Хур - тупaшлaă кайaк

4 Июл, 2014

Ялта халĕ ĕç сахал. Çавăнпа килти хуçалăха вăйлăрах аталантарас тетпĕр. Хур усраса пăхас килет. Мĕнле пăхмалла-ши вĕсене.

В.АНТОНОВ,

Элĕк районĕ.

Килти ытти кайăк-кĕшĕкпе танлаштарсан хур чи тупăшли пулĕ. Ăна килти хуçалăхра ĕрчетмешкĕн йывăрах та мар. Хур тĕрлĕ чир-чĕре питех парăнмасть, пирĕн тăрăхри сивĕсенче çăмăллăнах хĕл каçать, лайăх ĕрчет. Хурăн тĕкĕ те аван. Унран минтер, тÿшек тăваççĕ - питĕ кăпăшка çăмăл пулать хур тĕкĕнчен тунă япала. Мамăкĕ вара чăн-чăн тупра. Халĕ ялсенче унран утиял, минтер ăсталакансем пур.

Хур ĕрчетнĕ чухне хур çемйине пĕлсе йĕркелени питĕ пĕлтерĕшлĕ. 3-4 хур ами валли пĕр аçа кирлĕ. Ытларах пулсан вăл пурне те пăхса ĕлкĕреймест. Çемье пуçĕ - хур аçи. Вăл йăрă, хăйĕн пулккинче мĕн пулса иртнине курса тăрать, пур «ĕçе те хутшăнать», апатланнă чухне хăйне хĕсме памасть, мăйне тăсса амисемпе час-часах «калаçать». Хăш-пĕр хур аçи пĕр амана çеç килĕштерет, пĕринпе çеç «калаçать», ун йĕри-тавра çеç çаврăнкалать пулсан кунашкал аçана улăштарма тăрăшăр. Унсăрăн ытти амасен çăмартисем тăрă юлаççĕ. Лайăх йĕркеленнĕ çемье 6-8 çул чиперех ĕрчесе тупăш кÿрет.

Хурсем 250 сивве аванах чăтаççĕ, çĕр каçма çеç вĕсене витене кĕртмелле, айне улăм сармалла. Хур сăмсине тата урине тăм илме пултарать.

Хĕлле хурсене лайăх апатлантармалла, анчах ытлашши мар. Самăрăлса кайнă хур амисем çăмарта нумай тăваççĕ. Чĕпĕ пусса кăларасшăн мар. Тулă, сĕлĕ, кĕлтелесе утă çакса памалла. Шыв вырăнне юр та юрать, çапах та эрнере пĕрре шыв лартса памаллах, унта вĕсем сăмсисене чÿхеççĕ. Ятарлă куритере пурăпа хутăштарнă шултра хăйăр пулмалла. Ама çăмарта тума пуçлатăр тата чĕпĕсем çирĕп тухчăр тесе нарăс уйăхĕнче шăтарнă тырă пама пуçламалла. Пуш уйăхĕнче хурсем çăмарта тума тытăнаççĕ. Кашни ама валли уйрăм йăва хатĕрлемелле. Вĕсене ешчĕксенчен ăсталама меллĕ. Йăвасене витене лартмалла, маларах хăнăхтармалла. Амасем хăйсен вырăнĕсене часах вĕренеççĕ. Çулсеренех хăнăхнă йăвана йышăнаççĕ. Пĕрне пĕри ан кансĕрлеччĕр тесе йăвасене картламалла.

Амасем çăмарта кун сиктерсе тăваççĕ. Çăмартана хăш хур ами хăçан тунине кăранташпа çырса палăртма юрать. 15-17 градус ăшăра çăмартасем 20 куна яхăн упранаççĕ. Çавăнпа маларах пусма ларакан хур айне маларах тунă çăмартасене хурса парăр. Пĕр хур айне 10-12 çăмартаран ытла хумалла мар - ăшăтса çитереймĕ.

Çăмарта туса пĕтернĕ май амасем йăвара вăрах ларма пуçлаççĕ. Хăйсен тĕкĕсене, мамăкне сăмсипе çăлса йăвисене майлаççĕ. Çак вăхăтра йăвана йывăçран касса кăларнă «çăмарта» хурса пама юрать. Кунĕпех ларма пуçласассăн хапасене чăн çăмартапа улăштармалла. Чĕпĕ кăларнă чухне амасем питех çимеççĕ, шыв ĕçме, çăмăлланма кунне пĕр хутчен тухса кĕреççĕ. Лайăх ама йăвана пăрахса нумай çÿремест.

Пусма ларнă хыççăн 10 кунран çăмартасене янкăр çутăпа тĕрĕслеме юрать. Çăмарта тĕрĕслемелли хатĕре карттунран тума пулать. 30 сантиметр тăршшĕ карттуна пĕр енне 3 см, тепĕр вĕçне 6 см диаметрпа чĕркесе çирĕплетмелле. Ансăр вĕçне куç тĕлне тытса, тепĕр вĕçне çăмартана пуклак енĕпе çÿлелле туса çутă тĕлне тытăр. Лайăх çăмартара чĕпĕ тĕвви - тĕрлĕ еннелле тăсăлакан хĕрлĕ йĕрсемпе - курăнать. Çăмартана çавăрнă май тĕвĕ те кăшт куçать. Тăрă - чĕпĕсĕр - çăмартасем çутă, варринчи сарри лайăх палăрать. Кунашкаллисене илмелле.

Пĕр уйăхран чĕпĕсем тухма пуçлаççĕ. Хăш-пĕр чухне чĕпĕ çăмартана ватса тухаймасть. Кун пек чухне çăмартана сывлăш пуххи тĕлĕнчен пĕчĕккĕн шăтармалла. Кун хыççăн та чĕпĕ вăй илсе тухаймасть пулсан çăмарта хуппине алăпа хăйпăтса пулăшмалла. Пуклак енчен, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн. Çăмарта хуппи айĕнчи çурхахран юн тухать пулсан хуппа вистеме тăхтăр.

Пăсăк çăмартасене ама айĕнчен илмелле. Тухнă чĕпĕсене амăшĕнчен уйăрса ăшă çĕре пÿрте илсе кĕмелле, вĕсене çăмарта шурри пĕçерсе параççĕ, шыв лартаççĕ. Пурте тухса пĕтсен амăшне памалла. Ама чĕпĕсене лайăх пуçтарса ларма пĕлет-и, таптамасть-и - çакна та сăнама ан манăр. Чĕпĕсем кăшт аталансан аçине те хăнăхтарăр çĕнĕ çемьене. Лайăх аçа чĕпĕсемшĕн савăнни тÿрех курăнать. Чĕпписене пăха-пăха сире те тăпăр-тăпăр ташласа савăнтарĕ. Хур аçи çемйине питĕ тимлĕ сыхлать.

Ăшă çанталăкра 3-4 кунри чĕпĕсене ирĕке кăларма юрать. Анчах ют кушак, йытă, ула курак-хурчка çăварне лекесрен ас тăвăр.

Пĕр ама 7-8 чĕпĕ кăларма пултарать. 3 хур чĕппи пĕр амана çулталăк пăхнă хакне йăлтах кăларать. Сутас пулсан 2 чĕпĕ те тупăшлă.

Юлнă çăмартасемпе мĕн тумалла-ха. Амасем кăларнă вăхăтпа тĕл килтерсе вĕсене инкубаторпа кăларма юрать. Тухнă чĕпĕсене амăшĕ патне яма меллĕ. Ытлашши нумай тăк сутма та пулĕ - илекен тупăнатех.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.