«Атте тепре авлансан амаçури тăватă ача çуратрĕ»

8 Ноя, 2019

«Çак таранччен пурăнни мана пач та савăнтармасть. Епле кансĕр! Хăлха япăх илтет, куç çивĕчлĕхĕ чакрĕ. Пурнăç мар ĕнтĕ ку!» — сăмах вакларĕ юлашки вунă çулта Шупашкарта кун кунлакан Екатерина Мартьянова. 104 çултискер хăлха илтменнишĕн тата куçĕ курманнишĕн тарăхать. Çитес эрнере вăл 105 çул тултарĕ.

Хăй вăхăтĕнче çав тери правур пулнă Екатерина Ананьевна, кÿршĕ хĕрарăмĕсем те унран тĕслĕх илнĕ. Пĕр ĕмĕре тахçанах хыçа хăварнăскер паянхи кун та хăнăхнă йăлапа пурăнасшăн. Хăй тĕллĕн утать, çÿçне тирпейлет, апатланнă хыççăн чашăк-тирĕке çăвать. «Ку ĕç-и вара вăл?» — терĕ йăл кулса. Тÿрех курăнать, вăл питĕ çивĕч хĕрарăм пулнă. Халĕ те çĕршыври лару-тăрăва йăлтах пĕлсе тăрать. Ялан хастарлăхпа палăрнăскер комсомолка ятне тивĕçлĕ упранă.
Екатерина тăватă çулта чухне амăшĕ хăрушă чире пула çĕре кĕнĕ. Тиф çур яла леш тĕнчене ăсатнă ун чухне. Мартьяновсем Тутарстанри Хусан çывăхĕнче вырнаçнă Тури Услон салинче пурăннă. Кил ăшшин управçи пурнăçран уйрăлсан ултă ача çурма тăлăха юлнă. «Çемье пысăкчĕ. Питĕ чухăн пурăнаттăмăр. Атте тепре авлансан амаçури тăватă ача çуратрĕ. Çапах выçă ларман, нушаланман. Çĕр улми хамăрăн пулнă, ĕне тытаттăмăр. Вăрман хуçалăхĕнче вăй хуракан аттене кура унăн çулĕпе кайрăм. Вăл коммунист пулнă. Сулă тунă çĕрте ĕçлекенскер пĕр çуркунне юхан шыва ÿкнĕ. Пăр кайса çеç пĕтнĕ ун чухне, шыв питĕ сивĕ. Шăнса пăсăлнăскер больницăра яланлăхах куçне хупрĕ. Эпĕ 20 çултаччĕ. Амаçурипе йăмăк туберкулезпа чирлесе çĕре кĕчĕç. Икĕ шăллăма ача çуртне ăсатрĕç, тепри хыпарсăр çухалчĕ. Вăрман техникумĕнче вĕрентĕм, пĕр вăхăт вăрман хуçалăхĕнче ĕçлерĕм», — каласа кăтартрĕ хисеплĕ ватă.
1937 çулта Екатеринăна Красноярск крайне направленипе янă, унтах пике юратăвне тĕл пулнă. Çĕпĕрте çуралса ÿснĕ каччăпа Григорипе паллашса çемье çавăрнă. Иккĕшĕ те вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнă, çамрăксене вăрманта çĕкленĕ çуртра пурăнма ирĕк панă. Пепке çуралнă вĕсен, хĕр Тамара. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухсан упăшкине фронта ăсатнă çамрăк хĕрарăм. Арçын тăшманпа Ленинград фрончĕн йышĕнче кĕрешнĕ. Упăшки 1943 çулта вăрçăран хытă аманса, контузи илсе тав-рăннă. Çурăмĕнчи пысăк снаряд ванчăкĕпе мĕн виличчен пурăннă вăл. 1943 çултах çамрăк çемьен иккĕмĕш пепке Виктор çут тĕнчене килнĕ. Условлă майпа службăна юрăхлă тесе йышăннă кил хуçине Якутска янă. Америкăран самолетсем фронта ăсатнă линире çар чаçĕнчи рота командирĕн замполичĕ пулса службăра тăнă. Каярахпа çемье Махачкалара пурăннă, ывăлĕ чирлесе ÿксен Красноярска таврăннă. Екатерина Ананьевна кил вучахне упранă, ачисене воспитани панă. Шартлама сивĕ тăтăш тăнăран пÿлĕмри тимĕр кăмакана пĕрмай хутнă. «Якутскра эпĕ ĕçлемен. Çанталăк сивĕрен комендант каçсерен кашни килте кăмака çуннине тĕрĕслетчĕ. Выçă ларман. Ют çĕршывран самолетсемпе пĕрле апат- çимĕç илсе килетчĕç. Çĕр улми те пурччĕ, вăл консерв пек, тимĕр савăтраччĕ. Офицерсен арăмĕсемпе пĕрле купăста тăварлаттăмăр. Ăна Магаданран илсе килетчĕç. Комсомолка пулнă вĕт эпĕ, çавăнпа вăрçă çулĕсенче ахаль ларман, фронтри хыпарсене тишкерсе тăраттăм, хаçат вулаттăм. Комсомол ĕçне сарнă», — иртнине куç умне кăларчĕ кинемей.

Хăй вăхăтĕнче çав тери правур пулнă Екатерина Ананьевна, кÿршĕ хĕрарăмĕсем те унран тĕслĕх илнĕ. Пĕр ĕмĕре тахçанах хыçа хăварнăскер паянхи кун та хăнăхнă йăлапа пурăнасшăн. Хăй тĕллĕн утать, çÿçне тирпейлет, апатланнă хыççăн чашăк-тирĕке çăвать. «Ку ĕç-и вара вăл?» — терĕ йăл кулса. Тÿрех курăнать, вăл питĕ çивĕч хĕрарăм пулнă. Халĕ те çĕршыври лару-тăрăва йăлтах пĕлсе тăрать. Ялан хастарлăхпа палăрнăскер комсомолка ятне тивĕçлĕ упранă.
Екатерина тăватă çулта чухне амăшĕ хăрушă чире пула çĕре кĕнĕ. Тиф çур яла леш тĕнчене ăсатнă ун чухне. Мартьяновсем Тутарстанри Хусан çывăхĕнче вырнаçнă Тури Услон салинче пурăннă. Кил ăшшин управçи пурнăçран уйрăлсан ултă ача çурма тăлăха юлнă. «Çемье пысăкчĕ. Питĕ чухăн пурăнаттăмăр. Атте тепре авлансан амаçури тăватă ача çуратрĕ. Çапах выçă ларман, нушаланман. Çĕр улми хамăрăн пулнă, ĕне тытаттăмăр. Вăрман хуçалăхĕнче вăй хуракан аттене кура унăн çулĕпе кайрăм. Вăл коммунист пулнă. Сулă тунă çĕрте ĕçлекенскер пĕр çуркунне юхан шыва ÿкнĕ. Пăр кайса çеç пĕтнĕ ун чухне, шыв питĕ сивĕ. Шăнса пăсăлнăскер больницăра яланлăхах куçне хупрĕ. Эпĕ 20 çултаччĕ. Амаçурипе йăмăк туберкулезпа чирлесе çĕре кĕчĕç. Икĕ шăллăма ача çуртне ăсатрĕç, тепри хыпарсăр çухалчĕ. Вăрман техникумĕнче вĕрентĕм, пĕр вăхăт вăрман хуçалăхĕнче ĕçлерĕм», — каласа кăтартрĕ хисеплĕ ватă.
1937 çулта Екатеринăна Красноярск крайне направленипе янă, унтах пике юратăвне тĕл пулнă. Çĕпĕрте çуралса ÿснĕ каччăпа Григорипе паллашса çемье çавăрнă. Иккĕшĕ те вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнă, çамрăксене вăрманта çĕкленĕ çуртра пурăнма ирĕк панă. Пепке çуралнă вĕсен, хĕр Тамара. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухсан упăшкине фронта ăсатнă çамрăк хĕрарăм. Арçын тăшманпа Ленинград фрончĕн йышĕнче кĕрешнĕ. Упăшки 1943 çулта вăрçăран хытă аманса, контузи илсе тав-рăннă. Çурăмĕнчи пысăк снаряд ванчăкĕпе мĕн виличчен пурăннă вăл. 1943 çултах çамрăк çемьен иккĕмĕш пепке Виктор çут тĕнчене килнĕ. Условлă майпа службăна юрăхлă тесе йышăннă кил хуçине Якутска янă. Америкăран самолетсем фронта ăсатнă линире çар чаçĕнчи рота командирĕн замполичĕ пулса службăра тăнă. Каярахпа çемье Махачкалара пурăннă, ывăлĕ чирлесе ÿксен Красноярска таврăннă. Екатерина Ананьевна кил вучахне упранă, ачисене воспитани панă. Шартлама сивĕ тăтăш тăнăран пÿлĕмри тимĕр кăмакана пĕрмай хутнă. «Якутскра эпĕ ĕçлемен. Çанталăк сивĕрен комендант каçсерен кашни килте кăмака çуннине тĕрĕслетчĕ. Выçă ларман. Ют çĕршывран самолетсемпе пĕрле апат- çимĕç илсе килетчĕç. Çĕр улми те пурччĕ, вăл консерв пек, тимĕр савăтраччĕ. Офицерсен арăмĕсемпе пĕрле купăста тăварлаттăмăр. Ăна Магаданран илсе килетчĕç. Комсомолка пулнă вĕт эпĕ, çавăнпа вăрçă çулĕсенче ахаль ларман, фронтри хыпарсене тишкерсе тăраттăм, хаçат вулаттăм. Комсомол ĕçне сарнă», — иртнине куç умне кăларчĕ кинемей. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.