Паркра - "Туслăх кăшăлĕ"

27 Июн, 2014

Республика кунĕнче вун виççĕмĕш хут ĕнтĕ Чăваш Енри наци культура пĕрлĕхĕсен пултарулăх ушкăнĕсен "Туслăх кăшăлĕ" фестивалĕ иртрĕ. Яланхиллех ăна тĕп хулари "Шупашкар: 500" культурăпа кану паркĕ йышăнчĕ.

Уява ЧР Культура министерствин этноконфесси хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ С.Казаков, Мускав район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Петров уçрĕç. Фестивале хутшăнакансене тата уявпа паллашма пынисене Республика кунĕпе саламланă май наци культура пĕрлĕхĕсен ячĕпе те ырă сăмахсем каларĕç. Шăпах вĕсем-çке Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ халăхăн культурипе хăй евĕрлĕхне сыхласа хăварма тата малалла аталантарма пулăшаççĕ.

Тĕплĕнрех ыранхи номерте.