Хыпар 91-92 (27524-27525) № 16.08.2019
* Ялсем пĕр-пĕринчен хăйĕн йăлисемпе, уявĕсемпе уйрăлса тăраççĕ. Етĕрне районĕнчи Чаканар, Илле сăрчĕ, Полянккă, Стрелецки салисенче вырăссем пурăнаççĕ. Сăр шывĕ çывăхĕнче вырнаçса тĕпленнĕскерсем хăйсен пурнăç йĕркипе яланах палăрса тăнă.
Кĕтÿçе кĕпе парнеленĕ
Калăпăр, Илле сăрчĕ ялĕнче çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Кĕтÿç кунне /тепĕр ячĕ — Якур кунĕ/ паллă тунă. Çав кун выльăхсене кĕтĕве пуçласа янă. Çак пулăма халалласа уяв ирттернĕ. Ирхине кил хуçисем хапха урлă хĕрлĕ хăю хунă. Ун урлă каçса тухакан выльăх хĕрлĕ тĕсе курсан усалланмассине ĕненнĕ. Çавăн пекех ĕне-пăрăва Кăчкă кунĕнче сăвапланă йывăç турачĕпе Турă шывĕ сапнă. «Çветтуй Якур, пирĕн выльăх- чĕрлĕхе чир-чĕртен, усал-тĕселтен упра», — тесе кĕлĕ тунă. Кил хуçисем кĕтÿçе выльăхсене лайăх сыхлама хушса кĕпе парнеленĕ. Вăл чăпăрккапа çĕр çине виçĕ хут çапнă та кĕтĕве хăваласа кайнă. Кăнтăрла хĕрарăмсем ĕне сума аннă. Çавăн чухне вĕсемпе пĕрле ял-йыш та хире пухăннă. Ачасем вылянă, аслисем юрланă, ватăсем пил кĕллисем каланă. Курăк çине пир сарса апат-çимĕç кăларса хунă, вĕсемпе пĕр-пĕрне хăналанă. Çапла каçченех савăннă ял-йыш.
Çак йăла пирки «Отрада» халăх ансамблĕн ертÿçи Фаина Максимова каласа кăтартрĕ. Вăл çав тăрăхри вырăс ялĕсене нумай çÿренĕ, вĕсенче халăх юррисене, йăли-йĕркине çыра-çыра илнĕ. Фаина Владимировна каланă тăрăх, Илле Сăрчĕн ялĕнче çын шучĕ çултан-çул чакса пырать, дачниксем килкелесе каяççĕ-ха. Çавăнпа авалхи йăласене астăвакан юлманпа пĕрех.
Шел те, çав йăласем майĕпен- майĕпен пурнăçран тухса пыраççĕ. Вĕсене фильмсенче, спектакльсенче, уявсенче кăна курма пулать. Авалтан пыракан йăла-йĕркене упраса хăварас тĕлĕшпе вырăнти фольклор ушкăнĕсемпе пултарулăх коллективĕсем нумай тăрăшаççĕ. Етĕрне тăрăхĕнче пархатарлă çак ĕçе «Отрада» халăх ансамблĕ туса пырать.
Савăнăç, чун уççи…
1986 çулта чăмăртаннă коллектив малтанхи çулсенчех Етĕрне районĕнчи вырăс ялĕсен сăвви-юррине халăх патне çитерес тесе чылай тăрăшнă. Виçĕ çултанах халăх ансамблĕн ятне тивĕçнĕ коллектива Эмилия Шадрина йĕркеленĕ. Етĕрнери культура çурчĕн директорĕнче ĕçленĕскер /халĕ вăл тивĕçлĕ канура/ вырăс халăх юррисене юратакансен клубне уçнă. Унта 12 çын çÿренĕ. Эрнере икĕ хут пухăннă: юрланă, ташланă, пĕр-пĕринпе калаçса савăннă. Халăх умне тух-ма тытăннă, куракансем вĕсене ăшшăн йышăнни хавхалантарнă. Эмилия Валериановна «Отрада» /савăнăç, киленÿ, хĕпĕртÿ, чун уççи/ ят илнĕ ансамбле 13 çул ертсе пынă.
Çак тапхăрта «Отрада» Чăваш Енри чылай ялпа хулана çитнĕ, кÿршĕ регионсенчи куракансене халăх юрри-ташшипе савăнтарнă. Коллектив Пĕтĕм Раççейри конкурссемпе фестивальсене пĕрре мар хутшăннă. Сăмахран, Тутарстанра иртекен «Каравон» фестивальтен темиçе хут та парнепе таврăннă.
«Отрада» репертуарĕнче — 150 яхăн юрă. Иван Любимов купăсçă тăрăшнипе юрă кĕнеки те кăлар-нă. Ансамбле вырăссемпе чăвашсем çÿреççĕ, унччен çармăссем те пулнă. Хальлĕхе йышра — 15 çын. Купăсçи — Виктор Усов. Чи кĕçĕнни — Ангелина Иванова, 8-мĕш класра вĕренет. «Ладушки» ача-пăча ансамблĕнче юрлас ăсталăха аталантарнă. «Ÿсрĕ те унта çÿреме пăрахрĕ. Пĕр вăхăт ниçта та каймарĕ. Каярахпа чунĕ юрă патнех туртрĕ пулас, ăна «Отрадăна» чĕнтĕм. Халăх юррисене питĕ кăмăллать, сасси янăравлă, хитре. Юлташĕпе пĕрле çÿреççĕ. Вĕсем — пирĕн пуласлăх», — терĕ Фаина Максимова.
«Ладушки» ача-пăча ансамблĕ те халăх юррисене шăрантарать. Шкулсемпе садиксенче, библиоте-кăсенче концертсем ирттереççĕ, халăх йăли-йĕркине кăтартаççĕ. Фаина Владимировна — «Çăлкуç» ансамблĕн ертÿçи те. Етĕрне районĕнчи Пушкăрт чăвашĕ Çĕрпÿри культура училищинчен вĕренсе тухнăранпах вырăнти культура çуртĕнче ĕçлет. Малтан — методист, 1999 çултанпа — ансамбль ертÿçи.
— Ачаран юрлама юрататăп. Музыка шкулĕнче вĕрентĕм, баян калатăп. Клубра ĕçленĕ чухнех «От-рада» ансамбль юррисем кăмăла каятчĕç. Вĕсем питĕ пуян содержаниллĕ, чуна пырса тиветчĕç. «По лугу, лужечку, по зелену кружечку ходили, гуляли души красны девицы…» Çак илемлĕ сăмахсем кама ан тыткăнлаччăр?! Ялсене тухса çÿренĕ май хам та вырăс юррисене çыра-çыра илме пуçларăм. Халăх пултарулăхĕ маншăн чун киленĕçĕ пулса тăчĕ, — палăртрĕ ертÿçĕ.
Хĕр тупри йывăрччĕ
Нонна Бухарова ансамбльте — чи асли. Сакăр теçетке çул урлă каçнă вăл. Кинемей çамрăк чухнехи вăхăта лайăх астăвать.
— Ĕлĕк клуб тавраш пулман, çамрăксем кам патне те пулин улаха пухăнатчĕç. Пĕри çыхатчĕ, тепри тĕрлетчĕ, виççĕмĕшĕ ытти ал ĕç тăватчĕ. Улаха каччăсем те пыратчĕç. Пĕр-пĕринпе паллашатчĕç. Нумаях та вăхăт иртместчĕ — евчĕ яма тытăнатчĕç. Качча каякан хĕр валли сывпуллашу каçĕ ирттерес йăла пурччĕ. Унта ашшĕ-амăшĕ, çывăх çыннисем, ытти тăванĕ килетчĕ. Юлташ хĕрĕсем пыратчĕç, парнесем хатĕрлетчĕç. Çавăн чухне хĕр кĕпине виçĕ хут улăштарса тăхăнатчĕ. Каярахпа каччă юлташĕсемпе пĕрле çитетчĕ. Лешсем арчана тустаратчĕç, хĕр туприне курассишĕн талпăнатчĕç. Вылятчĕç, кулатчĕç, савăнатчĕç. Çав каçрах юрланă, ташланă. Сĕтел хушшине те ларнă. Кашни юрăшăн укçа паратчĕç. Уйрăм пÿлĕмре е тĕттĕм кĕтесре ларса йĕрекен хĕрсем те пурччĕ. Пĕрисем çамрăклăх иртнĕшĕн кулянатчĕç, теприсене вăйпах качча паратчĕç. Тепĕр кун туй кĕрлетчĕ. Хĕр тупри питĕ йывăрччĕ, лаша та аран-аран туртатчĕ. Арчана тумтир кăна мар, минтер-утиял, кавир тавраш та хуратчĕç, — калаçрĕ Нонна Васильевна.
Вăл çамрăк чухне фермăра ĕçленĕ: ĕне сунă, сыснасемпе пăрусем пăхнă. Республикăри чи лайăх доярка ятне те тивĕçнĕ маттур хĕрарăм. Чаканарта çуралса ÿснĕскер Елкино каччипе пĕрлешнĕ. Каярахпа çемье Етĕрнене пурăнма куçнă. Унта вăл заводра тăрăшнă.
Нонна Бухарова ансамбле коллектив йĕркеленнĕренпех çÿрет. «Эпĕ мĕн çамрăкран юрлама юрататăп. Атте-анне те, йăмăк та юрра- ташша ăстаччĕ. Ĕçре ялан юрă ĕнĕрлесе çÿреттĕм. Эмилия Валериановна çакна илтнĕ те клуба чĕнчĕ. Мана уйрăмах такмаксем килĕшеççĕ. Çак тапхăрта ансамбль пурнăç тĕревĕ пулса тăчĕ. Кунта çÿренĕрен хама чăн-чăн çын пек ту-ятăп. Килте ларсан чечек пек сÿнме пулать. Тĕрлĕ уява хутшăнни вăй парать, кăмăл-туйăма çĕклет», — чунне уçрĕ Нонна Васильевна. Вăл ĕлĕкхи чылай юрра пĕлет (Юлташ сĕннĕ шыв та пыл пекех. Çапла калаççĕ Чăваш Енре пурăнакан вырăссем. Андрей МИХАЙЛОВ)
* Чăваш кĕнеке издательстви Василий Эктелĕн «Хурăн çырли уçланки» кĕнекине пичетлесе кăларчĕ. Кунта — юрату калавĕсемпе повеçĕсем, хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ хаçат-журналта тата писателĕн кĕнекисенче кун çути курнă хайлавсем.
Вун-вун çул каялла та, паян та…
Вĕсем — «Рак хуранĕн юрри», «Вырăс хĕрачисемпе туркмен ачи», «Çав Сăпас каçĕсем», «Сĕм вăрманти шур мунча», «Хурăн çырли уçланки», «Чĕнмен хăна», «Аташуллă каç», «Юрпике» калавсем, «Лили», «Юрату урокĕсем» повеçсем. Асăннă произведенисем вулакана 25-35 çул ка-яллах кăсăклантарнă пулин те, вĕсем халĕ те хăйсен çивĕчлĕхне çухатман. Шăпах вулакансем ыйтнипе çĕнĕрен кун çути курнă та çак кăларăм. Ăна Борис Чиндыков писатель пухса хатĕрленĕ. Вăлах — кĕнеке редакторĕ.
Вулакансенчен ытларахăшĕ Василий Петровичăн «Лили» повеçне вуланах ĕнтĕ. Акă унти йĕркесене илер: «…Лили! Эсĕ — пĕртен-пĕрре. Анчах сан урлă ыттисен шăпи, самана инкекĕ чукмар пек килсе çапрĕ мана, пĕтĕм ăс-тăна кисретсе, ăш- чике пăлхатса çавăрса пăрахрĕ. Тап- тасан курăнатчĕç унччен тин çуралнă чечек çеçкисем, халĕ асăрхатăп та, вĕсем çинче мĕн кăна çук-ши: асăрханса, сĕртĕне-сĕртĕнми вĕçекен вĕлле хурчĕсем те, кăпшанкăсем те, сан сĕткенÿшĕн антăхакан шăнасем те, анчах вĕсем вĕçсе-шуса каяççĕ те, пĕр палăрăм вара яланхи — вут тĕслĕ лилин те хăмăр пăнчăсем пур иккен… Тин куç уçăлчĕ… Акă ăçта иккен тĕнче тÿнтерĕ!.. Ăçта вара чăн тасалăх, сăваплăх?..»
Унашкал «хура» пăнчăсем чечек çинче кăна мар, çынсенче те пур. Çав сăмахсемпе писатель эпир мĕн шырани, таçта талпăнни тĕлсĕрлĕх, мĕскĕн аташу, ултавлă йăпану пулнине палăртмасть-ши? Юрату хайлавĕ пулин те, унта мĕн тери тарăн философи! Ахальтен-и Эктелĕн «Лили» кĕнеки Чăваш наци библиотеки 2015 çулта хатĕрленĕ «Чăваш Ен литература уçлăхĕ: вуласа тухмалли 100 кĕнеке» электронлă коллекцие кĕме тивĕç пулнă. Чĕмпĕр хулинчи 17-мĕш вулавăш та çак кĕнекене «Чăвашсен чи лайăх 20 кĕнеки» списока кĕртнĕ. Республикăри Л.Н.Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотека икĕ çул каялла Эктелĕн «Юрату урокĕсем» повеçне куç курманнисем валли, сасăпа вуласа, «Калаçакан ярăмпа» кăларнă. Çамрăк çыравçăсен Чăваш наци библиотеки çумĕнче пуçтарăнакан «Варкăш» клубĕ хăйĕн иртнĕ çулхи пĕрремĕш ларăвĕнче «Лили» повеçе сÿтсе явнă.
Уççăн палăртатчĕ
— Василий Эктел чăваш литературинче нумай та тĕрлĕ енлĕн ĕçлерĕ, — писатель пултарулăхĕ пирки çапла палăртрĕ Борис Чиндыков. — Пурнăçĕ вăрăмах пулмарĕ пулин те пурăннă чухнех унăн вун виçĕ кĕнеки кун çути курчĕ, çав шутра — икĕ пысăк роман /«Шавкăн» тата «Пархатар»/, ача-пăча сăввисем, критикăпа публицистика, поэзи, калав-повеç кĕнекисем.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çыравçă ытларах прозăпа эссеистика енне сулăнчĕ. Вăл, нихăçан та лăпкă ларайманскер, 1999 çулта «Калем» издательство йĕркелерĕ, чăваш çыравçисен 100 ытла кĕнекине кун çути кăтартрĕ, вырăсла «Литературная Чувашия» журнал кăларса тăчĕ. Раççей Литература фончĕ ăна Чăваш Республикинчи хăйĕн уйрăмĕн директорне лартрĕ. Çав çулах ЧР Художниксен союзне илчĕç, 2001 çулта правлени председательне суйларĕç. Эктел, литература тата общество пурнăçне хастар хутшăнаканскер, пурнăçра та, хаçат-журнал страницисенче те хăйĕн шухăш-кăмăлне яланах çивĕччĕн калатчĕ. Çакăншăн ăна вулакансем питĕ хисеплетчĕç (Юрату та тарăн шухăшлă).
Комментировать