Чăваш Ен Украина çыннисене пулăшать

9 Июл, 2014

Раççейĕн ытти кĕтесĕнчи пекех, пирĕн республикăра та Украинăран тарса килекен çынсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Хăйсем пурăнакан яланхи вырăна пăрахса хăварса таракансене ытларах чикĕ çывăхĕнчи облаçсенче йышăнаççĕ. Чăваш Республикине вара тĕпрен илсен кунта тăванĕсемпе пĕлĕшсем пуррисем килеççĕ.

Халăх тараватлăхĕнчен тĕлĕннĕ

Акă Донецк облаçĕнчи Новоазовск хулинчи Екатерина Куповых та ывăлĕпе Андрейпа Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Каçалти Маринсем патне хÿтлĕх шыраса килнĕ. Екатерина Николаевна кил хуçин Павел Григорьевичăн тăванĕн хĕрĕ. «Манăн атте чăваш, анне вара - вырăс. Эпĕ Тюмень облаçĕнче çуралнă, 12 çула çитсен çемйипех Новоазовск хулине - ăшăрах çĕре, тинĕс çывăхне - куçса кайрăмăр. Атте инвалид пулин те столяр ĕçĕпе аппаланма пуçларĕ, малтан тимĕр-тăмăр туянса станоксем ăсталарĕ. Пире Украинăран каймашкăн укçа кирлĕ пулчĕ те - çывăх çыннăм çав станоксене тимĕр-тăмăра пачĕ. Эпĕ шкул пĕтерсен Донецкра строительствăпа архитектура патшалăх академийĕнче инженер-строителе вĕрентĕм. Диплом илсенех качча тухрăм. Упăшкам Владимир - белорус, Донецкпа юнашар хулара çуралса ÿснĕрен вăл Украинăна хăйĕн тăван çĕр-шывĕ тесе йышăнать, халĕ те унти халăх интересĕсене хÿтĕлет. «Хÿтлĕх» отряд йышĕнче мăшăрăм. Владимир халăх хÿтĕлевĕнче пулнине пĕлнĕрен çĕнĕ влаç пире шăнкăравласа хăратма тытăнчĕ. Аттепе тата упăшкапа тĕплĕн сÿтсе яврăмăр та пирĕн ывăлăмпа иксĕмĕрĕн Украинăран тармалла тесе йышăнтăмăр. Çакăн пирки маларах никама та каламарăмăр. Мариуполе документсем тутарма кайрăм: эпĕ пыракан урамра шăпăрт, юнашарринче вара переççĕ... Атте, Чăваш Енре 60 çул пулманскер, тăванĕсем патне шăнкăравларĕ, пире йышăнма ыйтрĕ. Вĕсем хирĕçлемерĕç. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче çĕр-шывран тухса кайрăмăр. Автобус тулли хĕрарăмпа ача... Ополченири çынсем хăйсен çемйисене хăрушсăртарах вырăна куçарма тăрăшатчĕç çав. Халĕ вара çĕнĕ влаç представителĕсем вĕсен килĕсем тăрăх çÿреççĕ иккен. Юрать-ха вăхăтра тарса ĕлкĕртĕмĕр», - каласа кăтартать Екатерина.

Унăн ашшĕ Николай Михайлович кил-çуртне пăрахса хăварма килĕшмен. Ывăлĕ Валентин Днепропетровск облаçĕнче пурăнни те тытса тăрать ăна унта. «Çав облаçра лару-тăру йĕркеллех. Çапах пичче аттене хальлĕхе хăйĕн патне илсе каяймасть, мĕншĕн тесен çула тухсан тата хăрушăрах: мирлĕ халăха сăлтавсăрах персе пăрахма пултараççĕ. Атте ывăлăн докуменчĕсене шкула кайса илнĕ, ярса панă, хальлĕхе çитеймерĕç-ха вĕсем. Çывăх çыннăмсемпе кашни кунах калаçатăп, чăн та, упăшкан телефонне итлени сисĕнет. Украинăри тантăшсене Чăваш Ене килме чĕнетĕп, мĕншĕн тесен кунта пире, халĕччен пĕрре те курманскерсене, питĕ лайăх кĕтсе илчĕç», - калаçăва тăсать Е.Куповых.

Инçетрен килсе çитнĕ хĕрарăмпа унăн ачи малтанлăха Зойăпа Павел Маринсем патĕнче пурăннă. Вĕсем тăванне нумай пулăшнă, ăçта кайса мĕнле документсем хатĕрлемеллине ăнлантарнă. Кирлĕ хутсене тутармашкăн укçа кирлĕ, Екатеринăн 4 пин тенкĕ çеç юлнă. Пулăшу шыраса вăл Шупашкара, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмне çитнĕ. Хĕрарăма Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Владимир Карпов йышăннă, пĕр предпринимательпе тĕл пултарнă. «Тавах вĕсене мана пулăшнăшăн. Федерацин миграци службин управленийĕнче Чăваш Енре вăхăтлăха пурăнмашкăн ирĕк илтĕм. Халĕ эпĕ кунта виçĕ çул пурăнма, ĕçлеме пултаратăп. Манăн Раççейре çуралнă çынсене каялла куçарассипе çыхăннă программăпа килĕшÿллĕн гражданлăха çăмăллатнă йĕркепе илмешкĕн ирĕк пур. Çакна мана йăлтах Шупашкарта ăнлантарса пачĕç», - лару-тăрупа паллаштарать хĕрарăм.

Комсомольски ял тăрăхĕ Куповых çемйине общежитире пÿлĕм уйăрса панă. Унта маларах пурăннă çынран Екатерина сĕтел-пукан туянса юлнă, чăн та, тăванĕсенчен кивçен укçа илме тивнĕ. Маринсем халĕ те пахча çимĕç, çăмарта тата ыттине параççĕ. Çĕнĕ çĕре тин çеç куçнăскерсем патне пĕр кÿрши электрокăмака, тепри куллен кирлĕ япала йăтса пынă. «ТАВ» фирма ертÿçи Александр Капитонов савăт-сапапа тивĕçтернĕ. Хĕрарăм халĕ строительство материалĕсен лавккинче сутуçă-консультантра ĕçлет. Унăн хуçи ăна чейник парнеленĕ. Çак самантсем пирки каласа кăтартнă чухне Каçал тăрăхĕнче хÿтлĕх тупнăскерĕн сăн-пичĕ çуталчĕ. Акă вăл - чăвашсен тараватлăхĕпе ыр кăмăллăхĕ! «Тĕрĕссипе, эпĕ çапла пуласса шухăшлама та пултарайман! Республика кунĕнче пулса куртăм та - тĕлĕнтĕм. Чăваш халăхĕн историйĕ, культури çав тери пуян иккен. Манра та чăваш юнĕ пур, çавăнпа та чăваш чĕлхине вĕренес тетĕп», - пĕтĕмлетрĕ Украинăра пурăннă Катя.

Унăн ывăлĕ Андрей та чăвашла вĕренме хирĕç мар. Район центрĕнчи шкула 7-мĕш класа çÿрĕ вăл. Класс ертÿçипе тата пĕрле ăс пухакансемпе паллашнă ĕнтĕ. 11-ти ача та хăйне Чăваш Енре питĕ килĕшнине палăртрĕ. Амăшĕ ĕçре чухне вăл Маринсен ачисемпе пĕрле канать, пахчара тăрмашать... Андрей спортпа туслă, Новоазовскра ушу, ишес енĕпе ăмăртусене тăтăшах хутшăннă, футболла вылянă. Тăрăшуллăскер хăйĕн ăсталăхне Чăваш Енре малалла ÿстересшĕн. «Украинăна унти лару-тăру йĕркеленсен те каясах килмест. Кунтах юлас кăмăлăм пур. Тĕрĕссипе, эпĕ яланах хам çуралнă çĕр-шыва - Раççее - таврăнас ĕмĕтпе пурăнаттăм. Ĕмĕтĕм хам кĕтнĕ пек мар пулин те - пурнăçланчĕ», - сыв пуллашнă май пĕлтерчĕ Е.Куповых. Паллах, татса памалли ыйтусем татах та пур вĕсен, çапах хĕрарăм пуçне усмасть, пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерессе шанать.

 

«Никамăн ĕнси çинче те ларас килмест»

Херсон облаçĕнчи Таврийск хулинче пурăннă Оксана Бондаренко та ывăлĕпе Шупашкарти тăванĕсем патне кăçалхи ака уйăхĕн вĕçĕнче килнĕ. «Украинăра кунсерен хăрушăрах та хăрушăрах пулса пычĕ. Апат-çимĕç хакланать, ĕç çук. 14-ри ывăлăм Никита та куçса каймашкăн йăлăнма пуçларĕ. Инçе çула тухмашкăн укçа сахал мар кирлĕ. Юлашки вăхăтра ĕç пулманран кĕмĕл пухма май килмерĕ. Аннен Шупашкарти тăванĕсем укçа ярса пачĕç те Раççее килтĕмĕр», - куççульне шăла-шăла калаçрĕ Оксана. Малтан пĕр çемьере пурăннă вĕсем, каярахпа тепĕр тăванĕсем патне куçнă. Чăваш Енĕн тĕп хули Оксанăшăн ют мар: шкул пĕтерсен вăл кунти çыхăну техникумĕнче вĕреннĕ, унтан пĕр хушă телефон станцийĕнче ĕçленĕ. «Çамрăк чух юн вылять мар-и? Каялла Украинăна каяс терĕм. Çав утăмшăн паянхи кунчченех кулянатăп, - чун ыратăвне уçрĕ О.Бондаренко. - Тăвансем питĕ пулăшрĕç пире, чĕререн тав тăватăп вĕсене. Ачана вăхăтлăх прописка туса парса 59-мĕш шкула вырнаçтарчĕç. Анчах манăн вĕсен ĕнси çинче ларас килмест. Халĕ ав мана Раççейре вăхăтлăх пурăнмашкăн ирĕк паччăр тесе документсем тутаратăп. Паллах, гражданлăх та илес тетĕп. Документсем хатĕр пулсанах ĕçе вырнаçасшăн. Тен, пĕр-пĕр общежитире пÿлĕм тупма май килмĕ-и?«

Хĕрарăм хăйне хумхантаракан ыйтусене уçăмлатас тĕллевпе ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине те шăнкăравланă. Унта ăна медтĕрĕслев витĕр тÿлевсĕрех тухма май пуррине пĕлтернĕ, ачине лагерьте канмашкăн путевка уйăрма шантарнă. Оксана кунта килнĕ чухне çуллахи тумтирне çеç илнĕ /2 сумкăна пĕтĕм япалана чикеймĕн çав/, çавăнпа çанталăк сивĕтсен мĕн тăхăнăпăр-ши тесе кулянать. Паллах, ĕç тупсан мĕн кирлине хăех туянма пултарать вăл. Таврийск хулинче юлнă амăшĕпе пиччĕшĕсемшĕн те пăшăрханать. Украинăри лару-тăрупа кашни кунах паллашать.

Шута илме

ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енре Украинăран килнĕ 250 çынна йышăнма хатĕр. Вĕсене ведомствăна пăхăнса тăракан учрежденисене вырнаçтарма палăртнă. Тĕслĕхрен, пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсене /50 çын таран/ «Вăрман юмахĕ» тата «Хĕрлĕ парăс» санатори-профилакторие яма пултараççĕ. Аслăрах çултисем /пенсионерсем, инвалидсем/ валли Улатăр, Красноармейски, Куславкка, Шăмăршă, Çĕмĕрле районĕсенчи вăхăтлăх пурăнмалли центрсенче 60 вырăн уйăраяççĕ. Ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсенче 50-60 ача хÿтлĕх тупаять. Унсăр пуçне республикăри 60 çемье Украина гражданĕсене хăйсем патĕнче тÿлевсĕрех пурăнтарма хирĕç маррине пĕлтернĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «хĕрÿ лини» телефонĕн номерĕсене аса илтерер: 8 /352/ 26-13-49, 62-13-60.

Паллах, Украинăран тарса пирĕн республикăна килекенсен вăхăтлăх пурăнмашкăн ирĕк илмелли тата ытти документа тутармалла, унсăрăн вĕсем ĕçе вырнаçаймĕç. Миграци саккунĕсемпе çыхăннă ыйтусене федерацин миграци службин Чăваш Республикинчи управленине çак телефонпа шăнкăравласа уçăмлатма пулать: 8 /352/ 62-03-52.

Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби Чăваш Республикине куçса килме тата ĕçе вырнаçма хатĕр граждансем валли вакансисен ятарлă банкне хатĕрленĕ. Унта 28 предприяти-организацире 35 тĕрлĕ професси-специальноçпа 180 ĕç вырăнĕ пуррине палăртнă. Хăш-пĕр ертÿçĕ Украинăран тарса килекенсене ĕç опычĕсĕрех илме, вăй хунă вăхăтрах вĕрентме хатĕррине пĕлтернĕ. Ĕçе вырнаçас текенсен çак телефонпа шăнкăравламалла: 8 /352/ 55-53-40.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Е.Куповых ывăлĕпе Андрейпа

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.