Чăваш çамрăкĕсен инноваци проекчĕсем

14 Июл, 2014

Пирĕн çĕр-шывра çулсем çинче кунсеренех инкек тухать, вĕсенче ним айăпсăр çынсем вилеççĕ... Раççейре çеç мар, Египетра, Венгрире, Индонезире, Венгрире те автоавари тăтăшах пулать. Çакă Шупашкар политехника институчĕн автомобиль факультечĕн 5-мĕш курс студентне Александр Бачурихина пăшăрхантарнă, вăл кунашкал инкексене сирсе ямалли датчик шухăшласа кăларнă.

Асăннă хатĕрĕн официаллă ячĕ çапларах янăрать: "Автоматический пневмозамедлитель транспортного средства на крутых поворотах". Александр шухăшĕпе - çул çинчи инкексем водительсен тимсĕрлĕхĕпе çăмăлттайлăхне пула çеç мар, транспортăн туртăм центрĕ куçса кайнăран та пулаççĕ. "Тĕслĕхрен, эпир туризм маршручĕпе çула тухнă тейĕпĕр. Çÿлте пассажирсем, аялта вара багаж таврашĕ çук. Çил хытăрах вĕрсен е хăвăртлăха ÿстерсен автобус çул айккине ÿкет. Бетономешалкăсем, бензовозсем те çак сăлтава пулах тÿнсе каяççĕ", - ăнлантарать çамрăк инженер. Унăн изобретенийĕ транспортăн туртăм центрне çул кукăрĕнче е чăнкă вырăнта куçса кайма памасть, хăвăртлăха та чакарать. Тăрăшуллă студент хăйне евĕрлĕ датчиксене туристсен автобусĕсенче, бетон турттаракан машинăсенче, автоцистернăсенче, фургонсенче вырнаçтарма юранине палăртрĕ.

Ку ĕçшĕн Александр Бачурихин патент илнĕ. Унпах пĕлтĕр "У.М.Н.И.К." инноваци конкурсĕнче çĕнтернĕ. Кăçал вара вăл çак проектпа федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăксен "iВолга" форумĕнче хутшăннă, федераци шайне тухса лауреат пулса тăнă тата ятарлă парнене - Байконура каймашкăн сертификата - тивĕçнĕ. "Космодромра ракетăсем мĕнле хăпарса кайнине курас килет", - терĕ ăслăлăх-тĕпчев ĕçне кăмăллакан каччă ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствинче çак кунсенче иртнĕ тĕл пулура. Унта министр çумĕ Сергей Кудряшов "iВолга" форума хутшăннă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмрен вĕсем асăннă мероприятие мĕнле хаклани, еплерех пĕтĕмлетÿсем туни çинчен ыйтса пĕлчĕ.

Аса илтеретпĕр: кăçал çĕртме уйăхĕн 18-28-мĕшĕсенче Самар облаçĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăксен "iВолга" форумĕ иртнĕ. Ăна Раççей Президенчĕн хушăвĕпе, пултаруллă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн инноваци идейисене пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Унта хутшăнакансем валли вĕренÿ, культурăпа аталану тата спорт программисем хатĕрлеççĕ. Кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркеленĕ форумра 8 смена ĕçленĕ: "Эсĕ - предприниматель", "Инновацисем тата техника пултарулăхĕ", "Информаци юхăмĕ", "Политика", "Ман хыççăн чуп", "АРТ Тăваткал", "Пĕчĕк çĕр-шыв - пысăк майсем", "Ырăлăх технологийĕ". Кăçал "iВолга" пултаруллă та маттур 2 пин ытла çамрăка пĕр çĕре пуçтарнă. РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич чĕннипе унта Китай Халăх Республикин студенчĕсем те хутшăннă, Правительство делегацийĕн представителĕсем те пулнă. Конкурса пĕтĕмпе 1622 проект тăратнă, 326-шĕ федераци шайне тухнă. 40 çĕнтерÿçĕ 150 пин тенкĕрен пуçласа 300 пин тенкĕ таран гранта тивĕçнĕ.

Чăваш çамрăкĕсем форумра 90 проектпа паллаштарнă, вĕсенчен 16-шĕ федераци шайне тухнă, виççĕшĕ ятарлă парнене тивĕçнĕ. Шел, гранта пĕр ĕç те çĕнсе илеймен. Федераци шайне тухнă проектсенчен пĕри Александр Бачурихинăн пулнине маларах асăнтăмăр ĕнтĕ. Унпа пĕрлех "Конституци" интеллектуаллă вăйă" проект авторĕ Никита Веселов та "Байконур" космодрома кайса курĕ. "Атăл-Янцзы" Раççей-Китай сменине хутшăннă Валентина Захарова вара федераци шайĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультечĕн 1-мĕш курс студенчĕ Никита Веселов хăйĕн проектне çак факультетрах 3-мĕш курсра вĕренекен Роман Васильевпа пĕрле хатĕрленĕ. Авторсем палăртнă тăрăх - ку вăйă станцисем тăрăх иртĕ. Кашни станцире пĕр-пĕр темăпа хушу пулĕ: тĕслĕхрен, Конституци никĕсĕсем çинчен, хамăрăн çĕр-шывăн федераци тытăмĕ пирки... Вăййа икĕ тапхăрпа йĕркелеме йышăннă: пĕри - шкул ачисем, тепри студентсемпе общество пĕрлешĕвĕсен членĕсем валли. Çул çитменнисем Конституципе усă курса хушусене пурнăçлĕç, аслăраххисем вара - хăйсен пĕлĕвĕпе пурнăç опытне тĕпе хурса. Вăййа хутшăнакан командăсене тĕрĕс хуравсемшĕн очкосем парĕç, çĕнтерÿçĕсене парнепе чыслĕç. Авторсен шухăшĕпе - ку вăйă çамрăксене Конституцие тĕплĕнрех "шĕкĕлчеме", суйлав кампанине нумайрах çынна хутшăнтарма май парĕ.

ЧПУн экономика факультечĕн 3-мĕш курс студентки Валентина Захарова каланă тăрăх - ăна "Атăл-Янцзы" проекта хатĕрлемешкĕн экономика теорийĕпе пĕтĕм тĕнчери хутшăнусен кафедрин преподавателĕсем пулăшнă. Унăн тĕллевĕ - Атăлçири тата Китай провинцийĕсенчи халăхсен туслă çыхăнăвĕсем, суту-илÿпе экономика хутшăнăвĕсен аталанăвĕ. "iВолга" форумра Китай хăш-пĕр провинцийĕн кĕпĕрнаттăрĕ те пулнă, вĕсем темиçе çамрăка хăйсем патне хăнана чĕннĕ, çав шутрах - Валентинăна та. В.Захарова ют çĕр-шыва кайса курма, Китай партнерĕсемпе пĕрлехи проекта пурнăçа кĕртме ĕмĕтленет.

ЧР Вĕренÿ министерствинче йĕркеленĕ тĕл пулăва килнĕ çамрăксенчен нумайăшĕ хăйсем Китай Халăх Республикин представителĕсемпе хутшăннине, вĕсем питĕ кăмăллă çынсем пулнине пĕлтерчĕç. Форум мероприятийĕсем тĕрлĕ енлĕ иртнине, хăйсем çав 10 кунра нумай çĕннипе, кăсăклипе паллашнине палăртрĕç. "iВолгăна" тепĕр çул та хутшăнма хирĕç маррине систерчĕç. Министр çумĕ Сергей Кудряшов чăваш çамрăкĕсен 16 проекчĕ федераци шайне тухни, çав шутран виççĕшĕ парнене тивĕçни пысăк çитĕнÿ терĕ. Вăл сĕннипе çамрăксем 2015 çулхи форума тĕплĕнрех хатĕрленмешкĕн йĕркелÿ комитечĕ туса хума йышăнчĕç. Унăн пĕрремĕш ларăвĕ кăçалхи авăн уйăхĕнче иртĕ.