Ирина Калентьевăн вун пĕрмĕш «ылтăнĕ»

15 Июл, 2014

20 çул каяллахи тÿлек те ăшă куна аса илетĕп. Утă уйăхĕн варринче ун чухне Шупашкарăн хĕвел анăç районĕнчи сарлака та тарăн çырма таврашĕнче хывнă йывăр трасса çинче пуçласа маунтинбайк енĕпе Раççей чемпионатне ирттерчĕç. Пирĕн республикăри велосипедистсенчен унта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенткисем Ирина Иванова, Анна Григорьева тата Ирина Алексеева лайăх ăмăртрĕç, çивĕч кĕрешÿре вĕсем тĕрлĕ дистанцире малти вырăнсене йышăнчĕç. Çак пикесем тата вĕсен тренерĕ Владимир Краснов чĕрĕк ĕмĕре яхăн каялла республикăра аталанма пуçланă велосипед спорчĕн çĕнĕ тĕсне никĕслеме пуçланă.

1990 çулччен пирĕн çĕр-шывра та, СССРăн нихăш республикинче те маунтинбайк енĕпе ятарлă ăмăртусем ирттермен. Çав тапхăртан пуçласа Чăваш Енре ăна аталантарас тĕлĕшпе Владимир Краснов пысăк ĕç туса ирттернĕ. Унăн пирвайхи пархатарлă вĕренекенĕсенчен пĕри, асăннă университетăн электротехника факультетĕнче вĕреннĕ Надежда Пашкова 1993 çултах тĕнче спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă, тепĕр виçĕ çултан çĕр-шыв чысне XXVI Олимп вăййисенче хÿтĕленĕ. 2008 çулта Пекинра иртнĕ Олимп вăййисене Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕн икĕ вĕренекенĕ - пĕр çул маларах Шотландире тĕнче чемпионкин ятне çĕнсе илнĕ Ирина Калентьева тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн 20 çулти студентки Вера Андреева хутшăнчĕç. Ултă çул каялла Китайра иртнĕ Олимпиадăра Чăваш Енĕн вун пĕр спортсменĕнчен пĕртен пĕр медале /бронза/ Ирина Калентьева çĕнсе илчĕ. Вăлах виçĕм çул Лондонра тăваттăмĕш кăтартупа палăрчĕ.

Пысăк спортра Чăваш Ен тата Раççей чысне 15 çул ытла ăнăçлă хÿтĕлекен çăлтăрсене шутламашкăн пĕр алăри пÿрнесем те çитĕç. Вĕсен йышĕнче, паллах, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Патăрьел районĕн Хисеплĕ гражданинĕ И.Калентьева. Нăрваш Шăхальте çуралса ÿснĕ пике 1996 çултах Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче çĕнтерсе спорт мастерĕ пулса тăнă. Кăçалччен вăл çĕр-шыв чемпионачĕсенче вунă ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, тĕнчери тата Европăри ăмăртусенче пĕрре мар /тăхăр хут!/ малти вырăнсене йышăннă.

«Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче çак кунсенче иртнĕ çĕр-шыв чемпионатĕнче 22 регионти ик çĕре яхăн велосипедист вăй виçрĕ. Хĕрарăмсен элита ушкăнĕнче кросс-кантри енĕпе /30,6 километрлă дистанци/ вун тăхăр спортсменка старта тухрĕ. Кĕтнĕ пекех Ирина Калентьева тÿрех мала ыткăнчĕ. Мĕн пĕчĕкрен ялти йывăр ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ, Нăрваш Шăхальти физкультура учителĕ Василий Бородкин тата пултаруллă тренер Валерий Афанасьев ертсе пынипе вун пилĕк çултах республикăри ăмăртусенче çĕнтерме пуçланă мухтавлă ентеше йывăр трасса çинче нимĕн те чăрмантармарĕ. Çырма-çатра, чăнкă сăртсем урлă хывнă дистанцие 1 сехет те 37 минут та 43 çеккунтра вĕçлесе Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ И.Калентьева 11-мĕш хут çĕр-шыв чемпионкин ятне çĕнсе илчĕ. Çак дистанцирех элита ушкăнра ăмăртнă Канаш районĕнчи Çĕнĕ Мами хĕрĕ Кристина Кириллова - пиллĕкмĕш, Патăрьел районĕнчи Ольга Терентьева улттăмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Тăватă куна пынă ăмăртусенче пирĕн ентешсенчен çавăн пекех Олимп чемпионĕ В.Н.Ярды ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен ятарлă спорт шкулĕнче вĕренекен Алена Педюкова, Татьяна Кузнецова, Марина Семенова лайăх ăмăртрĕç. Пурте вĕсем хăйсен ушкăнĕсенче малти вырăнсене йышăнса тĕрлĕ медале тивĕçрĕç. Арçынсен хушшинче Удмурт Республикин, Мускав хулин тата Самар облаçĕн велосипедисчĕсем лайăх кăтартусемпе палăрчĕç.

 

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.