Мĕн пур ĕç хĕвеле май çаврăнса пырать

26 Ноя, 2019

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕç кунĕ епле иртет? Мĕнле ыйтусене татса парать вăл кун каçа? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Ефимова патне ир-ирех çитрĕм.

Шыв юххин сассине итлеме кăмăллать

Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕ Трак енре чи пысăккисенчен пĕри. Вунă ял кĕрет. Маларах кунта виçĕ ял тăрăхĕ пулнă. 2006 çулта Яманак ял тăрăхне Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕпе пĕрлештернĕ. Паян 869 килте 1568 çын пурăнать. Яманак Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнче кăна мар, Красноармейски районĕнче чи пысăк ял шутланать. Ку хутлăхра Чăваш Республикинче упранса юлнă пĕртен-пĕр шыв арманĕ пур. Ăна 1948 çулта хута янă.
«Манăн кун ирхи 5 сехетре пуçланать. Ĕçе кайиччен выльăхсене — вăкăрпа пăрăва, чăх-чĕпе — тăрантаратăп. Мăшăрăм Василий Яковлевич валли апат хатĕрлесе хăваратăп. Ĕçе яланах саккăрччен çитме тăрăшатăп. Ĕçрен панă «Лада Калина» çăмăл машина пур. Анчах хамăн водитель прави çук. Васкавлă каймалла тăк — кÿршĕ каччинчен Вячеслав Еремеевран пулăшу ыйтатăп», — çапла пуçларĕ калаçăва Галина Ефимова. Галина Георгиевнăпа эпир Яманакра тĕл пултăмăр. Вăл çак ялта пурăнать. Пуçлăх ĕçе территорие пăхса çаврăннинчен пуçлать. Малтанах нимĕç инженерĕн пуçарăвĕпе лартнă Мăн Шетмĕ шывĕ çинчи шыв арманĕпе паллаштарчĕ.
«Çакăнта тăтăшах килетĕп. Шыв юххин сассине итлеме кăмăллатăп. Шывăн хăвачĕ çав тери пысăк. Пĕтĕм кăмăла уçать. Шыв вăйĕпе кунта ял çыннисем пайтах çăнăх авăртнă. Ял туризмне аталантарас тĕллевпе эпир ăна çĕнетесшĕн. Светлана Мефодьева ятарлă проект çырса хатĕрлерĕ. Ку ыйтупа республика Пуçлăхĕ патне те тухнă. Çитес вăхăтра ЧР Культура министерствине тепре çитесшĕн. Мăн Шетмĕ шывĕн хĕррипе валаксем тусан аван пулмалла. Сăмах май, ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе нумай ĕçлетпĕр. Ку ĕç нихăçан та вĕçленмест. Субботниксем йĕркелетпĕр, çырма-çатрана тасатсах тăратпăр. Йăлари хытă каяшсене пăрахма 10 ялта 18 вырăн хатĕрлерĕмĕр, евроконтейнерсем лартрăмăр», — каласа кăтартрĕ Галина Георгиевна.

Плана пĕр каçрах çырнă

Пирĕн çул Çирĕклĕ ялнелле выртрĕ. «Пуçаруллă бюджет» программăпа кунта халăх пухăнмалли çурт /пĕчĕк клуб теме те пулать ăна/ тăваççĕ. Унăн тăррине витнĕ. Шалти ĕçсене тумалли юлнă. Кунта Анатолий Федоров, Леонид Степанов, Евгений Иванов ĕçлеççĕ. Луиза Иванова вĕсене вĕри апат пĕçерсе çитерет. «Çĕнĕ çулччен çурта туса пĕтересшĕн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса пĕлтĕр çĕнĕ палăк лартрăмăр. Вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле Ешкилтре те паттăр салтаксене асра тытса палăк çĕклесшĕн. Çулталăк пуçламăшĕнче хам валли план турăм: лартăм та пĕр каçрах кашни ялта чи малтан тумалли ĕçсене палăртрăм. Çулталăк вĕçленсе пынине шута илсе нумаях пулмасть ăна тишкертĕм. Палăртнă ĕçсен 80 процентне пурнăçланă. 20 процентне туса çитереймен. Вĕсем çитес çула куçаççĕ», — паллаштарчĕ Галина Георгиевна.
Кун хыççăн Ешкилт ялнелле çул тытрăмăр. Яла пырса кĕнĕ çĕрти Хĕвел тухăç урамĕнче пуçлăх чунне ыраттаракан самант пуррине пытармарĕ. Çĕнĕ капмар çуртсенче пурăнакансем хальлĕхе çут çанталăк газĕпе усă кураймаççĕ. Ешкилтре шыв пăрăхĕ те начар, ăна та улăштармалла. «Газ кĕртме проектăн 80 процентне хатĕрленĕ. Çитес çул нухрат тупса çак ĕçе вĕçлесчĕ. Кăçал Ешкилтре «Пуçаруллă бюджет» программăпа ача-пăча площадки турăмăр. Валерий Захаров староста йĕркелесе ертсе пынипе тăкаксене саплаштарма халăхран та укçа пухрăмăр. Расхутсен 80 процентне тĕрлĕ бюджетран уйăрнă, 20 процентне ял-йыш пуçтарчĕ. Ентешсем пуçарулăхĕпе савăнтарчĕç, хавхаланса ĕçлерĕç. Площадкăна çурла уйăхĕнче савăнăçлă лару- тăрура, концерт лартса, уçрăмăр. Халăх çыравне хатĕрленсе урам ячĕсене, çурт номерĕсене çĕнĕрен çырса çапрăмăр», — ăнлантарчĕ пуçлăх.
Çула май Яманак çăвине кĕрсе тухрăмăр. Галина Ефимова пĕлтернĕ тăрăх, кунта виçĕ ял — Яманак, Ешкилт тата Çирĕклĕ — пытарать. 2017 çулта «Пуçаруллă бюджет» программăпа çăва картине тытнă, хапхине тунă. Кăçал çурт хута янă. Çăвана пăхсах тăраççĕ. Çулсеренех Çимĕк умĕн йывăçсене касаççĕ, хăрнă туратсене пухаççĕ, тирпей-илем кĕртеççĕ.
Унтан пирĕн çул Ванюшкасси еннелле выртрĕ. Кăçал Пшонкăран Ванюшкассине каякан çула асфальт сарнă. Маларах вĕтĕ чуллă çул пулнă. «Пĕтĕм ĕçе Ванюшкасси ялĕнчен пуçлатăп. Мĕншĕн тесен вăл хĕвел тухăçĕнче вырнаçнă, ĕçсем хĕвеле май пулса пыраççĕ. Уçăмлă ял, пухусене те чи малтан çак ялта ирттеретĕп. Хитре, капмар çуртсем çĕклеççĕ кунта пурăнакансем. Çулла Ванюшкассинчи Çăкалăх урамне вĕтĕ чул, асфальт кĕрпи сартăмăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăка çитес çул çĕнетесшĕн, Паллă урама та йĕпе-сапара чăрмавсăр кĕрсе тухмалла тăвасшăн», — тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ Галина Георгиевна. Вăл кунта ял старостипе Анатолий Леонтьевпа тĕл пулчĕ. Анатолий Николаевич пире çăва çинче тунă ĕç-хĕл çинчен каласа пачĕ. 2014 çулта Ванюшкассисем Вадим Николаевăн пуçарăвĕпе самай пысăк часавай лартнă. «Кăçал çăва тавра тытнă кивĕ картана сÿтсе çĕннине хăтларăмăр. Тимĕр хапха турăмăр. Çĕнĕ пÿрт валли никĕс ярса хăвартăмăр. Ăна çитес çул Çимĕк тĕлне çĕклесшĕн. Ватăлнă, çÿллĕ ÿснĕ йывăçсене пĕчĕккĕн касса пыратпăр. Ял халăхне тав сăмахĕ калас килет. Кирек епле ĕçе чĕнсен те турткалашмаççĕ, тÿрех тухаççĕ», — калаçăва хутшăнчĕ Анатолий Николаевич. Галина Ефимова пĕлтернĕ тăрăх, Яманак чиркĕвĕн пачăшки Александр атте те Яманак çăви çывăхĕнче часавай тăвасшăн. Паллах, ĕç-пуç мĕнле пуласси халăх шухăш-кăмăлĕнчен нумай килет.

Ял çыннишĕн сурăх та шел мар

Кĕçĕн Шетмĕне, ял тăрăхĕн администрацине, таврăнма та вăхăт ĕнтĕ. Галина Георгиевна ку ялта пĕр вăхăт староста пулманнине аса илчĕ. Унсăр вара ниепле те май çук. «Эпĕ хам пек чĕрĕ çынсене юрататăп. Вĕрентекенре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, ялта лавкка тытакан Галина Никифоровăпа калаçса пăхрăм. Галина ятлисем вăр-вар, çивĕч. Староста ĕçне пурнăçлама килĕшрĕ. Галина Васильевна çĕртме уйăхĕнче халăха пуçтарса субботник йĕркелерĕ, çăвана тирпей-илем кĕртрĕ. Кирпĕч завочĕн директорĕ Николай Угаслов кирпĕч парса пулăшрĕ. Халăх 2 кунра çăва пÿртне туса лартрĕ. Çавăн чухнех картине тытрĕç, хапхине хăтларĕç. Кайран пурте пĕрле шÿрпе пĕçерсе çирĕмĕр. Çак тĕллевпе килти сурăха пусса патăм», — каласа кăтартрĕ Галина Георгиевна.
Кĕçĕн Шетмĕ салинче 1731 çулта йывăç чиркÿ лартнă. 1886 çулта ăна кирпĕчрен купаланă. Шел те, 1935 çулта пăснă. Кирпĕчне Красноармейскине турттарнă, МТС, шкул купаланă çĕрте усă курнă. 1980 çулта Кĕçĕн Шетмĕре кĕлĕ çурчĕ ĕçлеме пуçланă.
«Эпĕ Шупашкар районĕнчи Мăн Карачура ялĕнче рабочипе служащин килĕнче çуралнă. Çемьере 7 ачаччĕ: 5 хĕрпе 2 ывăл. Анне çурма вырăс, çурма чăваш йăхĕнчен пулнă. «Турă панă пилпе», — тесе калас килет хамăн пурнăç, ял тăрăхĕнче ĕçлени пирки. Аннен ашшĕ ял канашĕн пуçлăхĕнче вăй хунă. Кукамай учительница пулнă. Выçлăх çулĕсенче вăл Чăваш Ене Ленинградран килнĕ. «Сирĕнтен хăшĕ те пулсан ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлĕ-ши?» — тетчĕ анне пурăннă чухне. Шел, эпĕ çак лава туртнине кураймарĕ… Аппасем Розăпа Люда пулăшса, хавхалантарса пычĕç. Роза Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче зоотехника вĕренчĕ. Эпĕ те ун çулĕпе каяс терĕм. Тĕрĕссипе, кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулас килетчĕ. Çулсем иртсен ĕмĕтĕме ывăлăм Сергей пурнăçа кĕртрĕ. Вăл яла таврăнчĕ, Карай шкулĕнче химипе биологи, информатика вĕрентет. Ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илнĕ чухне агрономи факультечĕн студенчĕпе, Яманак каччипе Василий Ефимовпа, паллашрăм. Унăн амăшĕ пурнăçран уйрăлнăччĕ, ашшĕ пĕчченех пурăнатчĕ. 3-мĕш курс хыççăн пĕрлешрĕмĕр. «Шупашкар çывăхĕнчи ялти хĕрача мĕн тесе çак яла килнĕ?» — тĕлĕнетчĕç Яманаксем. Ял мана ытларах илĕртнĕ. Мĕнле калаççĕ ватăсем: «Йĕппи ăçта — çиппи çавăнта». Диплом илнĕ хыççăн манăн ăратлă выльăх ĕрчетекен хуçалăхпа ĕçлеме каймаллаччĕ. Василипе ашшĕ манăн документсене яла илсе кайнă… Çапла вырăнти «Красное Сормово» хуçалăхра зоотехник-селекционерта 7 çул ĕçлерĕм. Анчах штата кĕскетрĕç те ĕçсĕр юлтăм. Шкулта икĕ çул лаборантра вăй хутăм. Ачасене кино кăтартаттăм. Çав вăхăтрах Яманак ял тăрăхне çĕр йĕркелекенре ĕçлеме чĕнчĕç. Анчах Шупашкара виçĕ уйăхлăха вĕренме каймалла. Килте мăшăрăмпа тата хуняçапа калаçрăм та — хирĕç пулмарĕç. Ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе свидетельство илтĕм. 1993 çулта ял тăрăхĕнче ĕçлеме пикентĕм. 26 çул иртни сисĕнмерĕ. 2014 çултанпа — пуçлăх. Мăшăрăмпа ачасем, тăвансем мана пулăшса пыраççĕ. Хĕрĕм Аня çемьеллĕ. Вăл — ветврач. Кĕрÿ те çав профессиех суйланă. Упăшкан пиччĕшĕн мăнукне Настьăна 5-ре чухне усрава илтĕмĕр. Çемье йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕччĕ те пулăшас терĕмĕр. «Пĕр хуранти яшка пурне те çитет», — терĕмĕр мăшăрăмпа. Паян пирĕн виçĕ мăнук. Виççĕмĕшне Настя парнелерĕ. Упăшка халĕ вырăнти хуçалăхра сĕт-çу блокĕнче слесарь-операторта тăрăшать. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.