Лайăххи нумая пымасть
Концертпа никама та тĕлĕнтереймĕн пулĕ халь. Афишăсенче камăн ятне кăна асăрхамастăн- ши?! Куç умĕнче пурте хутăшса каяççĕ те мĕн курнине те аса илейместĕн вара. Пĕрисем хăнăхнă йăларан пăрăнмасăр пĕр «шаблонпа» концерт йĕркелеççĕ пулсан теприсем хăйне евĕрлĕх кĕртме хăтланаççĕ. Анчах кашнинчех кĕтнĕ пек пулаять-ши?
Иртнĕ уйăх вĕçĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче «Çичĕ çăлтăр» проектпа хатĕрленĕ концерт иртрĕ. Режиссерĕ Дмитрий Капустин вăл мĕнпе тĕлĕнтерессе малтанах пĕлтермерĕ. Çавăнпа кураканшăн кăштах кăсăклăх та пулчĕ.
Çичĕ çăлтăр — камсем-ха вĕсем? Вячеслав Христофоров, Фарида, Алексей Московский, Елена Иовлева, Полина Борисова, Вера Кожеманова, Михаил Ăраскал. Проект йĕркелÿçисенчен пĕри Ар-тем Носков палăртнă тăрăх, çак йыш малашне улшăнма пултарĕ. Юрăçсене кашнине хăйне евĕрлĕхне кура суйланă. Чăваш эстрадинче хăйсен çулне тупнăскерсене никампа та пăтраштарма çук.
Ç а п а х к о н ц е р т к у р а к а на мĕнпе тĕлĕнтерчĕ-ха? Чи малтанах, çутăпа техника енчен. Артист юрланă вăхăтра экран çине /сцена хыçĕнче çеç мар, айккинче те/ юрăпа килĕшÿллĕн ÿкерчĕк тухать. Проект йĕркелÿçисем çак культура керменне ахальтен суйламан. Кунта майсем пурах.
Иккĕмĕшĕнчен — чĕрĕ сасă. Çыртарнă сасăпа халăх умне тухассине пăрахăçлама çине тăрсах тăрăшаççĕ пирĕн артистсем. Кам пĕлет, тен, ку малашне концертсен пахалăхне ÿстерме пулăшĕ? Пуçлакан тупăнтăр кăна — тĕслĕх илекенсем пулĕçех, халăх ырласа йышăнсан пушшех те.
Шупашкар кураканĕшĕн тепĕр кĕтменлĕх – джаз. Чăваш халăхĕн паллă юррине джаз стилĕпе юрлани уйрăмах шухăша ярать-тĕр хăшĕ-пĕрне. «Вера Кожеманова «Çумăр çăвать» юрра джаз евĕрлĕ шăрантарсан нумайăшĕ çывăрса кайма пуçларĕ. Тепĕр юрринче /«Пĕтĕмпех килет санран»/ тинех артистăн пултарулăхне тивĕçлипе хаклама май пулчĕ. Сасси мĕнле илемлĕ иккен унăн! Эпĕ чăннипех тĕлĕнтĕм», — шухăшне палăртрĕ куракансенчен пĕри, Настя. Тĕрĕсех палăртрĕ вăл. Çакна Вера Кожеманова хăй те ăнланать: Шупашкарти куракансем джаз итлеме хăнăхман, ăна кăмăллакансен ушкăнĕ пĕчĕкрех-ха, анчах вăл малашне хушăнса пырасса шанас килет. Юрă-кĕвĕ тĕнчи пĕр енлĕ çеç пулмалла мар-çке.
Тата мĕн урăхла пулчĕ-ха? Антракт çукки. Çапла, концерт чăннипех те антрактсăр, пĕрре сывлăш çавăрса илнипех тенĕ пек иртсе кайрĕ. Чылайăшĕ ăнланмасăр юлчĕ-ши, концерт вĕçленнĕ хыççăн та иккĕмĕш пай пуласса кĕтрĕ. Анчах лайăххи нумая пымасть теççĕ, кунта та çаплах килсе тухрĕ. «Асамат» ушкăн солистки Алина Корнилова калани аса килчĕ: «Концерт вăраха тăсăлсан халăх ывăнать, юлашки троллейбуса ĕлкĕрес тесе хăвăртрах тухса кайма пултарать. Çавăнпа эпир чеелĕхпе усă куратпăр — концерта антрактсăр ирттеретпĕр те иртерех вĕçлетпĕр, çынсем тарса ĕлкĕреймеççĕ». «Çичĕ çăлтăрта» та çак чеелĕхпе усă курас тенĕ пулĕ. Тепĕр тесен, антракт пулмасан куракан «хаяррине» ĕçсе ÿсĕрĕлмест… Малалла вулас...
АСĂРХĂР: ПИРĔН КОНКУРС
«Хыпар» хаçатăн паянхи номерĕнче сă ÿкерчĕкне пичетленĕ маттур ачаран мĕнлерех «çăлтăр» ÿснине вара сирĕнтен хăшĕ чи малтан пĕлĕ-ши? Кам-ши вăл? 89674706672 номерпе тĕрĕс хурав пĕлтерсе СМС-çыру ăсатакан пĕрремĕш çынна театра кайма 2 вырăнлă билетпа тивĕçтерĕпĕр.
Шоу-бизнес хыпарĕсене Лада МАРКИЗОВА тишкерет.
Комментировать