Интернет урлă туянма меллĕ, çапах...

21 Мая, 2019

«Интернет-лавкка урлă хама валли кĕпе туянтăм. Киле килсех пачĕç, ахаль лавккаринчен чылай сахалрах укçа тÿлерĕм. Питĕ меллĕ! Тумтир сутакан ятарлă лавккасене, пасар таврашне каймасăрах, хама мĕн кирлине шыраса вăхăт ирттермесĕрех гардероба пуянлатрăм», — хавхаланса каласа кăтартать тантăшăм. Тепĕр пĕлĕш ачисене кирлĕ кĕпе-йĕме, теттесене интернет урлă саккас парать. Виççĕмĕшĕ çак мелпе усă курса сехет, телефон, хитре пушмак илнĕшĕн хĕпĕртет.
Интернет-туянусен шучĕ ÿссе пыни япала шыраса вăхăт ирттерме тивменнипе, тавар хакĕ ахаль лавккарисенчен йÿнĕрех пулнипе çыхăннă. Мĕн кирлине килтен тухмасăрах суйлама май пурри нумайăшне килĕшет. Таварсен ассортименчĕ пысăкрах пулни те витĕм кÿрет паллах. Тумтире тăхăнса пăхма май çуккипе çыхăннă чăрмава та татса пама хăнăхса пыраççĕ хальхи вăхăтра. Интернет-лавккасем виртуаллă манекен е тумтир тăхăнса-виçсе пăхмалли виртуаллă пÿлĕм сĕнеççĕ.
Статистикăна ĕненес тĕк Раççейре вак суту-илĕвĕн калăпăшĕн 3,5% — онлайн-пасарăн тÿпи. Çак кăтарту çулсерен ÿсет, паллах, Чăваш Енре те. ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтĕр хăйĕн сайтĕнче ыйтăм ирттернĕ. Вăл хĕрарăмсен 80% яхăн тата арçынсен 20% интернет-лавккасен пулăшăвĕпе усă курнине кăтартса панă. Респондентсем онлайн-туянусен лайăх енĕсенчен çаксене палăртнă: вăхăта перекетлени /70%/, ытти лавккара çук тавара тупма май пурри тата ăна килех илсе килсе пани /46%/, ытти туянаканăн шухăшĕпе паллашма май пурри /38%/, ахаль лавккасенчи хĕвĕшÿсенчен хăтăлма май пурри /31%/. Ыйтăмра çынсем хаксем пирки те хăйсен шухăшне пĕлтернĕ. Анкетăна хутшăннисен 60% интернет-лавккасенчи хаксем вăтам тесе палăртнă. 40% унти хаксем халăх куллен çÿрекен лавккарисенчен чылай пĕчĕкрех тесе шутлать.
Шел, интернет урлă тавар туянасси пысăкланса пынипе пĕрлех асăннă тытăмра потребительсен прависене пăснă тĕслĕхсен шучĕ те ÿсет çав. Пĕр тавар вырăнне пачах урăххине е кăлтăк пуррине сутни, килĕшÿ условийĕсене пурнăçламанни, саккас панă япалана калаçса татăлнă вăхăтра илсе килменни — çакнашкал самантсем, паллах, кирек камăн кăмăлне те хуçаççĕ. Маларах асăннă ыйтăмра, ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви ирттернинче, респондентсем интернет- лавккасенче мĕнле çитменлĕхсемпе тĕл пулнине те палăртнă. 77% тавар пахалăхĕ сутуçăсем шантараканнипе тĕл килменнине пĕлтернĕ. 38% тавара вăхăтра илсе килменшĕн кăмăлсăр. 15% оператор саккаса çирĕплетессине вăрах кĕтме тивнĕ тата суйланă тавар çуккипе тĕл пулнă.
«Пĕлтĕр Чăваш Енри организацисен интернет сечĕ урлă тунă суту-илÿ калăпăшĕ виçĕм çулхипе танлаштарсан 2 хут ÿснĕ. Çав хушăрах граждансем пахалăхсăр тавар пирки кăмăлсăрланса пĕлтернисен шучĕ те 2 хут пысăкланнă», — тенĕччĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи потребительсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн пĕлтĕр кĕркунне иртнĕ ларăвĕнче. Вăл ултавçăсем çынсен право тата цифра пĕлÿсĕрлĕхĕпе усă курнине палăртнăччĕ. Потребительсен цифра пĕлĕвне пысăклатмаллине, ку енĕпе «Чăваш Енĕн цифра обществи» патшалăх программи пулăшассине пĕлтернĕччĕ.
Роспотребнадзор специалисчĕсем çынсене онлайн мелпе пĕр-пĕр тавар саккас париччен малтан интернет- лавкка юридици сăпачĕ пек официаллă майпа регистрациленнине тĕрĕслеме, сайта тĕплĕн тишкерме, тавар хакĕпе тата ăна илсе çитерессин условийĕсемпе паллашма, унăн адресне тата телефон номерне çырса хума сĕнеççĕ. Асăннă информацин пĕр пайĕ те пулин веб-страницăра çук тăк саккас тумасан аванрах теççĕ. Сăмах май, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн, ЧР Экономика аталанăвĕн министерствин, ытти ведомствăн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен специалисчĕсем халăх хушшинче ку енĕпе ăнлантару ĕçĕсем те ирттереççĕ.
«Интернет-лавккасем туянакансене улталанă тĕслĕх сахал мар. Вĕсем çынсене мĕнпе илĕртеççĕ-ха? Чи малтан — калама çук пĕчĕк хаксемпе. Тавар саккас панă чухне вĕсем сире укçан пĕр пайне малтанах куçарма ыйтаççĕ, нумай чухне — экспресс-тÿлев терминалĕ урлă темле виртуаллă енчĕк çине. Çакăн хыççăн лавкка темиçе кун хушшинче тĕрлĕ сăлтав тупать, тавара часах çитерсе пама шантарать, анчах кайран хăй пачах çухалать е пахалăхсăр япала ярса парать. Çакнашкал сайтсен тĕллевĕ — кĕске вăхăтрах май пур таран ытларах çынна улталасси. Паянхи кун интернет-сайта темиçе минутрах уçма пулать, çавăнпа сайт ĕçлеме чарăнсан вăл кĕçех тепĕр адреспа, урăх дизайнпа тата çĕнĕ ятпа хута каять. Тавара укçан пĕр пайне маларах парса туянас тесен çакна асра тытмалла: йĕркеллĕ интернет-лавкка çынна нухрата виртуаллă енчĕк е карас телефонĕн шучĕ çине куçарса пама ыйтмасть. Çав лавкка пирки интернетра информаци шырăр, вăл рынокра мĕн вăхăт пулнипе кăсăкланăр. Эсир хăвăр пĕлекен е пысăк компани сайтне шыранă чухне браузерта унăн адресне хăвăр тĕрĕсех çырнине тĕплĕн тĕрĕслĕр. Иккĕленÿ çуралсан лавкка администраторĕсенчен юридици сăпачĕ пирки информаци пама ыйтăр, ăна налук органĕсен даннăйĕсен уçă бази тата юридици сăпачĕсен реестрĕ урлă тĕрĕслĕр. Хăвăр туянупа кăмăлсăр пулас тăк çакăн пирки претензие хăш адреспа ямаллине малтанах уçăмлатăр», — сĕнеççĕ ЧР Шалти ĕçсен министерствинче тăрăшакансем.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Надежда ЛУГОВСКАЯ, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи:
— Потребитель интернет урлă панă саккаса илсе киличчен кирек хăш вăхăтра та ăна йышăнмашкăн килĕшмессе пултарать, тавара илсе килсен вара — 7 кун хушшинче. Япалана илсе килнĕ тĕле пахалăхлă тавара каялла тавăрса памалли йĕркепе вăхăчĕ пирки калакан информацие çырса паман пулсан — илсе килнĕ япалана туянакан çын 3 уйăх хушшинче каялла тавăрма пултарать. Енчен те тавар пахалăхсăр тата çитменлĕхсемпе пулсан — ун пек чухне Потребительсен прависене хÿтĕлесси пирки калакан саккунăн 18-24 статйисен положенийĕсемпе усă кураççĕ.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.