Суйлав ăнăçлă иртнĕ

9 Сен, 2019

Вырсарникун Раççейĕн 85 субĕектĕнче суйлавсем иртнĕ. Çав шутра — Чăваш Енре те.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн ертÿçи Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, республикăра Патшалăх Канашĕн пĕр депутатне тата вырăнти хăй тытăмлăхăн 45 депутатне суйланă. Суйлав, ун шучĕпе, ăнăçлă иртнĕ. Суйлавçăсем сасăлава хастар хутшăннă — чылай районта кăтарту 90% та иртнĕ. Пур çĕрте те мандатсен хуçисем паллă.

Патшалăх Канашĕн Шупашкарти Ленин районĕнчен суйланакан депутачĕн мандатне /вăл Валерий Филимонов парламентран кайнă хыççăн пушаннă/ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» представителĕ Елена Васильева çĕнсе илнĕ. Вырăнсенче те тĕпрен илсен çак парти çыннисем çĕнтернĕ. Икĕ çĕрте кăна, Элĕк тата Етĕрне районĕсенчи икĕ ял тăрăхĕнче, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» элчисем мала тухнă.

Рубрика: 

Комментировать