Çĕннине курса таврăннă

2 Июл, 2014

ЧР Ял хуçалăх министерствин инноваци пайĕн ертÿçи Владимир Васильев, Комсомольски районĕнчи "Çĕр улмине мухтав" агрофирма ĕçченĕсем Алексей Селиванов, Олег Мартышин, Марат Камальдинов, Вăрмар райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ-ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Дмитрий Ивановпа Иван Иванов фермер, Красноармейски районĕнчи "Таябинка" агрофирмăн тĕп агрономĕ Елена Николаева, "Байер" компанин республикăри представителĕсен, "Востокпа" "Альфа-агро" обществăсен менеджерĕсем Чул хула облаçĕнчи Городец районĕнчи Аксентис поселокĕнче иртнĕ Çĕр улми кунне хутшăннă.

Ăна тулли мар яваплă "Аксентис" общество ирттернĕ. Унта Брянск, Вологда, Владимир, Иваново, Кострома облаçĕсенчи, ытти регионти çĕр улми çитĕнтерекен хуçалăхсен ертÿçисемпе агрономĕсем - пурĕ 200 çын ытла - пуçтарăннă.

Предприяти малтан çум курăк ашкăрнă уйри 3 пин гектар çĕре харпăрлăха илнĕ. "Байер" компани ăна ял хуçалăх техники туянма, тыр-пул, çĕр улми, ытти культурăсем упрамалли складсем, йĕтем, машина-техника паркĕ, администраци çурчĕ, ытти объект тума, çунтармалли-сĕрмелли япаласем туянма пĕр миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. Общество специалистсемпе рабочисене пысăк ĕç укçи тÿлет. Çавăнпа çынсем предприятирен пăрахса каймаççĕ. Кĕркунне 20 пин тонна çĕр улми тата 6 пин тонна тырă упрама хунă, ытларах пайне сутса пысăк тупăш илнĕ. Çуркунне çĕр улми 400 гектар /"Çĕр улмине мухтав" агрофирма Канаш, Елчĕк, Комсомольски районĕсене - 673/ лартнă. Ăна удобренипе ытлăн-çитлĕн апатлантарнăран тухăç - пысăк.

Семинара пухăннисене хамăр çĕр-шывра тата чикĕ леш енче кăларнă çĕр улми сорчĕсене, управлăх хуралтăсене, унта хывнă "иккĕмĕш çăкăра" хĕл каçарма май паракан сивĕтмĕшсене кăтартнă. Çĕр улмине çуса, полиэтилен хутаçсене тултарса сутлăха ăсатаççĕ.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.