Татьяна АРХИПОВА: «Олимп пьедесталĕ çине тепĕр хут хăпарас килет»
Спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Вăрмар районĕнчи Карăкçырми ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Архипова /Петрова/ 2012 çулта Аслă Британире иртнĕ Олимп вăййисенче марафон турнирĕнче бронза медаль çĕнсе илсе пĕтĕм çĕр-шыва тĕлĕнтернĕччĕ. Анчах та юлашки çулсенче Чăваш Ен ят-сумне çÿле çĕкленĕ спортсменка таçта «çухалчĕ». Сăлтавĕ те пур - вăл декрет отпускĕнче. Хусанта пурăнать. Паллă марафонçă паян мĕнле ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать-ха?
Олимп вăййисен бронза призерĕнчен илнĕ интервью «Спорт страници» ятарлă кăларăмра кун çути курчĕ. Унтах Чăваш Ен 2015 çулта Шупашкарта иртекен Европа чемпионатне хатĕрленни, Комсомольскинчи спорт шкулĕ çинчен вуласа пĕлме пулать.