Сирень туратне хуçмалла

11 Июл, 2014

Кам юратмасть сирень çыххине, унăн ырă шăршине. Нумай пахчана илем кÿрет çак тĕм. Анчах хăш-пĕр чухне сирень тĕмĕ çинче çеçкесем сайра пулнине асăрхатпăр.

Çулсеренех сирень капăр чечеклентĕр тесен кăштах унăн хăйне евĕрлĕхне пĕлни кирлĕ. Сирене пăхма пачах та йывăр мар. Çурла уйăхнелле сирене пĕр хут нитрофоска имлĕхĕпе апатлантармалла /пĕр тĕм валли 100 г/. Ăна тăпрана кăпкалатнă май çĕрпе хутăштарсан аван. Йĕри-тавра шăтакан хунавсене касса пăрахмалла, хăрнă туратсене иртмелле, ватă туратсем çинчи мăка тасатмалла.

Чи кирли - сирень çурăлса пĕтнĕ хыççăн типсе кайнă çеçкесене /вăрă пулса çитиччен/ хуçса пуçтармалла. Хуçнă туратсенчен тепĕр çул çĕнĕ хунавсем тухаççĕ те сирень тĕмĕ çĕнĕрен хăйĕн капăр тумĕпе витĕнĕ.

Сĕнÿ, сирень лайăх çурăлтăр тесен унăн вĕтĕ турачĕсене шеллемесĕр хуçăр, вара вăл туллин çеçкеленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.