Тăван чĕлхе хĕрнĕ хурçă пулайĕ-и?
Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа кăçал 120 çул çитет. Çак сăвăçа чăваш чĕлхин шăпи питĕ шухăшлаттарнă. Тăван сăмах, чĕлхе пĕлтерĕшĕ пирки вăл çапла çырнă: «Вăхăт çитĕ. Чăваш чĕлхи те тимĕр татĕ. Çивĕч пулĕ. Хĕртнĕ хурçă пек пулĕ. Вăхăт çитĕ — чăваш юрри те илтĕнсе кайĕ. Таса пĕлĕте, çут тĕнчене, хĕрлĕ хĕвеле савса юрлĕ вăл. Чăваш юрринче таса пĕлĕт çумĕнчи тăри юрри илтĕнĕ. Чăваш юрринче тинĕс хумĕ шавлĕ, вăрман кашлĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр улăхсем симĕсленсе выртĕç. Авалхи хуйхă сасси илтĕнмĕ, телей куç умне тухса тăрĕ. Атăл хĕрри тăрăх тĕнче кĕсле сассипе янраса тăрĕ — çакă чăваш юрри пулĕ. Чăваш чĕлхи кăвар пулĕ, хĕрнĕ хурçă пулĕ».
Поэтăмăр сăмахĕсем шухăша яраççĕ. Пурнăçа кĕрейнĕ-ши вĕсем, çапла пултăр тесе эпир хамăр енчен мĕн турăмăр? Историрен çакă паллă: 1917 çулхи революцисем /нарăсри тата юпа уйăхĕнчи/ хыççăн сахал йышлă халăхсен чĕлхисем аталаннă икĕ тапхăр пулнă: наци интеллигенцине аркатнă репрессичченхи 10-15 çул тата çĕнетÿ çулĕсем. Малтанхи тапхăрăн пирвайхи çулĕсем шăпах Çеçпĕл Мишшипе çыхăннă. Ирĕке тухнă халăхсем /çав шутра чăвашсем те/ хăйсен тăван чĕлхине тымарлантарма пуçланă. Патшалăх чĕлхе политикине ăнăçлă тытса пынă. Чăваш чĕлхипе ĕçре те, патшалăх тытăмĕнче те усă курнă. Çĕнетÿ çулĕсем пирки çакна асăнмалла: çак тапхăр та тăван чĕлхене çĕклерĕ. Сăмахран, Чăваш Республикин «Чĕлхесем çинчен» саккунне йышăннă, Чăваш наци конгресĕ йĕркеленнĕ, хула шкулĕсенче, вузсенче тăван чĕлхепе литературине вĕрентме пуçланă… Аса илер: Чăваш чĕлхи кунне те шăпах çав çулсенчи — 1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчи — йышăнупа килĕшÿллĕн паллă тума пуçланă. Кунне те ăнăçлă суйланă: ака уйăхĕн 25-мĕшĕ — тăван халăхăмăра çутта кăларнă Иван Яковлевăн çуралнă кунĕ.
«Чĕлхесем çинчен» саккун та, чĕлхене аталантармалли программа та пур пирĕн. Вĕсене пурнăçа кĕртнĕ май нимĕнле çивĕч ыйту та пулмĕ темелле пек. Анчах çапла-и-ха? Юлашки çырав кăтартăвĕсене илер. Унпа килĕшÿллĕн Раççейре 1435,9 пин чăваш пурăнать. 2002 çулхи çыравпа танлаштарсан 201 пин чухлĕ чакнă. Çав шутран 400 пинĕ хăйсем чăвашла пĕлнине кăтартман. Апла пулсан, 1 миллиона яхăнăшĕ кăна тăван чĕлхепе калаçать. Çирĕм пĕрмĕш ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулталăкĕ чăваш халăхне — Раççей Федерацийĕнче йышĕпе пиллĕкмĕшне — тепĕр тĕрĕслев витĕр кăларĕ. Вăл — Пĕтĕм Раççейри халăхăн çĕнĕ çыравĕ. Унăн кăтартăвĕсем мĕнлерех пулĕç? Наци шăпи, патшалăхăмăрăн малашлăхĕ тÿррĕнех халăх йышĕпе-шучĕпе çыхăннă. Çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен тăван чĕлхене çухатас туртăм халĕ те вăйлă. Конституци прависемпе туллин усă куракан, наци культурине, чĕлхесене, искусствине тата халăх йăли-йĕркине упрама-аталантарма ăнтăлакан чăваш халăхĕн пĕртен-пĕр патшалăхĕ — Чăваш Республики. Чăваш Ен республика статусне тытса пырсан çеç халăх ăс-хакăл çăл куçĕсем типмĕç, вĕсем ытти регионта пурăнакан чăвашсене чĕрĕлĕх вăйне парса тăрĕç. Çавăнпа эпир ыран, малашне, çитес ĕмĕрсенче мĕнле пуласси пĕтĕмпех хамăртан, патшалăх чăвашлăх ыйтăвĕ çине мĕнле пăхнинчен килет.Юлашки вăхăтра чăвашла калаçакансен шучĕ чакса пынин сăлтавĕ темиçе те пулĕ. Сăмахран, чăн чăваш шкулĕ çукки ура хурать. 1956 çулччен чăваш шкулĕсенче мĕн пур предмета чăвашла вĕрентнĕ. Вырăсла вĕрентме хушу килсен çынсем вырăсланас çул çине тăнă. Чăваш Республикин тулашĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литература урокĕсене пĕтернĕ. 1985 çулсенче тăван чĕлхене вĕрентме ирĕк панă. Анчах… Диаспорăра чăваш чĕлхипе литература урокĕсем, тĕпрен илсен, факультатив шайĕнче кăна юлнă. Вырсарни шкулĕсем ачасене тăван чĕлхепе тивĕçлĕ пĕлÿ параймаççĕ. Класс тата шкул тулашĕнчи мероприятисем пĕтĕмпех вырăсла иртеççĕ.Çак ÿкерчĕксене тăван республикăра та асăрхама пулать. Ачисене чăвашла калаçтарса ÿстермен ашшĕ-амăшĕ мĕн çинчен шухăшлать-ши? Тĕрĕссипе, мĕн чухлĕ ытларах чĕлхе пĕлетĕн, çавăн чухлĕ аванрах-çке. Пĕр чĕлхе — пĕр ăс, икĕ чĕлхе — икĕ ăс. Ют чĕлхесене те пĕл, тăван чĕлхÿне те ан ман. Библире те несĕлсен ырă йăлисене çичĕ сыпăк таран лайăх пĕлмелле, унсăрăн турра юрăхлă çын пулаймăн тени пур. Кунта тăван чĕлхе пирки каланине те шута илмелле.Патшалăх шайĕнче шутланакан чĕлхесен те пĕтес хăрушлăх пурри пирки пире вунă çул каялла «чан çапсах» асăрхаттарчĕç. Сăмахăм ЮНЕСКО çĕнетсе кăларнă «Тĕнчере çухалас хăрушлăхра тăракан чĕлхесен атласĕ» пирки. Ăна ĕненес пулсан Раççейри 136 чĕлхе çавăн пек лару-тăрура. Çав шутра пирĕн тăван чĕлхе те. Ку хыпара тĕрлĕрен хаклакан пулчĕ. Ăнланмалла: çак тапхăрта пур шайра та хăйне хăтлă туякан чăваш сăмахĕпе унашкал инкек пулассăн туйăнмасть пек. Анчах çакăн çинчен те манмалла мар: икĕ çырав хушшинче çулталăксерен 25-шер пин йăхташ чакса пынă. Малашне те çаплах пулсан… шухăшлама хăрамалла!Кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче 120 çул çитĕ. Ун чухне поэта тăван чĕлхе шăпи пирки мĕн калăпăр-ши?
Послание ПрезидентаФедеральному Собранию
COVID-19КОРОНАВИРУСИНФОРМАЦИЯ ДЛЯ ГРАЖДАН
ГОСУДАРСТВЕННЫЕ УСЛУГИСПРАВОЧНО-ИНФОРМАЦИОННЫЙ ПОРТАЛ
САЙТЫПАРТНЕРЫ
Противодействие терроризму
Работа в РоссииОбщероссийская база вакансий
НАРОДНЫЙ КОНТРОЛЬЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ
СУРСКИЙ РУБЕЖСКИЙ
Цифровое эфирное телевидение
СОЦПРОЕКТЫ архив
Комментировать