерка виçĕ кун кĕтмен — укçи те, ылтăнĕ те çухалнине ăнланса илнĕ. Полици шырав пуçарнă май ултавçăсем Чăваш Енрен тухса кайнине тĕпчесе пĕлнĕ. Анчах темиçе кунран вĕсем пирĕн республикăна таврăнни палăрнă — хăйсен ултавлă ĕçне малалла тăснă. Ку хутĕнче Патрис Лумумба урамĕнче пурăнакан 83 çулти карчăка куç хывнă — унăн хваттерне тара илетпĕр тесе çулăхнă. Хваттере кĕрсен пĕри кухньăра кил хуçипе юмах юптарнă вăхăтра тепри юнашар пÿлĕмрен 6 пин тенкĕ вăрланă.
Кинемейпе сыв пуллашма ĕлкĕрнĕскерсене полици тытса чарнă. Сăмах май, хваттер тара парас шухăшлă ватă çын хăйĕн укçине вăрланине сисмен те-мĕн — укçи çухални çинчен ăна полицейскисем каланă.
Тытса чарнăскерсем кунтисем мар иккен — Киров облаçĕнчен. 31, 47 çулсенче, асли маларах та ултавшăнах судпа айăпланнă. Чăваш Енри тĕслĕхсемпе уголовлă ĕçсем пуçарнă. Анчах уголовлă ĕç томĕсем самай пуянрах пуласси те куçкĕрет. Çак хĕрарăмсем кăшт маларах Чулхула облаçĕнче те преступлени тунине палăртнă. Унта та хваттер тара илетпĕр тесе пенсионеркăна шăнман пăр çине лартса хăварнă.
Полици вара асăрхаттарать: ватăсем кăна мар, çамрăк та вăй питти çынсем те ултавçăсен вăлтине çакланма пултараççĕ — преступниксем ют укçана хăйсен тумалли меслетсене çĕнетсех пыраççĕ. Çак кунсенче Шупашкарта пурăнакан 36 çулти арçын пысăк çухату тÿснĕ. Фонд рынокĕнчи услама хапсăннă та…
Фонд рынокĕнче «выляма» ăна пач палламан çын телефонпа шăнкăравласа сĕннĕ. Сĕнÿ чăнлăхне ĕнентермешкĕн ултавçă Шупашкар çыннин телефон номерĕ çине укçа та куçарнă — 3 пин тенкине хĕрхенмен. Çакăн хыççăн арçын ăна шаннă, интернетри сайтра /вăл суя пулнă/ регистрациленнĕ, ăна услам тума вĕрентекен çын каланă шут çине тĕрлĕ виçепе çине-çинех укçа куçарнă.
Шел те, ăна хăйĕн «инвестицийĕ» мĕнлерех хăвăртлăхпа пысăкланса пынине вăрах сăнаса савăнма пÿрмен — сайт кĕтмен çĕртен хупăннă. Унтан вара хайхи «биржевик» та телефонне тытма пăрахнă. Арçын хăйне улталанине тинех ăнланса илнĕ. Полицирен пулăшу ыйтнă. Вăл 333 пин тенкĕ çухатма ĕлкĕрнĕ. Ултавçа шыраççĕ. Малалла вулас...
Николай КОНОВАЛОВ хатĕрленĕ.
Комментировать