Ăмăртуччен - çулталăк

8 Июл, 2014

2015 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе командăсен Европа чемпионачĕ иртĕ. Чăваш Енре ăмăртăва хатĕрленес ĕç вăй илсе пырать.

Пĕлтерĕшлĕрех те анлăрах

Чемпионата пуçласа 2009 çулта йĕркеленĕ. Çак тапхăрччен унăн ячĕ урăхла пулнă - Европа кубокĕ. 1965 çултанпа ирттерекен ăмăртăва çĕнетсе улăштарнă хыççăн вăл пĕлтерĕшлĕрех те анлăрах пулса тăнă. Европăри çĕр-шывсене спорт кăтартăвĕсемпе темиçе лигăна пайлаççĕ: суперлига, 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш лигăсем. Шупашкарта иртекенни суперлига шутланать, унта Европăри чи лайăх 12 команда хутшăнать. Вĕсен йышне Раççей те кĕрет. Хĕрарăмсем те, арçынсем те спортăн 20 енĕпе тупăшаççĕ: 100 м, 200 м, 400 м, 800 м, 1500 м, 3000 м, 5000 м, çÿллĕшне, тăршшĕне тата шалчапа сикесси, йĕтре тĕртесси, диск, сăнă тата мăлатук ывăтасси, çавăн пекех атлетсем чăрмавсем урлă 100, 400 тата 3000 метрлă дистанцисенче чупаççĕ, 4:100, 4:400 м эстафетăсенче тата виçĕ енлĕ кĕрешÿре тупăшаççĕ. Ăмăртăва кашни командăран пĕр спортсмен е ушкăн хутшăнать. Пĕрремĕш вырăна тухсан пухмач 12 очкопа пуянланать, иккĕмĕш пулсан - 11, виççĕмĕш - 10, тăваттăмĕш - 9...

2009 çулта Португалире иртнĕ пирвайхи чемпионатра Раççей команди иккĕмĕш пулнă, тепĕр çул тăван çĕр-шыва çĕнтерÿпе таврăннă. 2011 çулта та - пĕрремĕш вырăнта. 2012 çулта Олимп вăййисене пула ăмăртăва ирттермен. Ытти çул чемпионата Норвеги, Швеци, Аслă Британи йышăннă, кăçал Германири Брауншвейг хулинче иртнĕ. Унта Раççейĕн пĕрлештернĕ команди пухмача 25 медальпе пуянлатса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Палăртма кăмăллă: чемпионатра Чăваш Ен чысне шалчапа сикекен Анжелика Сидорова хÿтĕленĕ. Телее, ăна ăннă - хăйĕн кăтартăвне çĕнетсе пике «ылтăн» çĕнсе илнĕ. Европăн çăмăл атлетика пĕрлешĕвĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн тепĕр çул Шупашкарти ăмăртăва çак çĕр-шыв командисем хутшăнаççĕ: Раççей, Германи, Франци, Аслă Британи, Польша, Украина, Испани, Швеци, Итали, Беларуç, Норвеги тата Финлянди.

 

Санăн çĕр-шыв - санăн команда!

Çак кунсенче Шупашкар хула администрацийĕнче брифинг иртнĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене Германирен таврăннă ЧР Физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельниковпа хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хуравланă.

Пирĕн ентешсем Германие кайса килни çинчен каласа панă. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх - Брауншвейг - илемлĕ те хăтлă хула, унта чылайăшĕ спортпа туслă, велосипедпа çÿреме лайăх, унти çул-йĕр те аван. Нимĕçсем ăмăртăва пысăк шайра йĕркеленине, çавăнпа Шупашкарсен тата та вăйлăрах хатĕрленмеллине палăртнă. «Чемпионат ăмăртăвăн кун-çулĕнче чи чапли пулмалла. Çакна тумашкăн пирĕн услови те çителĕклех», - тенĕ спорт министрĕ.

Брауншвейгра хула пуçлăхĕпе министр пулас ăмăртăвăн тĕп хулипе, республикăн спортри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Çавăн пекех чемпионатăн партнерĕсемпе тĕл пулнă. «Паянхи тĕп ыйтусенчен пĕри вăл - «Олимпийский» стадиона çĕнетесси. Мĕншĕн тесен вăл тĕнче стандарчĕсемпе килĕшсе тăмасть, çавăнпа хăш-пĕр лапама юсамалла. Ĕçсем утă уйăхĕнче пуçланмалла. «Энергия» тата «Спартак» стадионсенче те çĕнетмеллисем пур», - пĕлтернĕ Сергей Мельников. Çавăн пекех çак уйăхра чемпионатăн ятарлă сайчĕ ĕçлеме пуçлĕ, çывăх вăхăтрах билетсем хатĕрлеме тытăнĕç, хула урамĕсенче реклама материалĕсене çакса хурĕç. Хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов вара хулана хăтлăлатас ыйтăва хускатнă. «Аэропортпа вокзалсен хăнасене кĕтсе илме хатĕрленмелле, транспортпа тивĕçтерес ыйтăва та паянах татса памалла, хăна çурчĕсене йĕркене кĕртмелле», - тенĕ вăл.

Чепионатăн тĕп сăмахĕсем çапла янăраççĕ: «Санăн çĕр-шыв - санăн команда!» Ăмăртăвăн тĕп сăнĕ - Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский. Чăваш Ене 2000 яхăн çын килмелле, вĕсен йышĕнче - спортсменсем, тренерсем, команда представителĕсем, тÿре-шара, журналистсем... Чемпионатра 600 яхăн волонтер ĕçлĕ, хальхи вăхăтра вĕсене суйлас ĕç пырать. Чылайăшĕ тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче - Универсиада, Олимп тата Паралимп вăййисенче - опыт пухнă.

Германие çăмăл атлетсен Пĕтĕм Раççейри федерацийĕн тĕп секретарĕ тата Европа чемпионачĕн йĕркелÿ комитечĕн ĕç тăвакан директорĕ Михаил Бутов та çитсе курнă. «Р-Спорт» информаци агентствин корреспондентне вăл çапла пĕлтернĕ: «Ăмăртăва йĕркелес ĕçе Германири чи пултаруллă çынсем хутшăннă. Хăшĕ-пĕри Шупашкара та пыма шантарчĕ. Вĕсен ĕçне пурте пысăк хак пачĕç. Эпир вĕсен лайăх енĕсене шута илĕпĕр, çапах та пирĕн чаплăрах тата хамăрла пулмалла. Раççейре те, Чăваш Енре те пултаруллă çын сахал мар». Вăл хăш-пĕр вăрттăнлăх пирки те каласа панă: чемпионатчен хулара йăлана кĕнĕ массăллă чупу иртĕ, спорт уявĕ Хĕрлĕ тÿремре пуçланĕ.

Пулас ăмăртăвăн уйрăмлăхĕсене Егор АНДРЕЕВ тĕпченĕ

Рубрика: