Станислав САТУР: Çын хăй мĕншĕн çуралнине пĕлмесĕрех ĕмĕрне ирттерет
Нумаях пулмасть Чăваш наци библиотекинче Станислав Сатурăн «Эпĕ» виçе» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Çыравçăсемпе литературоведсем, Станислав Николаевичăн ентешĕсемпе пĕлĕшĕсем çĕнĕ кăларăма пахалама йышлăн пуçтарăнчĕç. Сăвăсен пуххи Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Унта авторăн тĕрлĕ вăхăтра çырнă сăввисем кĕнĕ. Поэзипе пултарулăх, çĕнĕ кăларăм çинчен сăвăçран лайăхрах никам та каласа кăтартаймĕ. Эппин, ăна сăмах парар.
— Станислав Николаевич, «Эпĕ» виçе» — мĕнлерех кĕнеке вăл? Мĕншĕн шăпах çавăн пек ятлă?
— Ку кĕнеке — эпĕ мĕне мала хунипе мĕне сивленин пуххи, пуçри шухăшăмсемпе чунри туйăмсене сăнласа кăтартни, çакă асап кÿрекен тĕнчере эпĕ — чĕрĕ Турра шыракансенчен пĕри — хамăн сăна ÿкерни. «Хамăн сăн» тени кунта «эпĕ» е «шухăшлакан çын» пĕлтерĕшлĕ.
— Кĕнеке хăвăр кăмăла тивĕçтерчĕ-и?
— Хăшĕ-пĕри кĕнекере кăлтăк-шăйрăк асăрхасшăн. Нимĕн те тума çук, çын ялан тенĕ пекех çиелтен кăна пĕлет. Çавăнпах çут тĕнчере юрăхлă пĕлÿ сахал, чăна тÿр килекен шухăш та нумай мар. Çавăнпа çиелтен çеç шăйăрттарса ăнланмалла та татăклă пĕтĕмлетÿ тума хĕн.
— «Чăваш вăл — пулнă, пур… нивушлĕ тек пулаймĕ?» тени тĕл пулать пĕр сăвăра. Мĕн пытарăннă ку ыйтура? Чăваш пуласлăхне епле куратăр?
— Чăваш пуласлăхĕ тĕтреллĕ, уçăмлă мар. Ĕнтĕ хамăрăн авалхи тĕнче курăма ăнланма пулăшакан чăн чăвашла пурлăх-япала тахçанах çухалса пĕтрĕ, юлнă юлашкисем те вăхăт иртнĕçем улшăнчĕç, пĕлтерĕшне улăштарчĕç. Çавăнпах чăваш çыннин тĕнчепе тăван халăхне курасси-туясси те тĕпрен улшăнса урăхланчĕ. Пахалăхсене улăштарни вара, чĕлхене улăштарнă е халăх пĕрлĕхне çухатнă пекех, халăх пĕлтерĕшне аркатать: чăвашсем сăн-сăпатне улăштарнипе пĕрлех урăх халăх пулса тăрас хăрушлăх пур.
— Кĕнекере юрату лирики те тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Илемлĕ, сăнарлă çаврăмсем чуна тыткăнлаççĕ. Сирĕн поэзие хĕрарăмсем чылай витĕм кÿнĕ-и?
— Пурнăçра хĕрарăм витĕмĕпе сăвă ăрăмламан поэт çук. Ма тесен, Василий Сухомлинский калашле, хĕрарăм — чыспа совеçе, йĕркелĕхпе пархатарлăха виçмелли хатĕр.
— Мĕн вăл сирĕншĕн поэзи?
— Поэзи — сăнарлă шухăшлав. Эпĕ унсăр пурăнаймастăп. Поэт ĕçĕ — уйрăмлатнă çĕр лаптăкĕн чиккинчен иртсе кайни. Поэтăн хăйне хупăрласа тăракан çут çанталăка, çынсене, пĕлĕтпе çĕре итлеме вĕрентмелле. Унăн чунĕнче çын хуйхине чĕре патне илессине вăратмалла, юрату туйăмне сÿнме памалла мар. Шăпах хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пынишĕн вăл, художник, çÿлти Турă умĕнче юлашкинчен явап тытать.
— Камăн поэзийĕ сирĕн чуна çывăх?
— Çеçпĕл Мишшин, Петĕр Хусанкайăн, Петĕр Эйзинăн, Геннадий Айхин, Петĕр Яккусенĕн, Иосиф Трерăн, Любовь Мартьяновăн, Марина Карягинăн ĕçĕсен умĕнче çĕлĕке хыватăп.
— Хăш-пĕр поэтран «сăвă каçхине уйрăмах лайăх çырăнать» тенине илтме пулать. Хăш вăхăтра çыратăр? Мĕн хавхалантарать сире?
— Ăш-чике мĕн хускатса пăлхантарма пултарать, çавсем пурте /ырри те, усалли те/ хăйсене май хавхалантараççĕ. Эпĕ хамăн таврарине йăлт асăрхама, куçпа курма тăрăшатăп. Çынсене вĕсен тыткаларăшĕсем урлă тĕпчеме кăмăллатăп. Манăн пурне те курас-пĕлес килет. Сăнанăçем пуçра тĕрлĕ шухăш йăва çавăрать. Вĕсене хут çине куçарма вăхăчĕ хăрушла çитсе пымасть. Эпĕ талăкра вун сакăр сехет, канмалли кунсемсĕр пилĕкшер уйăх ĕçлетĕп. Пуçра явăнакан шухăшсене чылай вăхăт çырса хума май килмесен алăкăн-тĕпелĕн çÿреме пуçлатăп, канăç тупаймастăп. Тепĕр чухне çуралас сăвăсем мана çывăрма та памаççĕ. Çĕр варринче вăранса каятăп та тăрса ларатăп — пуçа килнĕ йĕркесене тĕттĕмрех хут çине çыратăп. Вĕсене хăй вăхăтĕнче çырмалла, унсăрăн çухалаççĕ, кайран тытаймастăн. Тĕттĕмре çырнипе сăвă йĕркисем час-часах пĕр-пĕрин çине кĕрсе кайни те пулкалать. Тепĕр кунне кун çутипе хайхи йĕркесене юсатăп вара. Сăвăсене ирпе çырсан лайăхрах та-ха ĕнтĕ...
— Мĕн хумхантарать?
— Шел, эпир хамăра шеллеме анчах пултаратпăр, хамăра хÿтĕлеме вара вăйсăр. Хăюлăх та çук. Чĕлхе — пире çăлакан. Эпир иккĕленÿсемпе хăшкăлнă кунсенче, Тăван çĕршыв шăпи пирки йывăр шухăша ÿкнĕ кунсенче пире чĕлхе çăлать. Халĕ те çăлать, енчен те çын вăхăт чĕнĕвне Çеçпĕлле паттăрлăхпа хуравласан. Халăх сăн-сăпачĕ ăруран ăрăва ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл тата чĕлхе урлă куçнине пĕлетпĕр. Тен, çавăнпах эпĕ ытларах чĕлхемĕрти сăмахсен юнне кĕме, ăна ăнланса илме ăнтăлатăп.
— Сăмах юнĕ… Мĕне пĕлтерет ку сăмах çаврăнăшĕ?
— Сăмах юнĕ — сăмахра, ун ăш-чиккинче мĕн пурри, сăмах никĕсĕнче мĕнле ăнлавсем выртни. Сăмах тĕрлĕ сасă урлă пĕр-пĕр пĕлтерĕше çынна ăнланмалла тăвать. Чĕлхемĕрти сăмахсен пулăвне этимологи словарĕсенче паянхи пек çырса кăтартни çырлахтармасть мана. Вĕсем тулли мар, тем сиксе, пытарăнса юлнă пек. Манăн чăваш сăмахĕн чăн пĕлтерĕшне шыраса тупас, поэзи мелĕсемпе тарăнрах тĕпчес килет.
— Сатур хушма ят историйĕпе паллаштарсамăр.
— Хушма ятăма асанне каланинчен илтĕм. Ăна вăл акă мĕнле лару-тăрура асăннă. Эпĕ нишлĕ çуралнă, килтисем ман пирки пурăнакан ача пулмасть ĕнтĕ тенĕ. Вилĕм аллинчен мана тĕрлĕ йăла-йĕрке аван пĕлекен, ялта Пармен Марйи тесе чĕнекен хĕрарăм «ача чÿкĕ» туса туртса илнĕ. Вăлах мана Сотик ят хума сĕннĕ. Ячĕ ку, «садак» авалхи тĕрĕк сăмахĕпе хурăнташлăскер, «сутăн илнĕ чун» тенине пĕлтернĕ. Анчах ял çыннисем ăна урăхларах, «сÿтĕк» пек, ăнланнă. Каярахпа урамри ачасем манран «сÿтĕк, сÿтĕк, сÿтĕрлекен» тесе тăрăхлама тытăннă та эпĕ киле тăтăшах йĕре-йĕре кĕнĕ. Çавăн чухне асанне килтисене ачана урăх ят хума ыйтса: «Ачи сатур та, ячĕ сÿтĕк-çке-ха», — тенĕ. Çавăнтанпа мана Эдик тесе чĕнме пуçланă, хут çинчи ятăм — Станислав.т Малалла вулас...
Ольга ИВАНОВА калаçнă.
Комментировать