Мускава кайрĕ те ...

8 Июл, 2014

Турри мана телей панă, анчах нумайлăха мар. «Телей пĕр вĕçĕм тăсăлмасть»,- тени тĕрĕсех пулĕ çав.

Мăшăрăмпа пĕр-пĕрне савсах çемье чăмăртанăччĕ. Шăкăл-шăкăл, килĕштерсе пурăнаттăмăр. Ывăлпа хĕрĕмĕре тĕрĕс воспитани парасчĕ тесе вĕткеленеттĕмĕр. Капмар çурт çĕклерĕмĕр. Упăшка, маларах строительте вăй хунăскер, Мускава çÿреме тытăнчĕ. Чăн та, укçи-тенкине самаях ĕçлесе илетчĕ. Пурнăç сыпăнсах пычĕ: мунча лартрăмăр, хапхана çĕнетрĕмĕр, пÿрте душ вырнаçтартăмăр. Унтан тата вĕр çĕнĕ машина туянтăмăр. «Манăн ăспа пурăнас тăк эпир тахçанах миллионера тухаттăмăрччĕ»,- пĕрре кăна мар шÿтлесе çапла каланăччĕ Владислава /упăшкана çапла чĕнеççĕ/. Арçынсем пур чухне те хĕрарăма итлесшĕн мар çав. Хăйсен ăсĕпе пурăнасшăн, хăйсем хуçа пулнине кăтартасшăн. Çав вăхăтрах пурнăçа тытса пыраканĕсем хĕрарăмсемех-ха. Пĕччен пурăнакан арçын ĕç-пуçа ăнтараймастех. Эпĕ хамăн ĕмĕрте пĕччен арçын çурт лартнине те курман...

Владислав Мускавра ĕçленĕ чухне вилнине пĕлтерсен уяр кун аçа çапнă пекех пулчĕ. Мĕскер пулса иртнĕ унта - юлташĕсем паянхи кунчченех уçăмлăн пĕлтермеççĕ. Те укçа пайлайман, те хăйсемех тĕпленĕ? Чăнлăха шыраса суд тăрăх çÿремерĕм. Турă курать терĕм. Тепĕр тесен - апла та, капла та упăшкана чĕртсе тăратаймастăн. Мĕн тетĕр - çулталăкранах вĕсен бригадирĕ аварие лекрĕ, машинăпа çапăнса вилчĕ. Ытти юлташĕ - кам Çĕпĕре, кам Çурçĕре тухса кайрĕ.

Упăшкана пытарнă хыççăн куляннипе çÿçĕм шуралма тытăнчĕ. Ывăлăм - 13, хĕрĕм - 9 çулта. 14 çула кăна тăсăлчĕ манăн çемьеллĕ пурнăç. Текех эпĕ Владислава савнă пек никама та юратаяс çук. Ачасемпе чаплă çурта пăрахса анне патне таврăнтăмăр. Вăл пĕчченех пурăнатчĕ. Чирлет-ха тата, пăхакан кирлĕ. Маншăн пăшăрханса вырăнпах выртма тытăнчĕ. Владислава Мускава ĕçлеме яман тăк, тен, çакăн пек инкек те пулмастчĕ. Мăшăрăн пĕр-пĕринчен уйрăлма юрамасть, яланах пĕрле пулмалла. «Сыхланакана турă та сыхлать», - теççĕ-и-ха?

 

Алина К.

Вăрнар районĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.