Андрей Александров - ЧПУ ректорĕ

Раштавăн 10-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тĕп корпусĕнче çĕнĕ ректор суйлас ыйтупа конференци иртнĕ.

Вăрттăн сасăлавра Андрей Александров мала тухнă, 221 делегатран 207-шĕ уншăн сасăланă.

А.Александров 1966 çулта Краснодар тăрăхĕнчи Майкоп хулинче çуралнă. Ашшĕ те, амăшĕ те Чăваш Республикинчен пулнăран Александровсем тăван ене куçса килнĕ. Çĕрпÿри 1-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ хыççăн Андрей Юрьевич - çар хĕсметĕнче, 1990 çулта ЧПУра историк специальноçне алла илет. Смотреть сериал Физрук 3 сезон онлаин все серии 1997 çулта юриспруденци енĕпе çак заведениренех вĕренсе тухать. Унăн - 60 ытла ăслăлăх ĕçĕ. Вĕсенче вĕренÿ тытăмĕн ертсе пырас, социллă хÿтлĕх ыйтăвĕсене, патшалăх органĕсенчи правăна йĕркелес ĕç-хĕле çутатнă.

Андрей Александров - экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 2000 çулта - ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертÿçи. 2000-2009 çулсенче - ЧПУ ректорĕн пулăшуçи, ректорат секретарĕ. 2010 çултанпа - вĕренÿ енĕпе ĕçлекен проректор, кафедра пуçлăхĕ.

Çĕнĕ должноçа вăл хăйĕн кандидатурине РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви çирĕплетнĕ хыççăн йышăнĕ.

Ирина ИВАНОВА.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕ

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.