«Çĕре пĕтĕм чуна памалла»
Çак каларăш Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассинче пурăнакан 75 çулти Станислав Калягиншăн пурнăç тĕллевне çаврăннă. Хăйĕн кун-çулне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнăскерĕн çапла калама ирĕк пурах. «Çĕр ĕçчен çынна юратать, унта тар тăкса вăй хурсан кăна тухăç илетĕн», - терĕ хресчен-фермер хуçалăхне 20 çул ертсе пынă хисеплĕ çын.
«Эпир артист йышшинчен мар»
Калягинсем Чăваш Енре пĕртен пĕр çемье пулĕ. Сайра тĕл пулакан хушамата илтсен чылайăшĕ Раççей халăх артисчĕ Александр Калягин сирĕн тăван мар-и тесе ыйтма та хăюлăх çитерет иккен. Эпĕ те хушамат пулса кайнин вăрттăнлăхĕпе кăсăклантăм. «Эпир артист йышшинчен мар, пирĕн йăх-несĕлĕмĕр авалтанпа çĕр ĕçĕпе пурăннă. Аттене, Александр Алексеева, ача чухне Алякка тесе чĕннĕ. Анчах ял шăпăрланĕсем тăрăхласа Каляка тесе кулнă пулать. Çак ятранах хушамат пулса кайнă, - калаçăва пуçларĕ Станислав Александрович. - Пирĕн çемье «Динамо» колхозра /каярах 25-мĕш партсъезд ячĕллĕ совхоз/ вăй хунă: атте - завхозччĕ, çĕр улми сутма аякри хуласене час-час çÿреме тиветчĕ унăн, анне те ĕмĕрĕпех ял хуçалăхĕнче тăрăшнă. Эпир те, 9 ачи, пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ. Эпĕ те 7 çултах кĕтÿ кĕтме пуçларăм, ÿсерехпе лаша шанса пачĕç: унпа сухалама çÿреттĕм, тавар турттараттăм. Вăтам шкул хыççăн колхозра икĕ çул ĕçлерĕм».
Çавăнпах пурнăç çулĕ Шупашкарти ял хуçалăх институчĕ еннелле выртнă. Каччă та агроном дипломне алла илсе тăван тăрăхра ĕçлеме ĕмĕтленнĕ, анчах çамрăк специалиста Ярославль облаçне ĕçлеме направлени панă. Килшĕн тунсăхланă пулин те хушнине пурнăçлама вĕреннĕскер унтах çул тытĕччĕ, анчах шăпа чун ыйтнине илтнех: ăна тăван совхозрах тĕп агроном должноçне сĕннĕ. Савăннă çамрăк çанă тавăрсах ĕçе пуçăннă. Маттур çынна «çÿлтисем» тÿрех асăрханă: часах ăна Энĕшпуçри «Авангард» совхоз директорне çирĕплетнĕ. Виçĕ çул хушшинче аран-аран аталанса пыракан хуçалăха ура çине тăратма пултарнă çамрăк ертÿçĕ. Пĕр çулхине совхоз соцăмăртусен çĕнтерÿçин ятне те çĕнсе илет. Анчах унтан кайма тивет унăн, пурнăç ăна тĕрлĕ çĕре илсе çитерет: çул-йĕр предприятийĕ, котельнăй хуçалăхĕ... Сăнав станцийĕнче куккуруспа соя ÿстерес енĕпе те тăрăшнă вăл. Çав тапхăра ăшшăн аса илчĕ Станислав Калягин: «Вăрмарпа Тăвай районĕсенче опытсем ирттереттĕмĕр. Питĕ лайăх тухăç паратчĕç вĕсем, гектартан 60-70 центнер тухатчĕ. Анчах темшĕн пăрахăçларĕç, Тутарстанра вара тахçанах куккурус çитĕнтересси вăй илнĕ. Юлашки çулсенче Чăваш Енре те тепĕр хут акма тытăнчĕç, çак пулăма ырлатăп», - терĕ вăл.
Институт дипломне алла илсе тăван тăрăха таврăнсан пулас мăшăрĕпе, Надежда Васильевнăпа, паллашса çемье çавăраççĕ çамрăксем. Тăватă ача çуратса ÿстернĕ Калягинсем. Асли Эмилия РФ патшалăх статистикин службин Чăваш Енри управленийĕнче ĕçлет, тепĕр хĕрĕ Эльвира юрист, ЧР Аслă судĕнче вăй хурать. Роберт çемйипе ялта пурăнать, чи кĕçĕнни Георгий - ашшĕ-амăшĕн тĕревĕ, хуçалăх техникисене «алла илес ĕç» ун çине тиенет.
Районта - тăваттăмĕш
Çĕр-шывра фермерсен юхăмĕ вăй илме тытăнсан 1992 çулта Калягинсем уйрăм хуçалăх йĕркеленĕ. «Раççейре çĕнĕ самана пуçлансан колхозсемпе совхозсем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕç. Ун чухне пирĕн районта виçĕ ХФХ пулнă: Кĕлкешре - Ямуков, Тупахра - Ванюков, Атайкассинче - Егоров, эпĕ - тăваттăмĕш. Анчах ун чухне çăмăлах марччĕ, çĕр пайĕ илесси аптрататчĕ. Хуçалăх йĕркелекенсене субсиди /хальхилле - грант/ уйăрса пачĕç. Унпа ял хуçалăх техники - комбайн, трактор, груз турттаракан машина - туянтăмăр. Вĕсем пурри ĕçе çăмăллатрĕ паллах. Малтанхи çулсенче 20 гектар çĕр çинче ĕçлеттĕмĕр, каярах 75 гектар таран ÿстертĕмĕр. Унта кишĕр, кăшман, çĕр улми, тыр-пул, люцерна лартса çитĕнтереттĕмĕр. Выльăх-чĕрлĕх тытаттăмăр. Ытларах çĕр улми туса илес енĕпе ĕçлеттĕмĕр, ир пулакан «Жуковский», «Голландский», «Луговской» сортсем лартаттăмăр. Пĕтĕм ĕçе çемьепе тăваттăмăр, хĕрÿ тапхăрта ял халăхĕ пулăшатчĕ. Малтанхи çулсенче тухăçĕ те пысăкчĕ, пахча çимĕçе Хусана, Челябинска сутма çÿреттĕмĕр. Юлашки çулсенче вара хуçалăха тытса пыма йывăрланчĕ, хам та çамрăк мар ĕнтĕ», - терĕ Станислав Александрович. Çавăнпа темиçе çул каялла ХФХ ĕçне пĕтернĕ. Пур пĕр алă усса ларма вăхăт çук. Паян та темиçе гектар çĕр çинче çĕр улми лартса ÿстереççĕ, выльăх-чĕрлĕх усрамалăх тыр-пулпа курăк çитĕнет. Хальхи вăхăтра ял халăхне пулăшу парас енĕпе ытларах тăрăшаççĕ: сухаламалла-и, утă-улăм турттармалла-и - чылайăшĕ Калягинсем патне васкать.
Хастар та тăрăшуллă çынна яланах асăрхаççĕ. Станислав Александровичăн та сумлă награда чылай. Вĕсенчен чи пахи те чи сумли - «Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медаль. «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята та ахаль çын тивĕçмест. Лайăх кăтартусемпе палăрнă фермера патшалăх трактор та парнеленĕ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ
Комментировать