Унăн юратăвĕ ылтăнран хаклă
«Аннене нимĕнле мулпа та, кĕмĕлпе те, ылтăнпа та илме çук», — палăртрĕç чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне пухăннисем. Çак кун Амăшĕн кунне халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Аса илтеретпĕр: Раççейре Амăшĕн кунне 1998 çултанпа уявлаççĕ.
Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕпе Ашшĕсен канашĕ йĕркеленĕ праçнике республикăри чи маттур та пултаруллă, ял-йышра ырă ят çĕнсе илнĕ, хăйсен тата усрава илнĕ ачасене ÿстерекен, çемье пуянлăхне упракан амăшĕсем пухăннă. Вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламларĕ. «Чĕре ăшшине, вăй-хала юратнă ачăрсемшĕн шеллеменнишĕн тав тăватăп сире», — терĕ. Малалла вулас...
Роза ВЛАСОВА.
Комментировать