Ял хуçалăх ĕçне лайăхлатасшăн
Чăваш Енре çамрăк та пултаруллă тĕпчевçĕ сахал мар. Вĕсем тĕрлĕ отрасльте пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Маттур та тăрăшуллă ăсчахсене пулăшас тата хавхалантарас тĕллевпе республикăра кашни çулах «Чăваш Енри чи лайăх çамрăк тĕпчевçĕ» конкурс йĕркелеççĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи Александр Петров шăпах çак конкурсра палăрнă.
«Изобретатель» номинацире мала тухнăскер ял хуçалăх техникине аталантарас тата çĕнетес енĕпе ĕçлет. «Ĕçтешсемпе пĕрле тырă акассине тата суха тăвассине лайăхлатмалли ятарлă хатĕрсем шухăшласа кăлартăмăр. Изобретенисен патенчĕсене те илнĕ. Машина тăвакан завода сĕннĕ хамăр ĕçсене», — терĕ çамрăк ученăй. Хальхи вăхăтра Александр Алексеевич кандидат диссертацийĕ çырать. Унта вăл хăй шухăшласа кăларнă япаласем çинчен çырса кăтартнă. Конкурс-ра шăпах çамрăк тĕпчевçĕсен наука ĕçĕсене /патентсем, изобретенисем/ пăхса тухаççĕ, тĕнче шайĕнчи журналсенче пичетленсе тухнисене уйрăмах пысăк хак параççĕ. Вăл — 22 наука статйин, 14 вĕренÿпе меслетлĕх кĕнекисен тата 5 патент /ушкăнпа пĕрле/ авторĕ.
Александр Петров 1988 çулта Муркаш районĕнчи Автанкассинче çуралса ÿснĕ. Тивĕшкасси шкулĕ хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине çул тытнă.
— Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне наукăпа кăсăкланма тытăнтăм. Ун чухне çĕре сухаламалли çĕнĕ мелсем тупас тесе сăнавсем турăм. Сергей Васильев доцент тата техника наукисен докторĕ Иван Максимов пулăшса пынипе тĕрлĕ тĕпчев ирттертĕм, — аса илчĕ тĕпчевçĕ.
2010 çулта инженер-механик дипломне илнĕ хыççăн вăл аслă шкул аспирантуринче пĕлĕвне тарăнлатнă. Ĕç биографине Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕнче пуçланă, студентсене 5 çул вĕрентнĕ. 2016 çултанпа педагогика университетĕнче ĕçлет. Технологипе экономика факультетĕнчи яшсемпе хĕрсене «машина деталĕсемпе конструировани», «механика», «транспортпа склад комплексĕсем», «метрологи, стандартлăх тата сертификаци» дисциплинисене вĕрентет, çавăн пекех декан заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Александр Алексеевич студентсене те наука ĕçне явăçтарать, унăн вĕренекенĕсем тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлеççĕ, наука кружокĕсене çÿреççĕ, ăслăлăхпа практика конференцийĕсене хутшăнаççĕ. Малалла вулас...
Комментировать