Çĕре лайăх пăхсан пысăк тухăç парать

27 Дек, 2019

Часах 2019 çула ăсататпăр. Пĕтĕмĕшле вăл çĕр ĕçченне майлă иртрĕ.

Сушилка кирлех

Тырă, пахча çимĕç, çĕр улми лайăх çитĕнчĕ, улмуççисем савăнтарчĕç. Çĕр ĕçченĕсемшĕн 2019 çул кĕр тыррисем ăнăçлă хĕл каçайманнипе те палăрса юлчĕ. Вĕсене вăхăтрах акнăччĕ-ха. Пĕлтĕрхи кĕр типĕ килнĕрен лаптăкăн пысăкрах пайĕнче шăтмарĕç е начар шăтрĕç. Калча тымарĕ сивве чăтаймарĕ — пĕтрĕ. Вăрнар районĕнче 4987 гектартан 3509-шне /70%/ пăсса акма тивнĕ. Эпĕ «Янгорчино» колхоза, района ертсе пынă çулсенче кĕрхи культурăсем пач шăтманнине астумастăп. Чăн та, вĕсем мĕнле пахалăхлă хĕл каçнипе çыхăннă ыйтăва XX ĕмĕрте те сÿтсе явнă. Агрономсем хаçатсенче пĕр-пĕринпе час-часах тавлашатчĕç: пĕр пайĕ акмалла, тепри акмалла мар тетчĕ. Кĕр типĕ килнĕрен начар шăтни ун чухне те пулкаланă. «Кĕл çине пулсан та вăхăтра ак», — тетчĕç халăхра. Ваттисен çак сăмахне асра тытса вăхăтра акнă. Ăшă çумăр хыççăн калча каярах пулин те шăтатчĕ.
Кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем кая юлса — çурла уйăхĕнче çеç — пиçсе çитрĕç. Мĕншĕн тесен çу тата çурла уйăхĕсенчи сулхăн вĕсен вегетацине самаях вăрахлатрĕ. «Ян-горчино» кооператив комбайнĕсем уя çурлан 8-мĕшĕнче тин тухрĕç. Юрать-ха, механизаторсене ĕçлеме çумăр нумай чăрмантармарĕ.
2019 çул тепĕр ыйтăва та çивĕчлетрĕ. Чылай хуçалăхăн тырра типĕтмелли сушилка çук, çавна пула культурăсене вăхăтра пухса кĕртеймерĕç, вырма тăсăлса пычĕ. Тырă пиçсе çитессе кĕтсе комбайнсене уя 5-6 кун каярах кăларма, ытларах кĕтме тиврĕ. Çумăрсем хыççăн тата икĕ кун вырма тухаймарĕç.
Халĕ ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсем те сушилкăпа усă курасшăн мар. Мĕншĕн? Ăна туянма, вырнаçтарма, ĕçлеттерме питĕ хакла ларать, çавăнпа туянмаççĕ. Ÿсĕм çулĕпе малаллах каяс текен хуçалăха вăл кирлех.
Тишкертĕм те çанталăк XXI ĕмĕрте ял хуçалăх культурисене тухăçлă çитĕнтерме май панине асăрхарăм. 2010 çул çеç шăрăх та типĕ тăчĕ. «Янгорчинăра» иртнĕ ĕмĕрте тырра аллакан-типĕтекен КЗС-5 комплекс, куçарса çÿретекен, кашни сехетре 8 тонна типĕтекен шахтăллă сушилка ĕçленĕ. Вĕсем пулман тăк 1976 çулта ăнса пулнă пĕтĕм тырă çĕретчĕ. Вырмаччен ăна вăйлă çил-тăвăл çĕре вырттарчĕ. Çавăнпа йывăррăн пуçтарса кĕртрĕмĕр.

Чăваш Ен рекорчĕ!

Ç а в ç у л х и ю п а у й ă х ĕ н 16-мĕшĕнче юр çурĕ, шăнтрĕ, хĕл ларчĕ, кăçалхи пек ирĕлтерсе тăмарĕ. Районти хуçалăхсен 100- шер гектар тырри юр айне пулчĕ, ăна çуркунне çунтарса ячĕç. Патăрьел районĕнчи комбайнерсем «Янгорчинăн» 300 гектар çинчи 1000 тонна тыррине пухса кĕртме пулăшрĕç. Паянхи кунчченех ырăпа аса илетĕп вĕсене.
Районта юр айне нумай юлнă. Партипе совет органĕсем явап тыттарасран хăранипе пухса илнисен отчетĕнче пуçтарса илменнине кăтартни те пулнă. Вырса çапманни миçе гектар пухăннине паян никам та пĕлмест. Вăрнар районĕ 1976 çулта 52100 тонна тырă çеç пухса кĕртрĕ. Тухăç кашни гектартан вăтамран 22,4-шар ц, ку 23260 га çинчен пухса кĕртни. Çав çул тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 28 пин гектартан сахал мар акнă. Вырма хресчене нушалантарчĕ пулин те Чăваш АССРĕ хăйĕн историйĕнче чи нумай — 473,7 пин гектар çинчен 1 миллион та 118 пин тонна — тырă пуçтарса илчĕ. Республика 45 çул хушшинче çак рекорд патне капашаймарĕ-ха.
Кăçал район кашни гектартан 34,4 ц пухса кĕртрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен — 36,2, хресчен- фермер хуçалăхĕсен 29,1 ц. Пирĕн кун пек тухăç нихăçан та пулман. Пысăк кăтарту çăл куçĕсем: пĕрремĕшĕ — çанталăк культурăсене лайăх çитĕнме май туса пани, иккĕмĕшĕ — кĕрхисем пĕтнĕ хыççăн çуркунне ытларах урпа акни /лайăх агрофон витĕмне лекрĕ/, виççĕмĕшĕ — çу уйăхĕн иккĕмĕш çурринчи сулхăн тăпрари нÿрĕкĕн пысăк пайне упраса тулăпа урпана хунав яма лайăх условисем туса пани. Ÿсен-тăран минерал удобренийĕсемпе туллин усă курнине те палăртмалла. Вĕсемсĕр пирĕн çĕр кашни гектартан тырă 8-10 ц çеç параять, 40 ц илес тесен тымар патне тутлăх-лă япаласем тата 30 ц тырă пухса кĕртмелĕх хывмалла.
Паян хуçалăхсен выльăх кĕтĕвĕ ĕлĕкхи пек мар — пĕчĕкрех, уй- хире тислĕк сахалрах кăлараççĕ. Эпир ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ кашни гектар çĕре 4-5 тоннăран сахал мар хывнă. Хальхи вăхăтра 2-шер тонна лекет-ши — пĕлместĕп. Хăш-пĕр хуçалăхра минерал удобренийĕпе апатлантармасăрах таса продукци туса илетпĕр тата сутатпăр тенине ĕненместĕп. Ку чухне пысăк лаптăкри культурă-сем удобренисĕр, гербицидсăр пысăк тухăç параймаççĕ. Пахчари çимĕç йывăççисене сиенлекен хурт-кăпшанка пĕтерме те хими им-çамĕ сапмалла. Пĕрĕхтермесен, тислĕк çителĕклĕ кăлармасан пан улми, пахча çимĕç, çĕр улми сутмалăх çитĕнтерейместĕн. Паллах, çемье валли кăна минерал удобренийĕпе усă курмасăрах туса илме пулать. «Хими чĕр чуна ĕрчеме памасть», — тетчĕç иртнĕ ĕмĕрте те. Хăш-пĕр вырăнта çапла пуль. Тĕслĕхрен, путене сахалланчĕ. Тыркас валли тăвайккисенче акман-лартман çĕр пайтах — сахалланма сăлтав çук. Çерçи йышĕ хухнин сăлтавĕ — йăва çавăрмалли вырăн сахаллинче: улăм витнĕ çурт-йĕр юлмарĕ, улăм урисем çук. Çапла, минерал удобренийĕ этем организмне ытларах лексен сиен тăвать теççĕ врачсем. Вĕсен çакна ăнланасчĕ: çын апат çимесĕр пурăнаймасть.

Пысăк йăнăш

Халĕ фермерсем те пысăк лаптăкпа усă кураççĕ. Хăшĕ-пĕрин 500 гектар таран. Выльăх ĕрчетмеççĕ, пусă çаврăнăшне агротехнологипе килĕшÿллĕн йĕркелемеççĕ — тырă хыççăн тырă акаççĕ. Вĕсен ĕлĕкхи пек виçĕ уйлă пусă çаврăнăшне те пулин ĕçе кĕртмелле, хура пусăпа усă курмалла. Иккĕмĕшĕ, тырă кашни гектартан тухăç 30 центнертан кая мар патăр тесе минерал удобренийĕ туянма укçа хĕрхенмелле мар. Виççĕмĕшĕ, агротехнологире палăртса хунă йĕркене çирĕп пăхăнмалла.
Б . Е л ь ц и н к о л х о з - с о в х о з а пĕтерттерни çав тери пысăк йăнăш пулчĕ. Кукăр алăллă ертÿçĕсем колхозниксене ĕç укçи тÿлеме тесе трактор-машинăна, выльăха, ыттине сутса пĕтерчĕç. Пирĕн районти хуçалăхсене те ваклама тытăнчĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ эпĕ ертсе пынă «Колос» совхоза икке пайларĕ,1978 çулта вăлах 5,2 пин гектар çĕрлĕ совхозран ялсене кăларса «Малояушский» совхоз тутарчĕ. Вăл часах юхăнса пĕтрĕ. Хайхи пуçлăх кайран эпĕ 18 çул ертсе пынă «Янгорчинăна» тапăнчĕ. Унтан çĕрпе пурлăха уйăрса кăларса «Хорнзор» ЯХПК турĕç, халĕ вăл аран-аран сывлать.
Самай лайăх ĕçлекен Ульянов, Чапаев, Мичурин, Суворов ячĕллĕ, «Правда», «Гвардеец», «Звезда» «Октябрь», «Искра», «Самолет», «Трактор», «Ленинец» хуçалăхсем, ыттисем пĕтрĕç. Эпир «Янгорчинăна» сыхласа хăвартăмăр. «Победа», «Броневик», «Агрохмель», «Знамя», К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсене те пĕтерме памарĕç, халĕ япăх ĕçлемеççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Василий РОМАНОВ, РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.