Чăваш эстрадине Правительство çуртĕнче те илтеççĕ

4 Сен, 2019

Стас Владимиров, Валентина Кузнецова, Алексей Московский, Полина Борисова тата ыттисем. Вĕсене пĕрле час-часах куратпăр-ха — сцена çинче, Правительство çуртĕнче вара — пуçласа. Хăйсем те кăмăллăн палăртрĕç: пире кунта çапла пирвайхи хут чĕнчĕç.

Çук, концерта пухăнман. Вĕсемпе тĕл пулас тенине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăваш эстрада артисчĕсене мĕн чăрмантарнине, влаç енчен мĕнле пулăшу кирлине пĕлес тенипе сăлтавларĕ. Вăл иккĕленмест: общество кăмăл-туйăмне витĕм кÿрес тĕлĕшпе эстрада юрăçисен пĕлтерĕшĕ чăннипех пысăк. Çак йышăн вара тепĕр мисси те пур: чăваш культурине, чĕлхине, çырулăхне упраса хăварма пулăшасси. Эппин, влаç та чăваш эстрадин ыйтăвĕсенчен айккинче тăма пултараймасть.

Культура министрĕ Константин Яковлев эстрада артисчĕсен ĕçĕпе кăмăллă. Пысăк коллективсем пур çĕре те çитеймеççĕ, кусем вара кашни ялах çитме тăрăшаççĕ. Телее, ялсенче те паян условисем лайăхланса пыраççĕ. Çĕнĕ культура çурчĕсем çĕкленеççĕ. Вĕсен шучĕ 50-па танлашмалла — тĕллев пурнăçланмаллах. Чылай культура çуртне реконструкциленĕ, нумайăшне çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ.

Хăнасем хăйсем палăртнă тăрăх, пĕр вăхăт тĕп хулара чăваш эстрада юрăçисене хисеп тусах кайманни палăрнă. Сергей Кувшинов çаплах калать: «Суйлав умĕн кăна хамăра пысăк çынсем пек туятпăр. Миçе депутатпа çÿремен, мĕн чухлĕ концерт йĕркелемен пуль! Чăн та, кайран, суйлансан, çав çынсем пире самантрах манаççĕ — шăнкăравласан та телефонĕсене тытмаççĕ».

Телее, юлашки вăхăтра ĕç-пуç улăшăнни сисĕнет: вĕсене те асăрхаççĕ — çакă савăнтарать. Республика кунĕ тĕлне, авă, тĕп хулари пысăк сценăна пĕр кунлăха вĕсене панă, Шупашар 550 çул тултарнине халалланă уявра та чăваш юрри тулли хăватпа янăранă. Малашне ку енĕпе майсем тата анлăрах пулĕç. Константин Яковлев Шупашкарти Хĕрлĕ лапама реконструкциленĕ май заливра, шыв çинче, виçĕ сцена пулассине çирĕплетрĕ. Пĕрре пысăкки, иккĕ пĕчĕкки — вĕсене пушă тăратмалла мар. Вăл та, ЧР Пуçлăхĕ те эстрада артисчĕсем Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине халалланă уява хăйсен юрри-кĕввипе илем кÿрессе шанаççĕ.

Ÿпкевсĕр те пулмарĕ. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев республикăри телеканалсенчен пĕри вĕçĕмсĕр çавăрттаракан кăларăмсенче экран çине тухакан хăш-пĕр юрăç шайĕ пирки пăшăрханса каларĕ. Тепĕр тесен çакна артистсем хăйсем те пĕлеççĕ. Валентина Кузнецова, авă, хăй çамрăк чух радиопа юрă шăрантарасси питĕ чăрмавлă пулнине астăвать: пĕр сас палли кăна тĕрĕс мар пултăр — тÿрех хăваласа яратчĕç. Çавăнпа яваплăха туйнă. Халь вара кам ÿркенмест — пурте телеэфира тухаççĕ. Эппин, вĕтĕ ала кирлĕ — унсăрăн пахалăха çĕклесси иккĕленÿллĕ.

Сергей Петров юрăçа, шкулта музыка вĕрентекенскере, ачасене чăвашла юрлама вĕрентессипе çыхăннă чăрмавсем пăшăрхантараççĕ. Фонограмма та çук, аранжировка майĕсем те… Михаил Игнатьев культура министрне кун пирки шухăшласа пăхма сĕнчĕ. Вĕрентÿ министерствипе пĕрле ĕçлесен — татса пама май пур.

Петр Ермолаев эстрада артисчĕсен пĕрле пухăнса калаçмалли пÿлĕм çукки пирки каларĕ: «Трактор тăвакансен культура керменĕн коридорĕнче пухăнкалатпăр…» Константин Яковлев палăртнă тăрăх, çитес çул филармони реконструкцийĕ вĕçленмелле, ун чух Трактор тăвакансен культура керменĕнчи пÿлĕмсем те пушанĕç. Артистсем тата кăштах кĕтме хирĕç мар. Репетицисем ирттермелли зал ыйтăвĕ татăласса вара вăрах кĕтме тивмĕ: культура институчĕн, Халăхсен туслăхĕн çурчĕн залĕсем пур — Михаил Игнатьев вĕсемпе усă курма сĕнчĕ.

Артистсене налук, ытти тÿлев те пăшăрхантарать. Стас Владимиров каланă тăрăх, вĕсем ахаль те тăкăнса тăмалăх тупăш илмеççĕ, çийĕнчен тата налук инспекцийĕ чĕннĕ иккен: ултă теçетке ыйтуран тăракан анкета йышши хут тыттарнă. Çав ыйтусен хуравĕсем налукçăсене мĕн тума кирлĕ? — тем тесен те хушма укçа сăптăрса илесшĕн. Концертсемшĕн те культура керменĕсем ытла хаклă илесшĕн. Çийĕнчен Мускав артисчĕ-и е вырăнти — уйрăмлăх çук, пуринчен те пĕр хак ыйтаççĕ. Çав вăхăтрах, калăпăр, Киркоров концертне каймалли билет 4 пин тенкĕ тăрать, чăваш эстрада юрăçин — 400 тенкĕ.

Михаил Игнатьев тĕл пулу пирки çемьери пек тăванла калаçу пултăр терĕ те — çакă тÿрре тухрĕ пек. Енсем пĕр-пĕрне илтрĕç. Тĕл пулу Правительство çурчĕн тăрринче пĕрле сăн ÿкерттернипе вĕçленчĕ. Пирвайхи курнăçу юлашки пулмĕ — малашне те тĕл пулса канашлама калаçса татăлчĕç.

 

Рубрика: 

Комментировать