Вера Кузьминана Мускавра чысланă

12 Дек, 2013

Республика тулашĕнче пурăнакан ентешсем Чăваш Енĕн Раççей Президенчĕ çумĕнчи Полномочиллĕ представительствинче СССР халăх артисткине Вера Кузьминана 90 çулхи юбилейпе саламларĕç. Уява Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков уçрĕ. «Вера Кузьминична - чăваш культурин чăн-чăн паттăрĕ, театр искусствин ахах-мерченĕ, чăваш хĕрарăмĕн чи çутă сăнарĕ, ырă та çепĕç анне. Чăваш хĕрарăмĕ пирки сăмах пуçарсан яланах Вера Кузьминана аса илеççĕ», - терĕ вăл.

Çак каç юбиляра саламлакан йышлă пулчĕ. РФ Федераци Канашĕн членĕ Г.Николаева, РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аксаков, Мускаври чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи А.Григорьев, «Сыны Отечества» юлташлăхăн председателĕн çумĕ И.Николаев артисткăна тата нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунчĕç. Мускав хулин регионсен хутшăнăвĕн департаменчĕн канашçи В.Карапетян Мускав Правительствин çырăвне вуласа пачĕ, Вера Кузьминичнăн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕ.

С.Воронов генерал-лейтенант юбиляра артисткăн хăй ÿкернĕ портретне парнелерĕ. «Ача чухне Вера Кузьминична вылянă спектакльсене сахал мар курнă. Вăл калăпланă сăнарсем, уйрăмах амăшне, хĕрарăмăн йывăр шăпине уçса параканнисем, халĕ те асрах», - терĕ Раççей Геройĕ Н.Гаврилов генерал-лейтенант.

Мускаври чăваш наци культура автономине йĕркелекенсем тата пĕрремĕш çум председательсем В.Бурмистровпа А.Иванов ăшă сăмах сахал мар каларĕç. В.Бурмистров Вера Кузьминичнăпа Чăваш академи драма театрĕнче пĕрле ĕçленĕ çулсене аса илчĕ. Унтан 40 çул каялла артисткăн 50 çулхи юбилейĕнче юрланă «Песенка о Моцарте» /Б.Окуджава/ юрра шăрантарчĕ. А.Иванов юбиляра тата уява пухăннисене «Вера» документлă фильм парнелерĕ.

СССР халăх артисткине Мускавра тĕпленнĕ ентешсем çеç мар, Раççейри ытти регион тата ют çĕр-шыв представителĕсем те саламларĕç. Самар облаçĕнчи чăвашсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Л.Павлова чăвашла юрăсем шăрантарчĕ. Эстонири чăвашсен «Волгама» организацийĕн ертÿçи И.Захарова Вера Кузьминичнăна Европăра та пĕлнине, юратнине палăртрĕ.

Уяв концертĕнче чăваш, француз, вырăс юррисем янăрарĕç. Хăнасем Чăваш академи театрĕн «Хура чĕкеç» тата «Çĕпĕр дивизийĕ» спектакльсен сыпăкĕсене пăхрĕç. Вĕсенче Вера Кузьмина хăй те вылярĕ. Унтан вăл мăшăрĕн, Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн, сăввисене вуларĕ. Мускаври «Атăл» чăваш хорĕ «Алран кайми» чăваш халăх гимнĕпе савăнăçлă мероприятие вĕçлерĕ.

 

И.СЕРГЕЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.