Килти хуçалăхшăн - пысăк пулăшу
Валентина Белкова ветврач бройлер чăх чăпар е шурă чăхран мĕнпе уйрăлса тăни, ĕне маститпа ан чирлетĕр тесен мĕн тăвасси, амаран уйăрнă çăвăрсене еплерех çитĕнтересси çинчен нумай каласа пама пултарать. Йĕпреç райповĕн аптекин заведующийĕнче тăрăшаканскер теорие çеç мар, практикăна та лайăх пĕлет.
- Эпир килти хуçалăхра мĕнле выльăх усраманни юлнă-ши? - тет вăл. - Ĕне, пушмак пăру, цигай ăрачĕллĕ сурăх, качака, кролик /90 таран/, бройлер чăх, ытти выльăх тытнă. Халĕ те йышлă. Ир-каç, ĕçе кайиччен, тунсăхламастпăр. Ялта килти хуçалăхсăр пурăнма пĕлместпĕр. Вăл пĕрмай чуптарать. Картиш тулли выльăх çине пăхатăн та - савăнатăн.
Юлашки çулсенче Валентина выльăх-чĕрлĕх валли препарат сутнипе пĕрлех ял çыннисене чăх чĕппи туянма пулăшать. Ку ыйтупа тÿрех ун патне пыраççĕ. Ветврач ăна ăçта, мĕнле татса памаллине лайăх пĕлет. Сывă чĕппе, паха апатпа тивĕçтерет.
Чылайăшĕ пуслăх туянасчĕ тесе унтан пуш уйăхĕн пуçламăшĕнчех пулăшу ыйтать. Саккас панă çынна кайăк-кĕшĕк фабрикинчен 2-3 сехетрех кÿреççĕ. Хăвăртлăх Валентинăн ĕç йĕркине кĕрсе вырнаçнă ĕнтĕ. Чĕпсене района читлĕхре е ешчĕкре илсе килеççĕ. Пĕчĕкскерсем хăйсене вĕсенче лайăх туяççĕ.
Анчах хăшĕ-пĕрин пÿртре е витере ăшă пулманран, кантăкран е алăкран сивĕ сывлăш кĕнĕрен, вăхăтра шыв ĕçтерменрен, тулăх апат çитерменрен тĕрлĕ чир аталанать. «Начар пăхакансенчен туянмалла мар», - тет В.Белкова. Ăçтан туянмаллине хăйĕн саккасçисенчен пытармасть.
- Калăпăр, эпĕ паян пĕр машина чĕп фабрикăран тиесе килетĕп, - ăнлантарать заведующи. - Çул çинче тĕрĕслевçĕсем чарсан чĕпсене вакцинациленине çирĕплетекен справка кăтартмалла. Вăл саккасçăсем туянакан чĕпсен сывлăхне çирĕплетет. Тин çеç киле илсе килнисене çитĕннисем патне ямалла мар. Пĕр эрнелĕхе те пулин уйăрса карантина хупса пăхмалла. Пĕрремĕш кунсенчех йăмшаклансан вĕсене пасар сутуçисем мухтакан антибиотик пама ан васкăр. Пулăшмасан - сиплекен эмел кайран суйласа илме йывăр. Çитĕнтернĕ чух ман пата тĕрлĕ ыйтупа кĕреççĕ. Пурне те хурав пама тăрăшатăп. Тепĕр чухне вăл е ку кил умĕнчен иртетĕп те алăкран картишре çитĕннĕ чăхсем чупнине асăрхатăп. Ман патран илсе кайнăскерсем сывă та çирĕп.
Килти хуçалăхра ытларах чăх-чĕп ÿстерме тăрăшнине мăйракаллă шултра выльăха пăхма йывăртараххипе, кайăк-кĕшĕке пăхма çăмăлраххипе ăнлантармалла. Унăн сертификациленĕ хутăш апатне /вăл лайăх çитĕнме, ăратлăха лайăхлатма пулăшать/ райпоранах туянма пулать.
- Чĕп тĕсне тата вăл миçе уйăхрине пăхса «Солнышко», «Рябушка», «Бройлер» ятарлă хутăш апат туянма сĕнетĕп, - сăмахне тăсать ветврач. - Вĕсенче чĕпсене кирлĕ аминокислота, витаминсем, минерал пур. Çак апата çитерсен чĕпсем хăвăрт çитĕннине пĕлекенскерсем сутлăха çĕннине тата мĕн кÿнипе кăсăклансах тăраççĕ.
2014 çул пуçламăшĕнчен тытăнса çак таранччен райпосем республикăра пурăнакансене çăвăр чĕп, бройлер, кăвакал, хур тата кăркка чĕппи 75 пин сутнă. Ял çыннисене вĕсемпе тивĕçтерессишĕн Элĕк, Октябрьски, Йĕпреç, Етĕрне, Калинино райповĕсемпе потребительсен «Тăвай кооперативĕ» обществи лайăхрах вăй хучĕç. Элĕк райповĕ кăна ака-çу уйăхĕсенче 8 пине яхăн кайăк-кĕшĕк чĕппи сутрĕ. Ураскилт, Кĕçĕн Тăван, Шĕвĕш ялĕсенчи лавккасем 500-700 чĕп кÿме çынсенчен саккас йышăннă. Йĕпреç райповĕ ял-йыша пурĕ - 5,5 пин, вăл шутра Хурамалсене пин чĕп туянма пулăшнă. Хăшĕ-пĕри килти хуçалăхра усрама бройлер чĕппине 100-150 илет. «Райпон шанчăклă пулаканччĕ, - теççĕ çынсем. - Вăл фабрикăран чĕпсен сывлăхĕ епле пулассине пĕлсе илсе килет». Кооператорсем кÿрекеннине çирĕп шанаççĕ.
Чăвашпотребсоюз Вăрмартан, Вăрнартан, Канашран, республикăри ытти фабрикăран, çавăн пекех Чул хула облаçĕнчен, Мари Элтан кайăк-кĕшĕк турттарса халăха сутасси тахçанах ĕç йĕркине кĕрсе çирĕпленнĕ. Вĕсенчен курттăммăн туяннăран кооператорсем республикăри вăтам хакран йÿнĕрех сутаççĕ.
Ялта пурăнакансенчен нумайăшĕ - коопераци лавккинче тавар туянакан çеç мар, унăн пайташĕ те, райпона аш, сĕт, эмел курăкĕ пухса паракан та. Паллах, райпосем килти хуçалăхсене кайăк-кĕшĕк çитĕнтерме пулăшаççĕ. Тепĕр енчен, тырă туянакан ытларах пулсан ял хуçалăх организацийĕсене те, райпосене те лайăх. Пĕлтĕр кăна республикăра пурăнакансене кооператорсем 10 пин ытла тонна фураж, хутăш апат, сăсăл сутнă. Кăçал та лавккасене чупса пырса туянаççĕ.
- Ялта пурăнакансене таварпа тивĕçтересси тата вĕсемшĕн пулăшу ĕçĕ пурнăçласси Чăваш Енри потребительсен кооперацийĕн тивĕçĕ, - терĕ Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов. - Çак ĕçе 120 çул пурнăçлать ĕнтĕ. Ку хушăра кооператорсем ял территорийĕсене аталантарас, пурнăçа лайăхлатас ĕçе пысăк тÿпе хывнă. Вĕсем ял-йыша кайăк-кĕшĕк сутаççĕ, сĕт, эмел курăкĕ пухаççĕ, çынсене выльăх-чĕрлĕх усрама тырăпа, хутăш апатпа тивĕçтереççĕ.
В.Сорокин сăн ÿкерчĕкĕ
Комментировать