Пуянсем концерта мухтанма çеç çÿреççĕ-ши?
Демпит, канифоль, сурдина, фермата, сольфеджио, сольмизаци... Çак сăмахсен пĕлтерĕшне нумайăшĕ ăнланмасть. Василий Журкин вĕсем çинчен çĕрле ыйхăран вăратсан та каласа параять. Ку ăнлавсемпе вăл садике çÿренĕ вăхăтрах паллашма пуçланă.
Васьăна амăшĕ Татьяна Михайловна пĕчĕклех «ĕçе» кÿлĕнтернĕ. Тăватă çулта чухне арçын ача Шупашкарти В.П.Воробьев ячĕллĕ 2-мĕш музыка шкулне çÿреме тытăннă. Унта кайма пĕрре те кăмăл пулман унăн, çапах амăшĕн сăмахĕнчен иртмен. Çавăншăн çывăх çыннине халĕ пысăк тав сăмахĕ калать. Шкул ÿсĕмне çитсен Вася тĕп хулари 4-мĕш гимназие сукмак хывнă.
— Анне тархасланăран музыка шкулне çÿреме чарăнмарăм. «Тата пĕр-икĕ çул çÿресе пăх-ха. Чуну пачах та туртмасан тек хистемĕп», — ыйтатчĕ вăл. Эпĕ урамра çапкаланса çÿресрен питĕ хăратчĕç аттепе анне. Ĕçлекен çын пек килтен ир-ирех тухса каяттăм та каçхине тин таврăнаттăм. Икĕ пĕлÿ çуртĕнчи классем пĕрешкел пыратчĕç. 2-мĕш класра ăс пухнă чухне пурнăçăм кĕтмен çĕртен улшăнчĕ. Малашлăха мĕнле çулпа утмалли палăрчĕ, — аса илчĕ Василий кĕвĕ тĕнчипе епле çывăхланнине. — Асăннă тапхăрта музыка шкулĕнчи вĕрентекен Наталия Серегина мана: «Василий, санăн пысăк пуласлăх. Эсĕ пĕтĕмпех пултаратăн. Атя конкурса хатĕрленер», — терĕ.
Хĕлĕхлĕ сĕркĕчлĕ инструментсем калакан çамрăксен хушшинче йĕркеленĕ республика шайĕнчи конкурса хатĕрленме тытăннă вĕсем. Çур сехетлĕ программа валли вĕсем нимĕç композиторĕн Оскар Ридингăн кĕсле каламалли «Концертино» юррине, Итали халăхĕн купăсçин Никколо Паганинин «Кантабиле» партине, Виктор Ходяшевăн пьесине, Филипп Лукинăн романсне суйланă. Çанă тавăрса, канмалли кунсăр вĕренни харама кайман.
— Сцена çине тухсан пурте тĕлĕнчĕç, мĕншĕн тесен асăннă программа 2-мĕш класран аслăраххисем валли шутланнă. Мана, вĕрентекенĕме пырса саламлама тытăнчĕç. Эпĕ, пĕчĕкскер, ун-кун пăхса тăтăм. Ун чухне çак пулăм мĕн тери пысăк вырăн йышăннине ăнлансах кайман. Эпир çавăн чухне иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр, — иртни çинчен хавхаланса калаçрĕ каччă.
Журкинсен пĕртен-пĕр ывăлĕ çав конкурс хыççăн юрист е экономист пулас ĕмĕтне пăрахăçланă. Мусăкçăсен пĕр конкурсĕ хыççăн теприне хутшăннă, пĕр çитĕнÿ хыççăн теприне тунă. Василишĕн чи хакли — музыка шкулĕнче юлашки çул вĕреннĕ чухне Минскра иртнĕ çамрăк сĕрме купăсçăсен Европа кубокне хутшăнса чи вăйлисен йышне кĕни. 7-мĕш класс ачи конкурсра йывăр пулассине малтанах туйнă: чи аслисемпе тупăшма тивнĕ, ушкăнра хĕрĕх ытла çын пулнă. Пысăк шайри ăмăртăва каймашкăн ăна Сочире йĕркеленнĕ халăхсен хушшинчи конкурсра 1-мĕш вырăн çĕнсе илни çул уçса панă. Маттурскер Венгрири Эгер хулинче икĕ эрне канса килнĕ. Палăртнă хулара пирĕн Шупашкарăн пĕр пайĕ сăнланни тĕлĕнтернĕ те, савăнтарнă та.
В.П. Воробьев ячĕллĕ 2-мĕш музыка шкулне пĕтерсен Василий Журкин вĕренни сая ан кайтăр тесе ку енĕпех хатĕрленÿ курсне çÿренĕ. 9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ музыка училищине кĕнĕ. Унта музыка енĕпе пĕлĕвне тăватă çул тарăнлатнă. Кунпа та чарăнман каччă. Халĕ вăл — А.Г. Шнитке ячĕллĕ Мускав патшалăх музыка институчĕн студенчĕ. Оркестрпа хĕлĕхлĕ инструментсен факультечĕн вĕренекенĕ унти пурнăçпа та паллаштарчĕ.
— Мускав пурнăçĕ мана кулленхи ыйтусене хам тĕллĕн татса пама вĕрентрĕ. Атте-анне килĕнчен кайиччен эпĕ кравате тирпейлесе курман. Пачах йывăр мар иккен ку ĕç. Япала çума та хăнăхрăм, апат-çимĕç янтăлама та вĕрентĕм. Халĕ эпĕ тутлă апат таврашне шеф-повартан кая мар хатĕрлетĕп. Кунтан та лайăххи — ют тăрăхри пурнăç кун йĕркине пăхăнма, палăртнине туса ĕлкĕрме вĕрентни. Каçхине пушансан аттепе анне патне шăнкăравлатăп, — ăнлантарчĕ футболистсен «ЦСК» тата «Реал-Мадрид» ушкăнĕсемшĕн «чирлекенскер». Малалла вулас...
Комментировать