Производство ÿсĕмлĕ
Промышленноç производствин индексĕ самай пысăкланнă. Çак кăтартăва витĕм кÿнисен шутĕнче - «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем. Çулталăк пуçланнăранпа унта 708 çынна ĕçе йышăннă, 2019 çул вĕçленнĕ тĕле çак йыш 1,5 пин çынпа танлашмалла.
Çурт-йĕр строительстви, вак суту-илÿ çаврăнăшĕн, тирпейлекен промышленноç кăтартăвĕсем самай хушăннă. Ял хуçалăхĕнче вара производство иртнĕ çулхинчен кăшт кăна чакнă — 99,7%. Çакăнта выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси пĕчĕкленнин витĕмĕ палăрать. Çапах АПКшăн пит хĕретмелле пулмасть-тĕр. Ĕççи пырать — тĕш тырă, çĕр улми тухăçĕ кăçал пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Михаил Васильевич уяр тапхăрпа усă курса уй-хирти ĕçсен май пур таран пысăкрах пайне пурнăçласа ĕлкĕрмешкĕн «талăкĕпех ĕçлеме» чĕнсе каларĕ.
Ĕç укçи пирки те сăмах пулчĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Павел Иванов каланă тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа уйăхри вăтам ĕç укçи 28,5 пин тенкĕпе танлашнă — пĕлтĕрхи раштавринчен 8,1% пысăкрах. Ÿсĕм курăмлă пулин те Михаил Игнатьев çак процентсемпе çырлахма юраманнине палăртрĕ — «хальхинчен икĕ хут пысăкрах пулмалла».
Комментировать