«Çамрăксен хаçачĕ» 33 (6279) № 22.08.2019

22 Авг, 2019

* Республикăра пурăнакансемпе хăнасем Шупашкар илемне палăртаççĕ. Юбилей умĕн хула урамĕсем тата та капăрланчĕç. Ункăсемпе клумбăсенче чечексем кăна мар, акăшсемпе чăваш пикисем те ÿссе ларчĕç. Вĕсемпе киленмешкĕн ятарласа çул çÿреве тухрăмăр, чи чаплă вырăнсене палăртрăмăр.

Тĕкĕр акăшсем. Шупашкарта акăшсем унччен те пулнă-ха, çавăнпа дизайнерсен хальхинче пуç ватма тивнĕ. Ку таранччен курманнине шухăшласа кăларас тĕллев лартнă. Проект пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнчех çуралнă, анчах ăна çу уйăхĕнче çеç пурнăçа кĕртме май килнĕ. Тĕкĕртен ăсталанă акăшсен тăршшĕ — 7 метр, çÿллĕшĕ — 3 метр. Вĕсене «Энергозапчасть» ункине илсе çитерессишĕн троллейбус линийĕсене çĕкленĕ, кран пулăшăвĕпе вырнаçтарнă. Проект тăрăх, акăшсем тавра кăкшăм чечекĕ ÿсмелле пулнă. Тен, вĕсем пире çитес çул савăнтарĕç. Хальлĕхе вара тĕкĕр акăшсен умĕнче «Акконд» фабрикăн тĕнчипех саланакан канфечĕсем вырăн тупрĕç.
Чебоксарик. Шупашкар гербĕ çинче 5 кăвакал сăнланнă. Историе асра тытакансем унăн пирвайхи вариантне II Кĕтерне патша ÿкернине пĕлеççĕ. Кăвакала хула талисманĕ тума шут тытнă. Владимир Кондратьев дизайнер ушкăнĕ 7 кун унăн эскизĕ пирки шухăшланă, тĕрлĕ вариант ÿкернĕ. Пĕрлехи пухура 6-мĕш эскиза çирĕплетнĕ. Йăл кулăллă та хавас талисман ятне «Уçă хула» порталта суйланă. Сасăлава 1580 çын хутшăннă. «Чебоксарик» 22% сасă пухнă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — «Чеба» тата «Савик».
Чебоксарике Лакрей вăрманĕнче, Николай Пирогов скверĕнче, Ярмарка умĕнчи ункăра тĕл пулаятăр. 2 метр çÿллĕшскер аякранах курăнать. Хула юбилейĕ умĕн 8 пин кăвакал тетте çĕлеттернĕ. Чебоксарик тĕнчипе саланма ĕлкĕрчĕ. Чи малтанах вăл Мускаври Хĕрлĕ тÿремре пулчĕ. Талисман уяв мероприятийĕсене те хутшăнать. Чебоксарике халăх кăмăлласа йышăнчĕ.

(Шупашкарта 7 метр тăршш. акăшсем ишеççĕ, кăвакалсем хăнасене ыталаççĕ. Ольга КАЛИТОВА)

* Людмила КИНЕР юрăç тата кĕвĕ ăсти — «Çамрăксен хаçачĕн» çывăх тусĕсенчен пĕри çеç мар, вăл юратнă хаçатăн гимнĕн авторĕ те. Людмила «Чăнкă чăвашсем» юррипе эстрадăна çил пекех вирхĕнсе кĕчĕ. Вăл сăвăçсемпе пĕрле вуншар кĕнекене кун çути кăтартрĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Кинер паян тивĕçлĕ канура. Анчах та унăн, паянхи саманан хăйне евĕрлĕ юхăмне лекнĕскерĕн, тепĕр професси алла илме тивнĕ. Çак ĕçĕн чăн-чăн хакне туйса илнĕрен халĕ тăрăшсах «Эпĕ — чăнкă таксист» юрă валли кĕвĕ хайлать.
— Люда, сана республика шай.нче панă чаплă ят çитмест-им? Мĕн, «Тава тивĕçлĕ таксист» ята та илес килет-им?
— Эй, тур-тур! Вăт пурнăç пулса кайрĕ! Темĕн те кăтартать, темĕн те тутарать! Хам хăçан та пулсан таксистра ĕçлессине тĕлĕкре те тĕлленмен. Мĕн пĕчĕкрен юрра-кĕвве алла илме, ачасене музыка вĕрентме ĕмĕтленнĕ эпĕ. Чăнах та, çутă шухăша пурнăçа кĕртме пултартăм. Пенсие тухиччен Шупашкарти «Аленушка» садикре 18 çул вăй хутăм, 50-мĕш шкулта малтан — педагогра, унтан шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕнче 12 çул тăрăшрăм. Арçын ачасен хорне йĕркелерĕм кунта. Кун-çулăмри чи кăсăклă ĕç çакă пулчĕ пулмалла. Ларма-тăма пĕлменскерсем чуна илетчĕç. Анчах та юрлама пуçласан итлесе тăранма çукчĕ. Паянхи кун «Салют» культура керменĕнче вокалпа эстрада студийĕн ертÿçинче ĕçлетĕп, 18-мĕш шкулта музыка вĕрентетĕп. Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче шкултан Шупашкарти 130-мĕш садике музыка ертÿçине ĕçлеме куçатăп. Кĕсьене кĕрекен ĕç укçи мĕн пур ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме çитмест çав. Çавна пулах манăн та руль умне ларма тиврĕ, тата кăштах ĕçлесе илес тетĕп-çке. Отпуск вăхăтĕнче, канмалли кунсенче, тепĕр чух ĕç хыççăн та таксист пулса тăратăп. Юрать, шанчăклă тимĕр урхамахăм пур. Вăл чăн-чăн тус пулса тăчĕ.
— Клиентсем ăçтан тупатăн?
— Ĕçе кÿлĕнсен вĕсем хăйсемех тупăнаççĕ. Ĕç шыракан аллине вăл хăй кĕрет. Кун каçа эрех-сăра ĕçсе шыçăнса ларнă пит-куçпа подъезд умне ир-ирех тухса ларакан услапсем пек кахалланмалла мар çеç.
— Хĕрарăма таксист пулса ĕçлеме çăмăлах мар пуль. Тем шухăшлă арçын-клиент та пур-тăр. Эс, ав, ÿсĕме кура мар илĕртÿллĕ сăн-питлĕ. Çулăхакансем тупăнаççĕ-и?
— Телейĕм çумрах. Турра шĕкĕр, ку таранччен усал шухăшлисем лекмерĕç-ха. Малашне те Турă сыхлатăр ун пеккисенчен.
— Каçсерен хула урамĕсем пуш-пушă. Тепĕр чух шикленнипе чĕрÿ кăлт! сикмест-и?
— Камран хăрас? Эпĕ ал тăратса машина чаракансене лартмастăп. Фирма урлă ĕçлетĕп. Клиентсен телефон номерĕсем ĕç паракансен аллинче.
— Ыйхă вĕçтерсе нушаланнин усси пур-и хăть? Бензин хаклă, çулсем тумхахлă, машинăна юсавлă тытма мĕн чуль укçа кирлĕ тата!
— Ытла айванла ыйту ан пар-ха. Нухрат кĕсьене кĕмесен пĕр таксист та руль умне лармасть. Укçи кĕсье тĕпĕнче шăнкăртаттăр тесен тульккăш талăкра 25 сехет ĕçлеме лекет çав.
— Руль умĕнче арçын мар, хĕрарăм ларнине курсан клиентсем пĕр-пĕр юпа çумне пырса çапăнасран хăраса ÿкмеççĕ-и?
— Какуй хăрама! Чăваш эстрадине юратакансем мана курсан савăнсах каяççĕ. «Ооо, салам! Атя, «Чăнкă чăвашсем» юрруна яра пар», — теççĕ. Хирĕçлеместĕп. Магнитолăна яратăп та хам та пĕрле чĕрĕ сасăпа шăрантаратăп! Манпа юрлакансем те тупăнаççĕ. Сăмах çăмхине сÿтме кăмăллакансем çул тăршшĕпе тем каласа та тĕлĕнтереççĕ.
— Юрă хит пулса тăрасси сăвăçран та чылай килет!
— Раиса Сарпи, Валери Туркай, Надежда Силпи, Оксана Александрова, Владимир Рыбкин сăввисене кăмăллатăп. Санпа та ав 20 яхăн юрă калăпларăмăр. Ман репертуарта питĕ нумай юрă. Ятарласа шутламан. Тепĕр тесен, вĕсене шутласа ларма вăхăт çук ман, малалла талпăнмалла.
— Çул çулах: темĕнле пăтăрмах та сиксе тухма пултарать.
— Пĕр каç Алькеше чĕнсе илчĕç. Чарăнăва пырса лартăм. Клиента кĕтетĕп. Сак çинче илемлĕ арçын хĕрлĕ курткăпа, хĕрлĕ бейсболкăпа ларать. Çакскер вырăнтан тăчĕ те ман пата утса пычĕ. «Ак тата! Кинер, эсĕ мар пуль те! Эс те таксиста çаврăнтăн-им?» — тет куçне чарса. Сăнарах тинкертĕм те Вячеслав Христофоров юрăçа палласа илтĕм. Килне кайма тухнă. Тепрехинче шуçăмпа Атăл хĕррине пăрахут кĕтме каякан «Уяв» ушкăнпа тĕл пулма лекрĕ. Эдик Кириллов аллинче — хут купăсчĕ, хĕрсем чăваш тумĕпеччĕ. Туристсене кĕтме каяççĕ иккен. Эп çеç мар, пурте пурăнасшăн.
— Машинуна улăштарнă эсĕ. Çĕннипе клиентсене илсе çÿреме шел мар-и?
— Малтанхинче лармалли вырăн сахалрахчĕ. Халь юнашар хампа пĕрле 7 çын вырнаçать. Çавна пулах кредит илме тиврĕ. Ăна хăвăртрах татас тени те руль умне ларма хистерĕ.
— Хăвăн вăйна шанман пулсан çĕнĕ урхамахлă пулмăттăн.
— Ĕç айне пултăм чăнах. Юлашки çулсенче çуркуннесерен хам кĕвĕленĕ юрăсен «Радужная страна» конкурсне ирттеретĕп. Йĕркелÿ ĕçĕ вăхăта самай илет. Çулсерен юрăсене юрлас текенсен шучĕ ÿссех пырать. Юрласа чуна çунатлантарас текенсем пурри аван. Чи кирли, çамрăксем çеç мар, çулланнисем те кулянса лармаççĕ, ара, савăнăç пурăнма хавхалантарать-çке. Кăçал ак конкурс республика шайĕнче çеç мар, Атăлçи шайне те çĕкленчĕ. Ачасен студине ертсе пыракан чăваш хĕрĕ Лариса Федорова Хусантан 2 арçын ачапа 3 хĕрачаран тăракан квинтет илсе килчĕ. Вĕсем Раиса Сарпи сăввипе кĕвĕленĕ «Генерал» юрра шăрантарчĕç.
— Конкурс ирттерме нухрачĕ, ай-яй, чылай кирлĕ. Спонсор тупма та çулсерен йывăрлансах пырать ав.
— Пытармастăп. Малтанхи вăхăтра питĕ нушаланаттăм. Пур ыйтăва та хамăн татса пама тиветчĕ. Паян мана «Салют» культура керменĕн ертÿçи Наталья Фошина пур енлĕн пулăшать. Уява йĕркелеме мĕн пур коллектива хутшăнтарать. Конкурс пирки хаçат-радио-телекурав, интернет урлă пĕлсе хутшăнас текенсем мана наччас шыраса тупаççĕ. Ачасемшĕн нимĕн те шел мар. Юррăмсен «минусĕсене» кăмăлтанах валеçетĕп. Вăхăта, вăя хĕрхенмесĕр суйласа илнĕ юрăсене юрлама вĕрентетĕп. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисем валли çĕнĕ юрă çыртарма та укçа-тенкĕ шеллемест. Ун пеккисене сăвăçсемпе паллаштаратăп, юрă кĕвĕлетĕп, аранжировщиксем тупса паратăп, хам та сĕнÿсемпе пулăшатăп.

 Кала-ха, мĕн тума кирлĕ сана çак канăçсăр пурнăç? Пенсие ахаль памаççĕ. Пирĕн çулсенче кăмăл туличчен каннин усси пысăкрах мар-и?
— Пĕр вырăнта канлĕн ларасси маншăн мар çав. Чун ялан халиччен туманнине ыйтать. Пур çĕре те çитес, веçех пĕлес, тăван халăхăн пурнăçне илемлетес, пуянлатас, чĕресенче хавхалану çуратас килет ман. Паллах, хамăн юрăсене те халăхра анлăн сарас килет. Вĕсем чунра ахальтен çуралман-çке. Ачасем валли чăвашла юрă сахалли те чуна ыраттарать. Чăвашлăх кăвайчĕ сÿнесрен унта камăн та пулсан пуленке пăрахса тăмалла вĕт- ха! «Эпĕ мар тăк — кам?» — тетĕп те ытларах тăрăшса ĕçлетĕп.
— Ăнланатăп сана. Чăвашлăха упраса хăварас тесен шăп та лăп чи пĕчĕккисемпе ĕçлемелле те. Вĕсен таса та черченкĕ чунне сухаласа вăрлăх акмалла...
— Ачасемпе ĕçлеме питĕ çăмăл. Вĕсем çăвартан пăхсах тăраççĕ. Мĕн каланине веçех тимлеççĕ, итлеççĕ, пурнăçлаççĕ. Вĕсем валли нотăсемпе тăватă юрă пуххи хатĕрлерĕм. Юррăмсем татах нумай, анчах та вĕсене пичетлесе кăларма укçи-тенки çеç сахалтарах.
— Мюзикл «çуратас» шухăш хăçан тĕвĕленчĕ чунунта?
— Пĕтĕм Раççей Литература çулталăкне ирттернĕ вăхăтра мана та Константин Иванов сăввипе 2 юрă кĕвĕлеме ыйтрĕç. Суйлама пуçларăм та поэтăн асамлă тĕнчине кĕрсе ÿкрĕм. Шухăша путрăм. Икĕ юрă вырăнне 15 юрă çуралчĕ. Ачасемпе çав юрăсене тăрăшсах вĕрентĕмĕр. Мюзикла «Салют» культура керменĕпе тĕп хулари 18- мĕш шкулта лартрăмăр. ЮТВ телеканал та ÿкерсе илчĕ.
— Эсĕ ЮТВ телеканалпа «Радужная страна» кăларăм та йĕркелесе ятăн ав.
— Пултаруллă ачасене шыраса тупса хамăн тĕпеле чĕнетĕп. Максим Галкин ертсе пыракан «Лучше всех» кăларăма ман тĕпелте пулнă 5 çулти Лева Гренадерский те лекрĕ. Географие аван пĕлет хайхискер. Ашшĕ-амăшне çак ăслă ачана Раççей шайне кăлармаллине ĕнентертĕм.
— Эсĕ йĕркеленĕ «Шупашкар» эстрада ушкăнĕ те республика шайĕнче хастарлăхĕпе палăрчĕ.
— Ушкăнра 18 çамрăк юрăç. Эпир ялан çÿл çÿревре. Шупашкарта иртекен чылай уява йыхравлаççĕ пире. «Радужная страна» ачасен ушкăнĕ те аслисенчен тĕслĕх илет.
— Бухгалтерта ĕçлекен аппу сана шут ĕçе кÿлнине манман-ха эпĕ.
— Пасар самани пуçлансан шкул ĕçне пăрахса бухгалтера вĕренме тиврĕ. 5 çул ытла ĕçлесе пăхрăм. Ача сассисĕр пурнăç çуккине ăнлантăм та вĕрентекен тилхепине каллех алла тытрăм.
— «Поле чудесра» выляса илнĕ машину пурăнать-и-ха?
— Пĕр тăвана парнелерĕм ăна. Машина алла çăмăллăн кĕнĕ текенсене пĕлме: парнешĕн 13 процент налук шыраса илчĕç. Ку пурнăçра пуриншĕн те тÿлемелле.
— Чи кирли çак пурнăçра хуçăлса ÿкменни, чунпа сусăрланманни, ĕненĕве çухатманни пуль. Ачалăхна та пылпа сĕрмен ав.
— Эпĕ Куславкка районĕнчен. 9 çулта аннесĕр юлтăм. Шкул пĕтернĕ хыççăн атте те ĕмĕрлĕх куçне хупрĕ. Çемьере 6 пĕртăван ÿснĕ эпир. Аннене çухатнă çул асли шкултан вĕренсе тухма ĕлкĕрнĕччĕ, кĕçĕнни шкула та кайманччĕ-ха. Хĕрарăм ăшшисĕр юлнă арçын ачисене пăхаймасть тесе пире аттерен уйăрса республикипе салатрĕç. Тĕрлĕ интерната вырнаçтарчĕç. Асли Оля Ленинграда ĕçлеме тухса кайрĕ. Валя Çĕрпÿри çĕвĕ училищине çул тытрĕ. Вăл пире тем тĕрлĕ хитре тум хăй аллипе çĕлесе тăхăнтартатчĕ. Çĕтĕк-çатăк тумпа çÿретмен. Нина манпа пĕрле Г. Лебедев ячĕллĕ лицее лекрĕ. Эпĕ – музыка, вăл математика класне суйларĕ. Таньăна — Кÿкеçри, Сергее Куславкка районĕнчи Аслă Куснарти интернат шкула вырнаçтарчĕç. Халь ачалăха шухăшпа таврăнатăп та чылай пулăм урăхла курăнать. Анне çĕре кĕнĕ çул пирĕн шкула музыкăна аван туя-кан ачасене суйлама килчĕç. Комисси витĕр тухайрăм. Лебедев ячĕллĕ лицея лекни ман шăпана ĕмĕрлĕх татса пачĕ.
— Çак тĕнчере çуралма пултарни мĕн тери телей. Пурнăçа чи малтан укçапа мар, чунлăхпа виçетпĕр. Саншăн вара ку тĕнчере чи хакли мĕн-ши?
— Паллах, ачасем, çемье. Эпĕ хама чи малтан анне пек куратăп, туятăп. Икĕ ывăл амăшĕ пулса тăтăм. Кинсем мана икшер мăнукпа савăнтарчĕç.

(Таксистра ĕçлесе юрă çырма укçа тăвать)

* Тамара Степанова тăван йăмăкĕ «симĕс çĕлен» тыткăнне çакланнине пĕлмен мар. Вăл унпа сайра хутра çеç хутшăнкаланă, Элĕк районĕн тăрăхне качча кайса тĕпленнĕ пĕртăванĕ ачисемпе йăпăртлăха хăнана килсе кайкаланă. Хушăран телефонпа çыхăну тытнă. Йăмăкĕпе унăн мăшăрне ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарсан пилĕк ача хÿтлĕхсĕр юлнă. Аслисем — çитĕннĕскерсем, вăтаммине пĕр çемье илнĕ. Кĕçĕннисене Ангелинăпа Павлинăна Тамара Ильинична хăй çунатти айне йышăннă, халĕ вĕсем Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕре кун кунлаççĕ.
«Аист пăрахса хăварнă»
Тамара — Кăмакал ялĕнчен. Саккăрмĕш класран вĕренсе тухсанах Кĕçĕн Шетмĕри ĕне фермине ĕçе вырнаçнăскер 17 çул дояркăра вăй хунă. Каярахпа бригадăра тăрăшнă. Çак яла совхозран çурт парсан куçса килнĕ. Мăшăрĕпе вăл хут уйăрттарса пурăнман. Леонидпа Тамара икĕ хĕрпе пĕр ывăла кун çути парса ура çине тăратнă, вĕсем çитĕннĕ ĕнтĕ, кашни хăй тĕллĕн пурăнаççĕ.
Тамарăпа Леня Çĕрпÿ районĕнче паллашнă. Хĕр тăванĕсем патне салтак ăсатма кайнă та... Çур çул тĕл пулнăскерсем пĕрле пурăнма пуçланă. «Малтанхи вăхăтра хунямапа хуняçа патĕнче пĕр килтех кун кунларăмăр. Вĕсем лайăх çынсемччĕ, мана, венчет çĕрри тăхăнманскере, уйăрман. Аван йышăнчĕç», — терĕ хĕрарăм. Мăшăрлану керменне каймашкăн, шурă пĕркенчĕк тăхăнмашкăн ĕмĕтленмен вăл. Йывăрлăхсем те пайтах пулнă вĕсен пурнăçĕнче, çапах уйрăлман. Тĕпренчĕкĕсене çитĕнтернĕ. 2005 çулта кил хуçи хĕрарăмне хурлăхлă хыпар пĕлтереççĕ — мăшăрĕ аварие лекнĕ, вырăнтах вилнĕ. Ун чухне вăл Çĕрпÿ районне каймашкăн çула тухнă, анчах кирлĕ çĕре çитеймен... Тамара Ильинична тăлăх арăм ятне илтни вун тăватă çул ĕнтĕ. «Инкек пулас умĕн пĕр уйăх маларах пирĕн пĕрремĕш мăнук çуралчĕ. Шел, кукашшĕ пулса савăнаймарĕ мăшăрăм. Аслă хĕрĕн те шăпи çăмăл килмерĕ, упăшкине ĕмĕрлĕхех çухатрĕ. Кĕрÿ ытла та ир уйрăлса кайрĕ пирĕнтен», — чунне уçрĕ виçĕ ача амăшĕ.
Тамара Ильинична хĕр чухнехи хушаматпах çÿрет, икĕ ачине — хăйĕннипе, кĕçĕннине вара упăшкин хушамачĕпе çыртарнă. Ку тĕлĕшпе çемьере калаçу пуçарман. Документсемпе те йывăрлăхсем тухман.
Пурнăç хăй еккипех шунă, мăшăрĕ çĕре кĕнĕренпе вăхăт сахал мар иртсен те хĕрарăм тепĕр хут çемье çавăрман. Ун пирки шухăшламан та. Кукамай, хуняма ята илтнĕскершĕн ачисемпе мăнукĕсем пĕрремĕш вырăнта. Тăхăр çул каялла, 2010 çулхи çу уйăхĕнче вара çемьери лару-тăру тăрук улшăннă. Тамара Степанова ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнă йăмăкĕн икĕ хĕрне хăйĕн хÿттине илнĕ. Документсене йĕркелесе çитеричченех Кĕçĕн Шетмĕне куçарнă, мĕншĕн тесен хĕра-часем никама кирлĕ пулман, вĕсене çуратнă çынсем тĕпренчĕкĕсемпе вуçех кăсăкланман. «Йăмăксем еплерех пурăннине тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлмен эпĕ, хушша-хуппа кĕмен. Хĕрачасене илсе килнĕ чухне асли Ангелина — 10, Павлина 9 çултаччĕ. Йăмăкпа упăшкине ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарнă хыççăн хĕрачасене çур çуллăха Улатăрти интернат шкула янă-мĕн. Йăмăк Вăрнар тăрăхне урăх арçын патне тухса кайнă, мăшăрĕ вара психика тĕлĕшĕнчен хавшанă. Халĕ вăл — Çĕмĕрлери психоневрологи диспансерĕнче. Тăванĕ-пĕлĕшне палламасть. Ĕçкиех çавăн патне илсе çитернĕ-тĕр. Унччен йĕркеллехчĕ. Палăртнă вăхăт иртсен, çур çултан, Элĕк районĕнчи опекăпа попечительлĕх пайĕнчен шăнкăравларĕç. Унăн ĕçченĕ — манăн пĕлĕш, хамăр ял хĕрĕ. Вăл ачасене хÿтте илме сĕнчĕ», — иртнĕ самантсене куç умне кăларчĕ икĕ хĕрачашăн амăшĕ вырăнне пулса тăнăскер. Специалист вĕсене интерната яртарасшăн пулманран Тамарăпа çыхăннă. Хĕрарăм иккĕленнĕ — ура çине тăратĕ-ши? Хăй те çамрăк мар-çке. Опекăпа попечительлĕх пайĕн ĕçченĕпе тĕплĕн калаçнă хыççăн кăна йышăну тунă вăл. 2010 çулхи çĕртме уйăхĕнче документсемпе çыхăннă ĕçсене вĕçленĕ. «Иккĕленнипе хĕр пĕрчисене хÿтте илмешкĕн малтан тăван аппана та сĕнсе пăхрăм — унăн ача çук. Мăшăрĕпе çак районти Йÿçкассинче тĕпленнĕччĕ. Анчах хирĕçлерĕ. «Ача пăхма пĕлместĕп», — терĕ», — каласа кăтартрĕ Тамара Ильинична. Унччен «Нива» ял хуçалăх кооперативĕнче бригадăра вăй хунăскер хальхи вăхăтра ĕçлемест. 55 çултискер чÿк уйăхĕнче тивĕçлĕ канăва тухĕ.
Ангелинăпа Павлина çĕнĕ пурнăçа, мăнаккăшне часах хăнăхман. Аслин характерĕ йывăртараххи палăрнă. «Ача усрава илнĕ ялти ашшĕ-амăшĕ психологпа тĕл пулчĕç, канашларĕç. Эпир хамăр тĕллĕнех пĕр-пĕрне майĕпен хăнăхса пытăмăр. Павлинăпа çывăхрах эпир, вăл çумра пулма тăрăшать. Кунта илсе киличчен вăл, 2-мĕш класс ачи, вулама пĕлместчĕ, сас паллисене палламан. Унпа никам та çине тăрса ĕçлемен. Пĕрле уроксем тăваттăмăр, вулама вĕрентрĕм. Эх, тертленчĕ! Тепĕр чухне иксĕмĕр те ларса йĕреттĕмĕр. Класс ертÿçи Дина Федотова та ăна çине тăрса тимлерĕ, Ангелина та пулăшрĕ», — сăмах çăмхине сÿтрĕ кил хуçи

(Аса илӳсене чун тĕпне пытарнă)

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.