Кунта чăн хÿтĕлевçĕ пахалăхĕсем туптанаççĕ

28 Июн, 2014

Çитĕнекен ăрăва çарпа патриотлăх воспитанийĕ парас тĕллевпе пуçарнă «Зарница» тата «Орленок» вăйăсен историйĕ социализм йăл илнĕ тапхăртанах тытăнать. Тĕлĕнмелле те, çав вăхăтра сарăлнă чылай юхăм пек пăчланма мар, вăхăтлăх та чарăнман-хавшаман вăл. Вăйăпа тупăшу хăйне евĕр пĕтĕçĕвĕпе йĕркеленекенскер паян та çÿлерех асăннă шухăш-тĕллевех йĕрлет, тăхăмсен халалне çирĕп пăхăнса малалла ăнтăлма хистет.

 

Çамрăк армеецсен «Зарницăпа» «Орленок» юхăмĕсен республикăри 46-мĕш финал вăййисем Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам çывăхĕнче, Хĕвеллĕ уçланкăра çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче уçăлчĕç. Савăнăçлă çак мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Çавăн пекех уçланкăна палăртнă вăхăта вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин, Патăрьел районĕн администраци пуçлăхĕ Николай Глухов килсе çитрĕç.

 

- Пирĕн истори паттăрла ĕçсемпе çав тери пуян. Эсир çĕр-шывăн «пухмачне» тата та вăйлатăр. Паян çĕнтерни малашнехи пурнăçра çирĕп утăмсем тума хавхалантартăр. Паллах, савăнăç куççулĕпе пĕрлех çак вăйăсен вăхăтĕнче куляну туйăмĕсем те пулĕç. Ан пăшăрханăр, вĕсем сире килес çул валли тата çирĕпрех хатĕрленме хистĕç. Чи кирли - ушкăнлăх туйăмне ан çухатăр. Ăнăçу сире пурне те! - ăмăртăва малалла тăсма çĕкленÿлĕх кÿчĕ республика ертÿçи.

 

Финал вăййисене пурĕ пине яхăн ача, юнармеецсен 73 отделенийĕ хутшăнать. 5 куна пыракан мероприятисенче çул çитменнисем стройпа утассипе, алă вĕççĕн кĕрешессипе, чăрмавсем урлă иртессипе, ишессипе, автоматран перессипе тата тĕрлĕ ытти енпе тупăшĕç. Вăйăсен программинчи 16 конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх чи маттуррисене палăртĕç.

 

Çамрăксене ырă тĕслĕхпе аслисем мар тăк кам хавхалантарĕ-ха? Чăваш Ен Пуçлăхĕ çакна шута илсе хăйне евĕр парнесемпех килнĕ иккен. Патăрьелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш шкулта ĕçлекен Юрий Васюткинпа Элĕк районĕнчи педагогика ĕçĕн ветеранĕн Геннадий Ивановăн кăкăрĕсем çине «Раççей патриочĕ» асăнмалăх медаль çакса янă май çарпа патриотлăх воспитанийĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн тав турĕ.

Ирина ИВАНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.