Кашни чĕлхе хăйĕн сассипе илемлĕ. Çапла калаççĕ испансем

Эктор Алос-и-фонт — Каталони çынни. Вăл Барселонăра çуралса ÿснĕ, унтах аслă пĕлÿ илнĕ. Чĕлхесемпе кăсăкланаканскере шăпа чылай çул каялла Чăваш Ене илсе çитернĕ. Хальхи вăхăтра вăл Шупашкарта ют чĕлхесен шкулĕнче ачасене испан тата француз чĕлхисене вĕрентет, чăваш чĕлхине тĕпчет. Социолингвиста редакци тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Виçĕ чĕлхепе ирĕккĕн пуплеççĕ
— Каталони Испанин автономи облаçĕ шутланать. Ун пирки вулакансене каласа кăтартсамăр.
— 20-мĕш ĕмĕрте Каталонире промышленноç питĕ вăйлă аталаннă, çĕршыври заводсемпе фабрикăсен 50 проценчĕ пирĕн облаçре вырнаçнă. Хальхи вăхăтра лару- тăру улшăннă. Халăхăн 70 проценчĕ пулăшу кÿрес енĕпе /банк, интернет…/ вăй хурать. Ял çыннисенчен нумайăшĕ çак сферăра тăрăшать. Вăл тупăш ытларах парать. Испансенчен чылайăшĕ ху-лара тĕпленнĕ, ялта пурăнакансен йышĕ пысăках мар. Пĕр пайĕ кăна /3%/ ял хуçалăхĕнче ĕçлет. Фермерсем выльăх-чĕрлĕхпе тыр-пул ÿстереççĕ. Хальхи самана технологийĕсем унта та çитнĕ, пĕтĕм ĕçе компьютерпа йĕркелеççĕ. Ялта ĕçлеме питĕ йывăр, кунĕн-çĕрĕн вăй хумалла, пĕр кун та канмаççĕ. Çавăнпа çамрăксем хуланалла туртăнаççĕ е çăмăлрах ĕç суйлаççĕ. Юлашки вăхăтра интернетра ĕçлес юхăм вăй илчĕ, килтен тухмасăрах шалу илме пултараççĕ. Çав вăхăтрах тепĕр пулăм та анлă сарăлчĕ: çынсем хула çывăхĕнчи ялсенелле куçма тытăнчĕç. Ĕлĕк хуласенче завод-фабрика чылай пулнă, вĕсенче нумай çын ĕçленĕ. Хальхи çамрăксем вĕренĕве тимлĕх ытларах уйăраççĕ, икĕ-виçĕ чĕлхе пĕлеççĕ. Анчах ытти çĕршыври пекех ĕçсĕррисен йышĕ те сахал мар. Испанире туризм лайăх аталанать, пысăк тупăш парать. Францирипе танлаштарсан, пирĕн çĕршывра туризмпа çыхăннă пулăшусем йÿнĕрех, турфирма питĕ нумай. Анчах вăл вăхăтлăх ĕç кăна. Сезон вăхăтĕнче канма май çук тăк ытти чухне килте ларма тивет е урăх ĕç шырамалла. Испансем урамра е паркра çÿреме юратаççĕ, кăнтăрла унта туристсене кăна курайăн. Çынсем кафене чей ĕçме, апатланма çÿреççĕ, тăвансем ресторанта ытларах тĕл пулаççĕ. Пĕр-пĕрин патне хăнана каяс йăла çук. Ÿнер шкулĕсем, кружоксем тÿлевлĕ ĕçлеççĕ. Испани студенчĕсен пĕр пайĕ ют çĕршыври университетсенче çур çул вĕренет, унти пурнăçпа паллашать.
— Испанире чĕлхе ыйтăвĕ çивĕч-и?
— Эпир ÿснĕ вăхăтра пире каталан чĕлхипе калаçма чаратчĕç. Нацилĕх диктатури вĕçленсен ирĕке тухрăмăр. Университетра тăван чĕлхепе ирĕккĕнех калаçма тытăнтăмăр. Пирĕн регионта патшалăхăн виçĕ чĕлхи — испан, окситан тата каталан. Хăш чĕлхепе калаçас килет, çавăнпа сăмахлама, çырма, вĕренме ирĕк панă. Занятисем испанла иртеççĕ пулин те эсĕ каталан чĕлхипе ыйтма, хуравлама, каласа кăтартма пултаратăн — никам та чармасть. Хăш-пĕр занятие каталан чĕлхипе вĕрентеççĕ. Экзаменсенче те каталанла калаçаятăн. Окситан чĕлхи анлă сарăлман, окситанла пĕр районта кăна калаçаççĕ. Окситансем ытти регионта та тĕл пулаççĕ: 1000 çынран пĕри пулма пултарать. Патшалăх органĕсен сайчĕсене виçĕ чĕлхепе хатĕрленĕ, саккунсене испанла, каталанла тата окситанла çыраççĕ. Тĕрлĕ хут бланкĕсене темиçе чĕлхепе пичетлеççĕ. Каталансем тепĕр икĕ облаçре пурăнаççĕ. Испанири хăш-пĕр регионта баск, галисей чĕлхисем патшалăх чĕлхисем шутланаççĕ. Анчах аргон, астури чĕлхисем патшалăх чĕлхисем пулса тăрайман.
Национализм тапхăрĕ 40 çул тăсăлнă. Франко диктатури вăхăтĕнче сахал йышлă халăхсене пĕтерме хăтланнă. Урамра, калăпăр, каталан чĕлхипе калаçакана тĕрмене хупма, вĕлерме пултарнă. Çак режимпа кĕрешекенсем те тупăнкаланă, хирĕç тăрусем пулса иртнĕ. Шел те, çав тапхăрта нумай çынна тĕп тунă, сахал йышлă халăхсен шучĕ самай чакнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнче кăна тăван чĕлхепе калаçма-вĕренме ирĕк панă. Çапах диктатура вăхăтĕнче те кĕнеке, хаçат-журнал каталанла тухкаланă.
Эсперанто çывăхлатрĕ
— Ют чĕлхесемпе ачаранпах интересленетĕр-и?
— Килте эпир каталанла калаçаттăмăр. Эпĕ француз чĕлхине тарăннăн вĕрентекен лицейра пĕлÿ илтĕм. Ача садĕнче те французла калаçнă. Çак чĕлхене атте-анне кăмăллатчĕ. Испан чĕлхине урамра, юлташсен хушшинче ăса хывнă. Шкулта акăлчанла, латинла вĕреннĕ. Университетра эсперанто чĕлхипе паллашрăм. Ăна вĕренес тесен нумай тăрăшмалла. Эпĕ чĕлхесене йывăррăн вĕренетĕп. Мана чĕлхесен грамматики мар, вĕсен аталанăвĕ кăсăклантарать, вĕсемпе усă курнин уйрăмлăхĕсене тĕпчетĕп. Раççейре чĕлхе чылай, уйрăмах — регионсенче. Вĕсене сахал тишкернĕ, вĕсем пирки çырнине интернетра нумаях тупаймăн. Вырăнти ученăйсем чĕлхе тытăмне ытларах тĕпчеççĕ.
— Университетра эсир инженер профессине алла илнĕ, нумай çул Барселонăра программистра ĕçленĕ. Чăваш Ене епле килсе лекрĕр?
— Ăнсăртран. Раççее киличчен эпĕ вырăсла пачах пĕлмен. Эсперантистсен форумне чĕнчĕç те, хаваспах килĕшрĕм. Каярахпа тата темиçе хут килсе куртăм. Кунтах эпĕ пулас мăшăрпа паллашрăм. Вăл — вырăс, Шупашкарта пурăнать, эсперанто чĕлхипе кăсăкланать.
— Эсир килте пĕр кун пĕр чĕлхепе, тепĕр кун тепĕр чĕлхепе калаçатăр тенине илтнĕччĕ. Тĕрĕсех-и?
— Çапла. Мăшăрпа тĕрлĕ чĕлхепе сăмахлатпăр. Ачасемпе эпĕ каталанла калаçатăп. Мансăр пуçне вĕсене ку чĕлхене никам та вĕрентмĕ. Каталоние кайсан та вĕсем ыттисенчен уйрăлса тăмаççĕ. Асли испан, акăлчан чĕлхисене ăса хывать. Вăл чăвашла та аван калаçать. Кĕçĕнни китай чĕлхипе кăсăкланать. Ачасене пĕчĕклех тĕрлĕ чĕлхене вĕрентмелле. Тăван чĕлхесене çапла майпа кăна упраса хăварма пулать. Тулли верси…
www.hypar.ru
Андрей МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.