Юрий МИХАЙЛОВ: Манмаççĕ пулсан эпир пуррине пĕлеççĕ

15 Окт, 2019

Пушкăртстанри чăвашсем валли тăван чĕлхепе тухса тăракан «Урал сасси» хаçат кун çути курма пуçланăранпа кăçал 30 çул çитрĕ. Хыçа юлнă тапхăр тата йăхташсен юратнă кăларăмĕн паянхи кун-çулĕ çинчен унăн тĕп редакторĕ Юрий МИХАЙЛОВ каласа кăтартрĕ.
Хастарсем тăрăшнипе
— Юрий Николаевич, хаçат сирĕн умра кун çути курнă, аталанса ура çине тăнă. Атьăр-ха вăл никĕсленнĕ кунсем патне тепĕр хут таврăнар.
— «Урал сасси» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1989 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче тухнă. Ун чухне ятарлă редакторĕ те, штачĕ те пулман, Авăркас районĕнчи «Çĕршыв çулĕ» хаçат никĕсĕ çинче кăларнă ăна. Унта пурĕ виçĕ номер кун çути курнă. Кайран тепĕр виççĕшне Пишпÿлек районĕнчи «Çутă çул» хаçатра хатĕрленĕ. Шăпах çав вăхăтра эпир Пелепей районĕнче чăвашла «Малалла» хаçат йĕркелеме хутшăннă. Пелепейсем тăван чĕлхепе пичетленнĕ хаçата çав çулхи юпан 10-мĕшĕнче илсе вулама пултарчĕç.
1990 çула кĕрсен тепĕр виçĕ номерне Пелепейре кăлартăмăр. Шăпах çак вăхăт Константин Иванов çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тунипе пĕр килчĕ. Пушкăртстанри чăваш хастарĕсем — Алексей Кондратьев, Иван Тарасов, Николай Леонтьев, Александр Савельев-Сас, Александр Федоров, ыттисем — тăрăшнипе, çине тăнипе çав çулхи юпа уйăхĕнче Пушкăрт АССРĕн Аслă Канашĕ «Малалла» хаçат никĕсĕ çинче «Урал сасси» кăларма пуçласси пирки йышăну турĕ. Раштавăн 3-мĕшĕнче ăна Правительство шайĕнче çирĕплетрĕç. Эпир «Урал сасси» редакцийĕнче 1990 çулхи раштавăн 3-мĕшĕнче ĕçлеме пуçларăмăр.
1991 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăл патшалăх органĕ пек кун çути курма пуçларĕ. Çавăнтанпа укçа-тенкĕпе те, ытти енĕпе те пире патшалăх тивĕçтерсе тăрать. Общество редколлегийĕпе кăларнă чухне тираж икĕ пин экземплярччĕ. «Урал сассин» чи пысăк тиражĕ 1994-1997 çулсенче 4-5 пин экземплярччĕ, хальхи вăхăтра — 1,5 пин.
Вулакансем —
аслă ăру çыннисем
— Редакцин паянхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки те пĕлес килет.
— Хальхи вăхăтра «Урал сассинче» пултарулăх çыннисем редакторпа пĕрле тăваттăн. Тĕп темăсем — вырăнта пурăнакан чăвашсен пурнăçне, хуйхи-суйхине, савăнăçне çырса кăтартасси, уçса парасси. Чĕлхе, культура ыйтăвĕ, йăла-йĕрке — пĕрремĕш вырăнта. Тĕпрен илсен, чăвашсен пурнăçĕпе мĕн çыхăннă — çавăн çинчен пĕтĕмпех çыратпăр. Номерсен электронлă версийĕсене Пушкăрт çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ, халĕ ытти регионта пурăнакан йăхташсем патне те яратпăр, çавăн пекех унпа вырăнта пурăнакансем те усă кураççĕ. Çапах пирĕн вулакансен пысăк пайĕ — аслă ăру çыннисем. Вĕсем пичет кăларăмне алла тытса вулама кăмăллаççĕ.
— Çамрăксене, уйрăмах çитĕнекен ăрăва, хăвăр енне çавăрас тесе мĕн тăватăр? Пушкăртстанра чăваш шкулĕсем пур-и?
— Пур. Шкулсене пилĕк кун вĕрентмелли тытăма куçарма пуçларĕç. Çавна май учительсем сехетсем сахалланнине кулянса палăртаççĕ. Çакă чăваш чĕлхине кăна мар, пушкăрт чĕлхине те, ытти предмета та пырса тиврĕ. Хула шкулĕсенче чăваш чĕлхи урокĕ çукпа пĕрех, ялсенче, мухтав Турра, упранса юлнă-ха. Пелепей хулинче чăваш гимназийĕ те пур-ха. Вăл пирĕн культура центрĕсенчен пĕри шутланать. Тĕрлĕ мероприятие пĕрле йĕркелетпĕр. Унсăр пуçне республикăра чăваш пĕрлĕхĕсем те пысăк ĕç тăваççĕ. Вĕсем: Чăваш наци культура автономийĕ, Чăвашсен канашĕ, Чăваш культура обществи. Çулталăк каялла çавăн пекех Çтерлĕре Чăваш наци культура пĕрлĕхĕ чăмăртанчĕ. Асăннă общество Чăваш наци конгресĕн представительстви шутланать.
Çырмасан тем çитмест
— Кунашкал йышлă пĕрлĕхпе ĕçлеме меллех-ши? «Утияла» кашниех хăй еннелле туртма хăтланмасть-и?
— Ун пекки те пулкалать. Çавăнпа çак кунсенче республика Правительствин çуртĕнче унти общество-политика аталанăвĕн пайĕн ĕçченĕсем чăвашсене пĕр чăмăра пĕрлештересси пирки калаçу йĕркелерĕç. Ыйтăва çитес çул конференци е ытти форум мелĕпе татса пама палăртса хăварчĕç. Темиçе организаци пурри лайăх-ха — кашни хăйĕн ĕçне пурнăçлать, çав вăхăтрах, районсемпе хуласене илес тĕк, çакă унти пысăк вăя сапаланине туйса илетĕн.
— Редакцин пурлăх никĕсĕ тĕлĕшпе майсем мĕнлерех?
— Йĕркеллех. Унччен редакци хăй юридици сăпачĕ пулнă, 2015 çултанпа эпир Пелепейри информаци центрĕн йышĕнче. Унта «Белебейские известия», пирĕн хаçатсем тата типографи кĕреççĕ. Пирĕн патра кÿршĕ районсенчи кăларăмсем те кун çути кураççĕ. Компьютерпа, ытти техникăпа вăхăтра тивĕçтереççĕ. Нумаях пулмасть тата тепĕр çĕнĕ йышши ноутбук пачĕç.
— Социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсемпе те ĕçлетĕр-и?
— Паллах. Ытларах чухне Раççей пичет агентствин проекчĕсене пурнăçланă. Сăмахран, «Нумай ачаллă çемье — телейлĕ çемье», «Культура», «Раççейĕн хăрушă мар çулĕсем» темăсемпе ĕçленĕ. Республикăн çĕнĕ Пуçлăхĕ гонорар фондне çĕнĕлĕх кĕртрĕ: сайтсем, социаллă сетьсем валли хатĕрленĕ хыпарсемшĕн авторсене гонорар тÿлемелле турĕ. Çакă ĕçлекенсене самай хавхалантарчĕ.
— Кадрсем çителеклĕ-и?
— Пĕр вăхăтра ку енĕпе лару-тăру йывăртарахчĕ. Халĕ йĕркеллех. Сăмахран, манăн çум – яваплă секретарь Надежда Родионова, Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка хĕрĕ, Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Ирида Новикова корреспондент Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн чăваш уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. Инга Алексеева корреспондент Бирск пединститутне пĕтернĕ. Пурте аслă пĕлÿллĕ.
— Эсир хăвăр та статья час-часах çыратăр. Çак ĕçе çыракансем çитменнипе пурнăçлатăр-и?
— Çырмасăр чăтаймастăп, эпĕ çак ĕçе ачаран хăнăхнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра «Пионер сасси» /халĕ «Тантăш/, «Авангард», «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçатсене, «Хатĕр пул» /халĕ «Самант»/ журнала çырса тăраттăм. Студент чухне те вĕсемпе çыхăну татман. Çырмасан чуна тем çитмест пек.
Çыхăнусем
— Пушкăрт Республики йĕркеленнĕренпе 100 çул иртрĕ. Республика аталанăвĕнче сирĕн хаçат витĕмĕ пурах. «Ĕçпе юнашар хисепĕ те пултăр», — теççĕ ватăсем. Ку енĕпе «Урал сассинче» лару-тăру мĕнлерех?
— Нумаях пулмасть мана юбилей медалĕпе — «Пушкăртстан Республикине туса хунăранпа 100 çул»» ятлипе — чысларĕç. Манăн çавăн пекех «Пушкăртстан Республикин пичет тата массăллă информаци хатĕрĕсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят та пур. Хаçат сотрудникĕсене тĕрлĕ шайри наградăсемпе хавхалантарсах тăраççĕ. «Урал сасси» тухма пуçланăранпа 30 çул çитнине халалланă уяв каçĕ чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртĕ. Хăнасем таçтан та пулĕç. Эпир Чăваш Енри «Хыпарпа», Тутарстанри «Суварпа», Ульяновск облаçĕнчи «Канашпа» тата ытти кăларăмпа туслă çыхăну тытатпăр. Шупашкар хăй те Чăваш пичечĕн кунĕнче пире нихăçан та чĕнмесĕр хăвармасть. Манмаççĕ пулсан эпир пуррине пĕлеççĕ.
Надежда СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.