Портал урлă меллĕрех
Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ /ПППП/ урлă Раççейре пурăнакансем çеç мар, ют çĕр-шыв гражданĕсем те пулăшу ĕçĕсене электрон мелĕпе илме пултараççĕ. Çапла тăвас тесен малтан интернет-ресурсра регистрациленмелле. Ку ĕç питĕ ансат, ун валли 10 минутран ытла кирлĕ мар: ятпа хушамата тата телефон номерне кăтартмалла. Çирĕплетекен код телефон çине килсен тата пароль шухăшласа кăларсан ĕçе пуçăнма юрать.
Ют çĕр-шыв гражданĕсем ППППра тĕрлĕ информаципе паллашма, пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе илме пултараççĕ. Тĕслĕхрен, порталта вăхăтлăх пурăнмашкăн ирĕк илмелли йĕрке пирки вуласа пĕлме пулать. Унсăр пуçне ют çĕр-шыв гражданĕсем врач патне çырăнма, социаллă хăш пулăшупа усă курма ирĕк пуррине пĕлме, уйрăм предприниматель пек регистрациленме т.ыт.те тума пултараççĕ.
РФ Массăллă коммуникацисен тата çыхăну министерствин кăтартăвĕсемпе - Чăваш Енре пурăнакансен 5,57% ППППра регистрациленнĕ. Ку вăл - федерацин Атăлçи округĕнче 4-мĕш тата Раççей субъекчĕсен рейтингĕнче 35-мĕш кăтарту. Çĕр-шывра пĕтĕмпе ППППра 9,2 млн çын е халăхăн 6,4% регистрациленнĕ. Çак кăтартусене утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Мускавра патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсене кÿнĕ чухне информаци технологийĕсемпе усă курас енĕпе йĕркеленĕ çумкомиссин ларăвĕнче пĕлтернĕ. Ку мероприяти видеоконференци мелĕпе иртнĕ, унта çĕр-шыв субъекчĕсен, çав шутра Чăваш Енĕн те, представителĕсем хутшăннă.
ППППра регистрациленнĕ халăх шучĕпе малти вырăнта Приморье крайĕ /21,87%/, Ханти-Манси автономи округĕ /17,86%/ тата Тюмень облаçĕ /16,71%/. Федерацин Атăлçи округĕнчи лидерсем - Самар /11,51%/ тата Ульяновск /9,36%/ облаçĕсем, Удмурт Республики /5,62%/. 2 процентран сахалрах кăтартупа çĕр-шыври 5 регион палăрнă: Кабарда-Балкар Республики, Тутарстан, Ингушети, Калмыки, Чукотка автономи округĕ тата Алтай Республики.
Чăваш Енре 69 пулăшу ĕçне /патшалăхăн 42 тата муниципалитетăн 27/ электрон мел çине куçарнă, урăхла каласан вĕсемпе усă курас тесен документсене ПППП урлă пани те çителĕклĕ. Тĕслĕхрен, портал урлă мăшăрланмашкăн заявлени пама, социаллă найм килĕшĕвĕпе хваттерлĕ пулас тесе черете тăма, ача пособине тутарма т.ыт. те май килет. ПППП ĕçленĕ тапхăрта, 2012-2014 çулсенче, республикăра пурăнакансем портал урлă 370,4 пин пулăшу ĕçĕпе усă курнă.
Комментировать