«Хура» ĕçрен те хăрамастпăр

17 Янв, 2020

«Хыпарăн» паян ĕçлекен журналисчĕсенчен чи опытли, Надежда Смирнова, каласа пани — чăн-чăн анекдот, тупата.

Ку иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех пулнă. Вăл пĕр министр патне пресс-конференцие кайнă. Яваплăха туяканскер кая юласран асăрханса Правительство çуртне палăртнă вăхăтран самай маларах çитнĕ — ытти хаçат представителĕсем пĕри те килмен-ха. Секретарша самантлăха пăрăннă пулас та — Надежда Георгиевна министр пÿлĕмне хăй тĕллĕнех кĕнĕ.
Хуçи вырăнтах иккен — пÿлĕме кĕнĕскере асăрхасан кĕскен ыйтнă:
— Килтĕр-и?
— Çитрĕм-ха… — сăпайлăн хуравланă журналистка.
Вырнаçса ларма ĕлкĕреймен — министр ăна канашлусем ирттерме усă куракан сĕтеле шăлса тасатма сĕннĕ…
Паллах, çак сĕнÿ Надежда Георгиевнăна тĕлĕнтернĕ, анчах «кусен уборщици çук-тăр: е чирленĕ, тен, отпускра пуль» тесе шутласа илнĕскершĕн çынна ырă тăвасси йывăр-им — вăл ĕçе пуçăннă. «Сĕтел шăлмалли пусма татăкĕ ĕç пÿлĕмĕсенче ăçта упраннине чухлама йывăр мар. Пирĕн редакцире те вăл приемнăйĕнче ăшă батарейи çинче — курăнман вырăнта. Кунта та çав вырăнтах иккен», — каласа парать ĕçтешĕм.
Вăрăм сĕтеле тусанран шăлса тасатнă, унта сапаланса выртакан кĕнекесемпе тĕрлĕ хута пухса тирпейленĕ. Хăйĕн хучĕсемпе ĕçлесе ларакан министр вăл ĕçе вĕçленине курсан кĕскен каланă: «Кайма пултаратăр!» «Каймастăп-ха, эпĕ пресс-конференцие килнĕ», — сăмах хушнă Надежда Смирнова. Министерство ертÿçишĕн ку сăмахсем уяр çанталăкри аслати кĕрлевĕ евĕрех пулнă — пичĕ самантрах хĕрелнĕскер намăсланнипе çĕр тĕпне анса кайманни кăна:
— Эсир хаçатран-им? Ара, ма тÿрех каламарăр? Эх, эсир, чăваш хĕрарăмĕсем, ытла та сăпайлă вĕт — хирĕçлесе сăмах каличчен ĕçне туса хуратăр…
Вăл журналисткăна техничка вырăнне хунă иккен. Хаçат- телевидени представителĕсем киличчен тесе ăна пÿлĕме тирпейлеме чĕннĕ те — çав самантра «Хыпар» журналистки кĕрсе тăнă. Надежда Георгиевнăна, лавккасен сентрисем пуш-пушă пулнă çулсенче те илĕртÿллĕ те шукăль тумланма мехел çитернĕскере, уборщица вырăнне хуни, сумлă чиновник хăй ертсе пыракан ведомствăри техничкăна сăнран пĕлменни, паллах, тĕлĕнтерет, анчах мĕн тăвăн — министр йăнăшнă.
«Кайран та мана курсан хĕрелетчĕ», — тет ĕçтешĕм. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.