ХУППИН ХĂВАЧĔ ПЫСĂК
Улма-çырла çинĕ чухне хуппине кăларса пăрахатпăр. Тĕрĕс мар тăватпăр иккен. Хупăра усăллă япала нумай. Унпа сывлăха çирĕплетес тĕлĕшпе, илемлĕх процедурисенче усă курма пулать.
Грейпфрут
Грейпфрут хуппи /ăшĕ те/ юнри сахăр шайне чакарать. Иккĕмĕш тип диабет чухне кашни кун çимĕç хуппин шĕвекне ĕçни усăллă.
Вĕтетнĕ чĕрĕ 1 апат кашăкĕ хуппа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апатчен 15 минут маларах 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - сахăр шайĕ йĕркене кĕричченех.
Шута илме! Шĕвек хатĕрлеме пуçличчен грейпфрут хуппине питĕ тĕплĕ çумалла, унтан вĕрекен шывпа пăшăхласа илмелле. Цитруса аллерги пур çынсене юрамасть.
Апельсин
Апельсин цедрин /çиелтен питĕ çÿхен касса илнĕ хуппи/ маски вĕтĕ пĕркеленчĕксене якатать.
Вĕтетнĕ чĕрĕ цедрăна çуллă сĕтпе /сливки/ пĕр виçепе хутăштармалла. Пите, мăя, кăкăр умне сĕрмелле. 15 минутран пÿлĕм температуриллĕ шывпа çуса тасаитмалла. Маскăна эрнере иккĕ хумалла. Курс - 1 уйăх.
Шута илме! Аллерги реакцийĕн малтанхи паллисене асăрхасанах маскăна çуса ямалла.
Лимон
Чĕрĕ лимонăн хуппипе чĕрнесене çирĕплетме пулать. Вĕсем хытаççĕ, сийленме пăрахаççĕ. Чĕрнесене 2 эрне кашни кун лимон хуппипе сăтăрмалла.
Банан
Ăсчахсем банан хуппинчен хатĕрленĕ экстракт депрессипе кĕрешме пулăшнине палăртаççĕ. Ку унра организмра савăнăç гормонне куçакан триптофан пуррипе çыхăннă. Унсăр пуçне хуппи куç çивĕчлĕхĕшĕн усăллă. Унра куçа хÿтĕлекен лютеин пигмент пур.
Пĕр бананăн лайăх çунă хуппине 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут тытмалла, сăрăхтармалла. Пĕр кунра ĕçсе ямалла. Нумай вăхăт ĕçме юрать.
Ÿте кăвакартсан сиенленнĕ вырăна банан хуппине шал енĕпе кунне темиçе хут çуршар сехете хумалла.
Гранат
Хуппин шĕвекĕ пыршăлăхра сиенлĕ микробсем аталанассине чарса лартать, шыççа хирĕçле витĕмпе палăрса тăрать.
Варвитти аптратсан 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ хуппа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев - сываличченех.
Ангина чухне 1 чей кашăкĕ гранат хуппине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, хупă савăтпа 15-20 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Пыра унпа кунне 2-3 хут чÿхемелле. Сываличченех сипленмелле.
Комментировать