«Хыпар» 106-107 (27539-27540) № 20.09.2019

20 Сен, 2019

* Ял хуçалăх культурисен, çав шутра хăмла, тухăçĕ кăçал пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Авăн уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне 146 тонна хăмла пухса кĕртнĕ иртнĕ çулхи çав кун тĕлне —100,1 . Унăн тухăçĕ кашни гектартан вăтамран 17,2 центнер /пĕлтĕр — 12,9/. Ÿсĕм «симĕс ылтăн» çитĕнтерекенсене савăнтарать, ĕçлем хавхалантарать. Çак культурăна туса илме хаклă техника кирлине пурте ăнланатпăр. Совет саманинче туяннисем кивелсе юрăхсăра тухнă хыççăн ну- май хуçалăх çĕннисене илеймерĕ, ку ĕмĕрте хăмла çитĕнтереймерĕ. Производство путланнине нумай сăлтавпа, вăл шутра ĕç аллисем çитменнипе те, ăнлантармалла. Хальхи вăхăтра хăмла пахчинче ĕçлекенсен пысăк йышне кураймăпăр. Паян хуçалăхсем пысăк коллективсене ĕç укçи тÿлейменнипе те çыхăннă ку. Çавăнпа хăмла туса илес ĕçе пĕтĕмпе тенĕ пекех механизацилеме тăрăшаççĕ.

(Хамăрăн комбайн хăмла татма тытăнчĕ. Юрий МИХАЙЛОВ)

* 40 çула яхăн акушеркăра ĕçленĕ Лидия Горбунова миçе çĕр-çĕр çынна çут тĕнчене килме пулăшман-ши? Тен, çакăншăн тав туса Турри ăна вăрăм ĕмĕр пилленĕ. Кăçал нарăс уйăхĕнче 101 çул тултарнă Лидия Андреевна хĕрĕпе Галинăпа Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Анне нумай пулмасть кăна çывăрса кайрĕ. Халĕ те вăранать ĕнтĕ?.. Кунпа çĕре арпаштарчĕ пулас, кăнтăрла çывăрать. Çĕр каçа ыйхи килмест, ăна пула эпĕ те куç хупмастăп, — çапла кĕтсе илчĕ Галина Федоровна. — Тухтăра чĕнтĕм, вăл килессе кĕтеттĕмччĕ. Аннен ури тукмак пек шыçнă, тем пулчĕ». Вăл хытă ывăнни, амăшĕшĕн пăшăрханни сисĕнчĕ. Ара, хăй те çамрăках мар, 79-та. Амăшĕ мамăк тутăрпа витĕннĕ те тутлă ыйха путнăччĕ, пырса ачашланине те сисмерĕ. Вăратма та шел пулчĕ. «Вăл пурпĕр нимĕн те каласа кăтартаймĕ. Ăсĕ-тăнĕ арпашăна пуçларĕ. Çаплах ĕнешĕн пăшăрханать, сумалла, кĕтĕве ямалла тет. Эпĕ: «Сурăм, сурăм, анне. Апатне те патăм», — тесе лăплантаратăп. Е тата упăшки пирки ыйтать: «Федор Дмитрич /ăна çапла чĕнетчĕ/ ăçта?» — тет. Атте вилни 33 çул иртрĕ ĕнтĕ… Кун пирки каласан тĕлĕнет: «Мĕнле-ха, ĕнер кăна калаçрăмăр-çке», — тет», — малалла иртме сĕнчĕ Галина Федоровна.

(Çĕр-çĕр çынна çут тĕнчене килме пулăшнă. Алина ИЗМАН)

* «Варкăш» «Чăваш кĕнеки» центрĕн ертÿçи Ольга Тимофеева тата Владислав Николаев драматург тăрăшнипе ĕçлеме пуçланă. Унта кăмăл тăвакансем пурте çÿреме пултараççĕ. Тĕлпулу уйăхра пĕрре иртет. Клуба студентсем, вĕрентекенсем, преподавательсем, çыравçăсем, журналистсем, ахаль вулакансем сукмака хаваспах такăрлатаççĕ. Эпĕ те тĕлпулусене тулли кăмăлпа çÿретĕп. Литература клубĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашар. Ку таранччен эпир «Варкăшра» Юрий Скворцовăн «Хĕрлĕ мăкăнь», Николай Мартыновăн «Пурнăç урапи», Владислав Николаевăн «Кăсăя», «Чăваш ялавĕ», «Шейк-клеш-спайс», Арсений Тарасовăн «Вĕлтĕртетсе вĕçет сарă çулçă», Ольга Австрийскаян «Чăлах пуканесем», Ольга Федоровăн «Юхать çăл куç», Римма Прокопьевăн «Сар хĕвел хĕрелсен» хайлавĕсене тата ыттисене пăхса тухнă.

("Варкăш" варкăшсам! Валентина СЕЛЕНИНА)

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.