Шурă анчăк
Пирĕн ялти Жантай кинемей çинчен илтмен çын çук та пулĕ таврара. Унăн тĕлĕнче яланах çынсем пухăнса тăнине курма пулать. Укăлча умĕнче ют машина е кутамккаллă çул çÿревçĕ курăнчĕ пулсан вăл Жантай кинемей патне çул тытни пирки иккĕленмесĕрех калама пулать. Эпĕ хам миçе хутчен çул кăтартса янă çавăн пеккисене: мечĕтрен масар еннелле утмалла, ял хĕрринче улăм витнĕ пĕчĕк пÿрт ларать. Çак пÿрт тăрри – ялта пĕртен-пĕрре. Çак тăрă айĕнче пурăнать те ĕнтĕ Жантай карчăк. Килнĕ çын ăнланманнискер пулсан хăш-пĕр чухне ăна тĕплĕрех каласа пама тивет. Карчăк çурчĕ улăм витнĕскер, Хазят учитель çуртĕнчен икĕ кил урлă тесе. Хазят çуртне тупма вара çăмăл – тăрă айĕнче яланах çуркунне те, кĕркунне те, хĕрлĕ ялав çакăнса тăрать. Хĕрли вăл ялавра кушак куççулĕ чухлĕ те çук, хĕвел çинче тĕссĕрленнĕскер тахçан хĕрлĕ пулнине Хазят коммунист урăхла тĕслĕ ялав çакма пултарайманни çеç ĕнентерет. Паллă ĕнтĕ, çурри таран çĕр айне пусăрăнса кĕнĕ чипер мар кивĕ çурта ялавпа илемлетни – кукăр ураллă хĕре çинçе пĕçĕллĕ шăлавар тăхăнтартниех, анчах мĕн тăвăн, шăллăм, çавăн пек çынсем пурăнаççĕ пирĕн ялта.
Тĕрĕссипе каласан, Жантай карчăка эпĕ пĕрре те курман, питĕ кăсăклă, пирĕннисенчен кам та пулин курнă-и-ха ăна? Темиçе çул каялла унпа пирĕн председатель Равиль Галыч калаçнă теççĕ. Карчăк çурчĕн улăм витнĕ тăрри уншăн шур илнĕ куç пекех туйăннă. Çавăнпа пĕррехинче вăл кинемейĕн алăкне пырса шакканă. Анчах алăк урати урлă каçса çăварне уçса та ĕлкĕреймен, карчăк хăй калаçма пуçланă: «Тĕллевÿсем лайăх санăн, ывăлăм, камччĕ çав… Эпĕ вара яланах улăм тăрă айĕнче пурăннă, пурнăç вĕçленнĕ тĕле ăна тимĕр тăрăпа улăштармăп. Турă сывлăх патăр, мĕншĕн тесен часах сана хысна çурчĕ кĕтет...»
– Сан çурту мĕн пур ÿкерчĕке пăсать, эпир кăштах юсаса тимĕрпе витсен кулма пуçлать-çке вăл!.. – хăйĕннех пеме хăтланнă Равиль Галыч. Анчах карчăк та тÿрккеслĕхне кăтартнă – шăлсăр çăварĕпе тем пакăлтатать, каялла чакма шутламасть: «Тимĕр витĕр хĕвел ман чуна кĕреймест». Турăшăн та çапла каларĕ! Улталатăп пулсан ĕмĕр телей курам мар! Чăн-чăн калай тăрра йышăнмарĕ вĕт ăсран тайăлнă хĕрарăм! Çавах та Равиль Галыч ун патĕнчен çунатланса тухрĕ. Темиçе кун маларах ăна район пуçлăхĕ тем систерсе каланă пек туйăнчĕ, апла пулсан хăй патне илес шутлă тесе шутларĕ вăл халь. Ял халăхĕ «хысна çурчĕ» тенине хăйне евĕр ăнланнă. Хăй майлă ăнланса хăйсем тĕллĕн кулакансем те тупăннă. Кăштах маларах кайса çапла каласшăн: икĕ енĕ те тĕрĕсе тухнă. Малтан Равиль Галыч районта пысăк вырăна ларнă, кăштахран ăна çав вырăна, халăхра «хысна çурчĕ» тенĕскере, куçарнă.
Жантай кинемей патне çынсем кăнтăрла çеç мар, çĕрле те çÿренĕ. Малалла вулас...
Ркаил ЗАЙДУЛЛА. Евгений ТУРХАН куçарнă.
Комментировать