Уяв ентешсене пуçтарчĕ

8 Июл, 2014

Чăвашсен ламран лама пыракан уявĕсенчен пĕри - Акатуй. Ун пирки хаçатра çырса кăтартнă. Çав вăхăтрах Тутарстанпа Самар хутлăхĕсенчи йăхташсем çурхи ĕçсем хыççăн паллă тăвакан пысăк праçник Уяв ятпа çÿрет.

Акатуй тата Уяв. Çыхăну пур-ши вĕсен хушшинче? Уççи-хуппине тупас тени истори ăслăлăхĕсен докторĕн Екатерина Ягафовăн "Самарские чуваши /историко-этнографические очерки/. Конец XII - начало XX вв." кĕнекене алла тыттарчĕ.

Автор Самар хутлăхĕнчи тата Тутарстанри Çарăмсан тăрăхĕнчи чăвашсен йăли-йĕркине тарăн тишкернĕ. Вăл палăртнă тăрăх - Уяв ытларах анатри чăвашсем, уйрăмах Хусан уесĕнчен куçса килнĕ йăхташсем тĕпленнĕ вырăнсенче иртнĕ. Пăва, Теччĕ чăвашĕсем те çак терминпа усă курни паллă.

Василий Магницкий шухăшĕпе - Çинçепе Уяв пĕр япалах. "Хăш-пĕр вырăнта Çинçене Уяв теççĕ",- çырнă вăл. Николай Ашмаринăн "Чăваш сăмахĕсен кĕнекинче "Уяв" - сăмаха ăнлантарнă май çапла калани пур:"Уяв - çинçе - çимĕкпе утă хушши" /195. 5 кăларăм/.

Екатерина Ягафова ăсчах çакăн пек пĕтĕмлетÿ тăвать: Уяв, пĕр енчен, Çинçепе пĕр пĕлтерĕшлĕ, тепĕр енчен, Вăйăпа та. Асăннă термин икĕ ăнлава палăртнă. "Уяв" сăмахпа усă курнă тăрăхра "Çинçе" тата "Вăйă" сăмахсем тĕл пулман.

Уяв çуллахи Микуларан пуçланса Питравччен тăсăлнă. Уяв юррисене çав вăхăтра кăна юрланă.

Ăсчах тата çак саманта та палăртса хăварнă: "Турама, Ухинккел тата ытти тăрăхра Çинçе умĕн юн кун Акатуй е Сабантуй ирттернĕ... Çав вăхăтрах Çарăмсан тăрăхĕнчи ялсенче Акатуй пирки пĕлмеççĕ, кунта йăлана кĕнĕ вăйăсене, утпа чупассине Уявра ирттернĕ... Унта каçчен юрласа савăннă, вăйă картине тăнă. Унсăр пуçне тĕрлĕ ăмăрту та ирттернĕ..."

Шăпах çапла пулчĕ те утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Тутарстанри Нурлатра - Пĕтĕм Раççейри чăвашсен саккăрмĕш Уявĕ иртрĕ.

Унта сумлă хăнасем хутшăнчĕç: Тутарстан Республикин премьер-министрĕ Ильдар Халиков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Фатих Сибагатуллин, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Тутарстан Республикин культура министрĕ Айрат Сибагатуллин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Тутарстанри чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Константин Яковлев, Тутарстанпа Чăваш Ен культурăпа искусство ĕçченĕсем, регионсенчи чăваш наци культура автономийĕсен ертÿçисем тата ыттисем те.

Уяв вырăнĕ - илемлĕ те пысăк тÿрем. Ятарласа хатĕрленĕ сцена патне çитиччен хăнасен темиçе "карта" витĕр тухма тиврĕ: чи малтанах вĕсене чăваш йăлипе çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç, унтан юрă-ташă ăстисем хупăрласа илчĕç, купăсçăсен ушкăнĕ чăваш кĕввисемпе тыткăнларĕ. Кунтах - Кама леш енче пурăнакансен историйĕн регионти музейĕн ĕçченĕсем тăратнă пир япаласем, çывăхрах - Элкел районĕнчи Хусанкай ялĕнчи Петĕр Хусанкай музейĕн экспоначĕсем, тепĕр темиçе утăмра - ача-пăча пахчи. Кунта Аслă вĕрентÿçĕ Иван Яковлев уçнă пĕрремĕш шкул, паянхи шăпăрлансем авалхи ача вăййисемпе паллаштараççĕ... Пĕтĕмпех чăн пурнăçра пулса иртет тейĕн. Çак йăла-йĕркесене хăй вăхăтĕнче кăштах та пулин курма, чунпа туйса илме тивнĕрен уйрăмах ăшшăн йышăнтăмăр.

Уява Нурлат муниципалитет районĕн пуçлăхĕ Равиль Кузюров уçрĕ.

- Уяв ниçта та мар, пирĕн тăрăхра иртнишĕн чун-чĕререн хĕпĕртетĕп, - терĕ Равиль Афраимович. - Чăвашсем йышлă пурăннипе çеç мар, хăйсен хастарлăхĕпе палăрнипе те çак чыса тивĕçнĕ. Нурлатсем Уява питĕ килĕштереççĕ, чăвашсем çеç мар, унта ытти халăх çыннисем те кăмăлтан хутшăнаççĕ. Районта чăвашсем йышпа иккĕмĕш вырăнта, кунти 11 шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ. Пултаруллă ачасем тĕрлĕ конкурса хутшăнса район сумне çĕклеççĕ. Кăçал, сăмахран, Нурлатăн çамрăк шанăçĕсем республикăра иртекен "Чăваш шăпчăкĕсем" конкурсра пĕрремĕш вырăна тухрĕç, гала-концерта хутшăнчĕç.

Чăвашлăхпа çыхăннă мероприятисем кăçал районта темиçе те пулнă. Ака уйăхĕнче - Иван Яковлев çуралнă кун - Нурлатра республикăри культура ĕçченĕсем, халăхăн авалхи йăли-йĕркисене хальхи условисенче упраса хăварассишĕн яваплисем, пуçтарăнчĕç. Районта чăвашла тухса тăракан хаçат та чун апачĕ вырăнĕнче. Ун çумĕнче пилĕк çул ытла ĕнтĕ "Асамат" пултарулăх пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Çыравçăсен сăвви-калавĕ кĕнеке хальлĕн кун çути курма пуçларĕ. Чăваш фольклор коллективĕсем - районăн сумне, чысне çĕклекенĕсем. Чăваш наци конгресĕпе тытакан çыхăнусем те çирĕп. Уяв чăн-чăн туссене пуçтарать.

Ильдар Халиков премьер-министр праçнике хутшăнакансем патне Тутарстан Республикин Президенчĕн Рустам Миннихановăн саламне çитерчĕ:

" Уяв - республика пурнăçĕнчи паллă тата яланах тулли кăмăлпа кĕтекен пулăм. Вăл тытса пыракан йăла-йĕрке чăваш халăхĕн культура, наци пуянлăхне, хăй евĕрлĕхне ламран лама парса пыма пулăшать. Асăннă праçник пурне те ырă кăмăл-туйăм парнелетĕр, ĕçлеме, пысăк çитĕнÿсем тума хавхалану кÿтĕр," - тенĕ салам çырăвĕнче.

Ильдар Шавкатович хăй енчен Тутарстанра пурăнакан 120 пине яхăн чăваш ячĕпе ырă сăмахсем каларĕ. Тутарстанра тĕпленсе пурăнакан халăхсен культурипе йăли-йĕркине упраса хăварасси тата малалла аталантарасси республикăн культура тытăмĕнчи патшалăх политики пулнине палăртрĕ. Республикăра йышпа виççĕмĕш вырăнта тăракан халăх пур енĕпе те маттур, унран тĕслĕх илмелли пайтах терĕ вăл.

Ильдар Халиков шăпах унашкаллисенчен пĕр ушкăнне ТР Министрсен Кабинечĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Вĕсем: Нурлат муниципалитет районĕн "Теремок" ача сачĕн ертÿçи Татьяна Фадеева, ТР Аслă сучĕн судйи Александр Огнев.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов уява хутшăнакансемпе ун хăнисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ячĕпе саламларĕ. Çак шухăша палăртрĕ:

- Икĕ республика ертÿçисем хăйсем ĕçлеме пуçласанах çитсе курнă Уява. Вĕсем ырă суннипе Уяв çулран çул вăйланса тата анлăланса, илемленсе пырать. Тăванла икĕ халăх туслăхĕ малалла та аталантăр. Эпир хамăр та, сăмахран, ТР патшалăх Канашĕн Председателĕпе Фарид Мухаметшинпа питĕ çывăх. Вăл маншăн тус-юлташ çеç мар, вĕрентÿçĕ те.

Юрий Алексеевич та наградăсемпе пынă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине Тутарстанри Теччĕ хулинчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Володар Тимофеев тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн Хусанти предствительствин библиотекарĕ Светлана Яковлева тивĕçрĕç.

Тутарстанри чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Константин Яковлев икĕ республика ертÿçисене Уява çÿллĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн тав турĕ.

Пирĕн хутшăнусем ахаль те начар мар-ха. "Çыхăну тата та вăйлăрах пулмалла,"- тет икĕ енĕ те. Тĕллеве пурнăçа кĕртрĕç - Тутарстан тата Чăваш Ен культура министрĕсем Айрат Сибагатуллинпа Вадим Ефимов культура тата искусство енĕпе килĕштерсе çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан Килĕшĕве алă пусрĕç.

Уявăн официаллă пайĕ çакăнпа вĕçленчĕ. Юрă-кĕвĕ, ташă-кулă пуçличчен авалхи йăлапа мăчавăр кĕлĕ вуларĕ:

- Эй, тăвансем, ял-йышсем, хаклă хăнасем! Паян эпир Аслă Уява пухăнтăмăр, ырлăхлă ĕç пуçлас терĕмĕр.

Эй, ырă çĕр ашшĕ!
Эй, ырă çĕр амăшĕ!
Мухтав сана, тĕнчене пултарнă Аслă хăват!
Мухтав сире, вăй-хал паракан çĕрпе пĕлĕт, вутпа шыв!
Тайма пуç сана, сăваплă ырă хĕвĕл!
Уява килнĕ кашни çынна ырлăхпа сывлăх хушшинче пурăнма ирĕк парăр.
Тус çумне тус хушăнтăр,
Мул çумне мул хушăнтăр.
Ача-пăча хушăнса пытăр: сак тăрăх сакăр ывăл чуптăр, урай тăрăх ултă хĕр уттăр,
Ĕмĕрĕсем сурпан пек таса та вăрăм пулччăр.
Палăртнă ĕçе йĕркеллĕ ирттерме ирĕк парăр.
Сирĕнтен ырлăха шанса пуç таятпăр.
 

Ун хыççăн, Уяв уçăлнине систерсе, çĕре хурăн туратне çапса кĕртрĕç, сывлăша шап-шурă кăвакарчăнсене вĕçтерсе ячĕç. Пултарулăх коллективĕсем, Тутарстанăн, çавăн пекех Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килсе çитнĕскерсем, 1500 ытла çын, Уяв картине тăчĕç, чуна пырса тивекен юрăсене шăрантарма пуçларĕç.

Шăпах çакăн пеккине курнă, итленĕ пулĕ хăй вăхăтĕнче вырăссен паллă писателĕ Николай Гарин -Михайловский. "Çук нимĕнле оперăпа та танлаштарма çук ăна, çакна курмалла, туймалла,"- тенĕ вăл. Эпир унта пултăмăр.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: