Критикăна йышăнма хăюлăх кирлĕ

1 Ноя, 2019

«Вăл сюжета çивĕчлетме, вулакана сăнарлă сăмахпа илĕртме пултарать», — тенĕ Василий Кервен писатель Николай Андреев пирки. Çамрăк çыравçă вулаканшăн çĕнĕ ят мар. Унăн хайлавĕсем «Хыпар» Издательство çурчĕ кăлараса тăракан хаçат-журналта та пĕрре мар пичетленчĕç. Тин çеç кун çути курнă «Кĕтмен юрату» кĕнекере те унăн «Ылтăнран та хаклă» калавĕ пур.

— Чылай çыравçă сăвă-юмах хайлама пĕчĕк чухнех пуçлать. Литературăри пĕрремĕш утăмсене аса илсем.
— Шкулта вĕреннĕ чухне чăваш, вырăс литературин кĕнекисене библиотекăран илеттĕм те 1-2 кунра вуласа тухаттăм. Истори предмечĕсĕр пуçне çавсем анчах кăсăклантаратчĕç мана. Унсăр пуçне атте-анне чылай хаçат-журнал çырăнса илни те витĕм кÿчĕ. 1990 çулсенче мачча çине хăпарса тăпра айĕнчен чакаласа кăларнă «Ялав», «Тăван Атăл» журналсене вулаттăм. Мачча çинче тĕттĕм те сивĕ пулни те хăратмастчĕ. Питĕ лайăх çыратчĕç çав вăхăтри авторсем. Унсăр пуçне манăн анне почта урлă нумай кĕнеке çырăнса илетчĕ. Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака», Георгий Красновăн «Пуçсăр юланутсен эскадронĕ» тата ытти хайлава темиçе хут та вуланă. Анчах хам çыравçă пулма нихăçан та ĕмĕтленмен. Ял халăхĕ хуçалăхра тар тăкса ĕçлекене ытларах хисепленĕн туйăнатчĕ. Çавăнпа ачаранах вăй илнĕ туртăма пытарса пурăнма тиврĕ. Кĕçĕн çулсенчех çырма тытăнманни тĕрĕс пулнă. Манăн шухăшпа, пурнăç тути- масине туйнă çын кăна писатель пулаять. 2015 çулта хамăн сăвăсене район хаçатне ярса пама хăюлăх çитертĕм. Пичетлерĕç. Вăтанаттăм малтан. Унтан калавсем çырма тытăнтăм. «Кама кирлĕ вăл», «Сая кайнă пурнăç» — пĕрремĕш хайлавсем. 2016 çулта вĕсене Шупашкара «Тăван Атăл» журнал редакцине кайса кăтартма шут тытрăм. Чапа тухасшăн мар, ял пурнăçне тĕрĕс çутатас тĕллевлĕччĕ эпĕ. Мана редакцире ĕçлекен Юлия Силэмпе Василий Кервен хаваспах йышăнчĕç. Ал çырăвĕнчи йăнăшсене тÿрлетсе калавсене журналта пичетлерĕç. Çакăншăн вĕсене пысăк тав.
2017 çулта «Шăрăх кунсем» кĕнекÿ пичетленчĕ. Вулакансем ăна мĕнле йышăнчĕç?
— Кĕнеке кăларасси пирки ĕмĕтленмен те. Василий Кервен тăрăшман пулсан тухас çукчĕ вăл. Кĕнеке ячĕ пирки те вăлах шухăшларĕ. Вулакан мĕнле хаклать-ши? Пурне те пĕр калăппа виçеймĕн. Каярахпа çырнă хăш-пĕр калавăм кĕнекене кĕнисенчен лайăхрах пек.
Санăн геройсем — хальхи пурнăç çыннисем. Вĕсем улталаççĕ, укçашăн чыс пирки манаççĕ. «Камилла» хайлава илер. Авланас текен каччă çемьеллĕ хĕрарăмпа явăçать, пуçне çиет. Калавсене çутă сăнар кĕртес шухăш пулман-и?
— Тĕслĕхлĕ çын пулмашкăн питĕ йывăр. Кашнин çитменлĕх пур. Медаль те икĕ енлĕ. «Пурнăç çулĕ такăр мар», — тесе ахальтен каламаççĕ. Йышăнатăп, çак каларăш мана та пырса тивет. Паллă çын биографине çырса чаппа хисеп çĕнсе илесси çăмăлрах-ха. Çапах маншăн «медалĕн тепĕр енĕ» интереслĕрех пек. «Камилла» пирки те асăнам. Юратман арçынпа е хĕрарăмпа çемье çавăракан сахал-им? Пĕр-пĕрне чунтан юратса çемье çавăрасси — телей. Эппин, тĕп сăнар Лева Нинăна чун-чĕререн юратман. Хĕре уççăнах çакăн пирки каланăшăн айăпламалла-ши ăна? Вĕсен çемье пурнăçĕ пĕрех ăнас çукки паллă. Камиллăна вара тĕп сăнар чăннипех юратнă.
Кукăр çул çине тăракан геройсене сăнлатăн. Çакă хăвăн пурнăçупа çыхăнман-и?
— Çапла. Лайăх пĕлекен çынсен шăпинчен çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать. Кукăр çулпа утса курман çын сайра. Хăшĕ-пĕри йăнăша ăнланать, ăна тÿрлетме тăрăшать. Ытларахăшĕ вара пĕрре килекен пурнăçа усăсăр ирттерет. Пĕчĕк чухне тăрук ватăласран хăраттăм. Пĕррехинче илемлĕ фильмра тĕп сăнар шывра путса вилнине куртăм. Çавăн чухне пурнăçпа вилĕм пирки пĕрремĕш хут шухăшласа илтĕм. Тепĕр пÿлĕме атте патне чупса тухрăм. «Çын вилсен ÿлĕмрен нимĕн те пулмасть!» — вĕри куççуль тăксах макăртăм эпĕ. «Эсĕ ватăличчен тухтăрсем пурнăçа тăсмалли меслет шухăшласа кăлараççĕ», — ачашларĕ атте пуçран. Унтанпа нумай çул иртрĕ. Атте те çут тĕнчепе сыв пуллашни икĕ çул. Тухтăрсем ватăласран упрама нимĕн те шухăшласа кăлармарĕç. Çавăнпа Турă уйăрса панă çулсене тивĕçлĕ пурăнса ирттересчĕ. Хамăн хайлавсенче те йăнăш утăм тăвакансене ахальтен сăнламастăп. Вĕсем пирки вуласа шухăша путакансем пулаççех.
Хавхаланусăр ĕç вырăнтан тапранмасть. Сана мĕн хăпартлантарать?
— Кăсăклă çынпа паллашсан çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ. Ĕлĕкрех, çынсем эпĕ калавсем çырнине пĕлмен чухне, чылай çăмăлрахчĕ. Пĕрре курнă çын та чунне уçса калаçма пултаратчĕ. Халĕ пĕлĕшĕмсем чăн шухăша пытарнине туятăп. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.